Комментари хушас

20 Пуш, 2014

Раççей спортсменĕсем маттур

Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Акă хĕллехи, хĕрÿллĕ, пирĕн Паралимп вăййисем те хыçа юлчĕç. Сусăр çынсем хăйсем вăйлине, пултаруллине, олимпçăсенчен пĕрре те кая маррине тепĕр хут ĕнентерчĕç. 45 çĕр-шыв, 600 яхăн спортсмен, Раççейĕн 80 /!/ медаль - çапларах çырăнĕ Сочи спорт историне.

Вăйăсен кун-çулĕ

Тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланакансем Паралимп тÿпине парăнтарасси хăçан пуçланнă-ха? Сусăрсен спорчĕ аталанма тытăнни Англи нейрохирургĕн Людвиг Гуттманăн ячĕпе çыхăннă. Сток-Мандевильти реабилитаци госпиталĕнче ĕçлекенскер Тĕнчен иккĕмĕш вăрçинчен аманса таврăннă салтаксене сыватнă. Вăл шăм-шак чирĕпе аптракансене сывлăха çирĕплетмешкĕн спортпа туслашма сĕннĕ. Каярах унăн пациенчĕсем нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр спортра çитĕнÿсем тума пултарнине ĕнентернĕ. Британи тухтăрĕ пуçарнипех 1948 çулта /ун чухне Лондонра Олимп вăййисем пынă/ кÿме çинче ларакан сусăрсен хушшинче пĕрремĕш ăмăрту иртнĕ. Сток-Мандевильти вăйăсене /малтан вăл çакнашкал ятлă пулнă/ кашни çул йĕркелеме пуçланă. 1952 çултан унта, Нидерланд спортсменĕсем хыççăн, ытти çĕр-шыв командисем те хутшăнма тытăннă.

Сусăр спортсменсен пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕсем - çуллахи Паралимп вăййисем - официаллă майпа пĕрремĕш хут 1960 çулта иртнĕ. Ăна Италири Рим хулинче йĕркеленĕ, унта 23 çĕр-шывран 400 яхăн атлет хутшăннă. Çак тапхăртан тĕнчере Паралимп юхăмĕ пуçланнă. Паралимпиадăн хĕллехи вăййисене 1976 çулта пуçарнă, пĕтĕм тĕнчери пирвайхи ăмăртăва Швеци йышăннă. Ал-урасăр тата япăх куракан спортсменсем çуна çинче ларса чупас енĕпе тупăшнă. Иккĕмĕш Паралимп вăййисенче /Норвеги, 1980/ тĕрлĕ ушкăнри инвалидсем те вăй виçнĕ, çĕнĕ дисциплина кĕртнĕ - сăртран çунапа анасси. 1984 çулта /Австри, Инсбург/ спортсменсем йĕлтĕр çине тăнă, ăмăртăва 30 арçын хутшăннă.

Пирвайхи ăмăртурах палăрнă

1988 çулта та Паралимпиада Австрире иртнĕ. Палăртмалла: унта СССР спортсменĕсем пĕрремĕш хут кайнă, икĕ «бронзăпа» таврăннă. 1992 çулта СНГ команди ăмăртура 10 ылтăн, 8 кĕмĕл тата 3 бронза медаль çĕнсе илсе виççĕмĕш вырăн йышăннă. 1994 - 30 медаль, 1998 - 31 /иккĕшĕнче те 6-мĕш вырăн/, 2002 - 21 /4-мĕш/. 2006 çулта Раççей спортсменĕсем пĕрремĕш хут пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă, тепĕр тăватă çултан та пирĕннисем наградăсен чи пысăк пайне çĕнсе илме пултарнă /38 медаль/.

Ванкуверта иртнĕ Паралимп вăййисенче 44 çĕр-шывран пурĕ 506 атлет хутшăннă. Яланхи пекех вĕсем биатлон, йĕлтĕрпе чупас, сăрт çинчен ярăнас, керлинг, хоккей енĕпе тупăшнă. Унта пирĕн йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем хастарлăхпа палăрнă. Лидия Васильева, Михалина Лысова, Николай Полухин, Анна Бурмистрова, Кирилл Михайлов, Мария Иовлева, Ирек Зарипов, Роман Петушков тĕрлĕ дистанцире мала тухса пухмача вун-вун медальпе пуянлатнă.

Чăваш Ен спортсменĕсенчен хĕллехи Паралимпиадăра республика чысне Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Ильин виçĕ хут хÿтĕленĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ 1994 çулта йĕлтĕрпе чупса вун виççĕмĕш вырăн йышăннă, Японире - пиллĕкмĕш, АПШра тăххăрмĕш пулнă. Пирĕн спортсмен 1994-2004 çулсенче чылай ăмăртăва хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă: вăл çĕр-шыв чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ ятне вунă хут тивĕçнĕ, Европа чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ, тĕнче чемпионатĕнче тăваттăмĕш вырăна тухнă.

Эпир - пĕрремĕш

30 «ылтăн», 28 «кĕмĕл», 22 «бронза» - пурĕ 80 медаль. Нихăш команда пĕр ăмăртура çавăн чухлĕ наградăна тивĕçни пулманччĕ. Эпир - пĕрремĕш! 69 спортсменран 50-шĕ ăмăртусен тĕрлĕ дистанцийĕнче палăрчĕç, вĕсенчен 19-шĕ - чемпионсем.

Паралимпида паттăрĕ - 36-ри Роман Петушков. Аварире икĕ урасăр юлнăскер 2006 çулта хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Çак тĕллевпех Мускав патшалăх физкультура академийĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл тĕнчери, Европăри вун-вун ăмăртура тупăшнă. 2010 çулта Ванкуверта иртнĕ Паралим вăййисенче биатлонçăсемпе йĕлтĕрçĕсен турнирĕсенче кĕмĕлпе бронза медальсем çĕнсе илнĕ, пĕлтĕр тĕнче чемпионатĕнче тăватă дистанцире çĕнтернĕ. Сочирен вара вăл киле ултă «ылтăнпа» таврăннă.

Паралимп чемпионки Михалина Лысова, пĕчĕклех куç япăх курнипе аптăрать пулин те, тĕнче ăмăртăвĕнче çĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Ванкуверта вăл биатлонçăсен 3 километрлă дистанцине виççĕмĕш вĕçленĕ. 2002 çулта спортпа туслашнă 22-ри пике Сочире финиша пĕрремĕш çитме ăнтăлнă. Паян унăн - 3 «ылтăн» тата 3 «бронза». Михалина Лысовăн юлташĕ Алена Кауфман та пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине виçĕ хут хăпарнă. Владислав Лекомцев, Рушан Миннегулов, Елена Ремизова, Азат Карачурин, Кирилл Михайлов, Николай Полухин, Анна Миленина, Светлана Коновалова, Григорий Мурыгин, Александра Францева, Валерий Редкозубов, Алексей Бугаев - пирĕн «ылтăн» спортсменсем!


Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.