Комментари хушас

18 Пуш, 2016

Наркотиксенчен «тасисем» — сакăр район кăна

Чăваш Енре çынсем наркоманипе чирлесси юлашки тăватă çулта федерацин Атăлçи округĕнчипе танлаштарсан та, Раççейри пĕтĕмĕшле шайран та пĕчĕкрех. Эппин, пăшăрханма та кирлĕ мар-и? Çук çав, самантлăха та лăпланма юрамасть. Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнче палăртрĕ.

Чăваш Енĕн наркомани сарăласран сыхланмалли çумпрограмма пур. Унăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçлама 2015 çулта малтан 273 пин тенке яхăн уйăрнă. Ыйту çивĕчлĕхне кура 3-мĕш кварталта хушма укçа уйăрнă. Тата — бюджет тулашĕнчи çăлкуçсен укçи. Çапла вара наркоманипе кĕрешме иртнĕ çул уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1 млн тенкĕрен те иртнĕ.

Тимлĕх усса кайни куçкĕрет. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова республикăра унччен йăлана кĕнĕ наркотиксемпе усă курасси палăрмаллах чакнине çирĕплетрĕ. Çапах хăрушлăх пурпĕр пысăк. "Спайс" йышши хутăшсем вăй илеççĕ — "шăпах вĕсенчен сыхланас енĕпе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ". Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков вара аптекăсенче минретекен хăшпĕр эмеле сутасси тăруках ÿсни çинчен каласа сисчĕвлентерчĕ. "Прегабалин" текен эмеле пĕлтĕр 1 пин ытла чĕркем сутнă иккен — çулталăк маларахринчен 3 хут /!/ ытларах. "Лирика" пирки те çавнах каламалла. Унашкаллисем татах пур. Евгений Николаевич ку енĕпе Улатăр хули уйрăмах палăрнине те пытармарĕ.

Сăмах май, наркотиксем тĕлĕшпе "таса" районсем республикăра 8 кăна иккен: Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Тăвай районĕсем тата ыттисем. ФСКН управленийĕ пĕлтĕр наркотик суту-илĕвĕпе çыхăннă уйрăмах йывăр 447 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Преступленисен пĕтĕмĕшле шучĕ чакнă-ха, анчах саккунсăр ĕçе çул çитменнисене явăçтарнă тĕслĕхсем нумайланни — шухăша яракан пулăм. 2015 çулта республикăра пулнă преступленисен пĕтĕмĕшле шутĕнче наркотиксемпе çыхăннисен тÿпи 5,5% танлашни те, паллах, пăшăрхантарма тивĕç.

Сыхлăха çирĕплетмеллине Михаил Игнатьев экономикăри лару-тăрупа та сăлтавларĕ. Вăл пытармасть: ĕçсĕр çынсен шучĕ пысăкланĕ, тупăшсăр юлакансенчен хăшĕ-пĕри вара наркотик суту-илĕвĕпе çыхăннă саккунсăр ĕçпе явăçса кайма пултарасси те часах. Тепĕр енчен, наркомансен тĕп йышĕ — 18-30 çулсенчи çамрăксем. Шăпах — вăйпитти йыш, вĕсене усаллинчен упрамашкăн влаçăн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшмалла. Пĕлмешкĕн çакна калани те вырăнлă: наркотиксемпе усă куракансен тĕп йышĕ арçынсем — 89,7%. Хĕрарăмсем — 10,3%.

Коммерципе çыхăнман, наркоманирен сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлекен организацисем пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсем республикăра йышлă мар. Экономика аталанăвĕн министерстви тивĕçлĕ проекта пурнăçлама укçа уйăрса пулăшни — пĕрре кăна, "Сывă наци" ятлăскер. Апла пулин те федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров НКОсемпе асăрхануллă пулмалли пирки калаçу пуçарчĕ. Наркомансене пулăшатпăр тесе киревсĕр çул çине тăнă, çынсен прависене пăснă тĕслĕхсем çĕршывра пулкаларĕç вĕт. Ку сĕнÿпе Михаил Игнатьев та килĕшрĕ: бюджет укçине илсе саккунсăр ĕçсемпе ан аппаланччăр... Çавăнпа та ку енĕпе ĕçлекенсене çирĕп тĕрĕслесе тăмалла тени чăннипех вырăнлă.

Тепĕр енчен, унашкаллисен ĕçне хакламалли критерисемпе стандартсем те хальлĕхе çук. Çавăнпах профилактика ĕçне пурнăçлакан, ĕнерхи наркомансене тÿрĕ çул çине тăма пулăшакан кадрсем кирлĕ. "Сывă нацин" бюджетăн 244 пине яхăн тенкĕлĕх субсидине тивĕçнĕ "Пурнăç картлашкисем" проекчĕ шăпах çак тĕллеве тĕпе хурать. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх университечĕн медицина тата психологи факультечĕсен студенчĕсен йышĕнчен 35 куратор хатĕрленĕ.

Çапах пĕтĕмĕшле калаçу сисчĕвлентерет пулин те ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ — Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин республика территорийĕнчи наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва пĕтĕмлетсе тунă докладри темиçе самант кăмăллă пулчĕ. Ятарласа социологи ыйтăмĕ ирттернĕ. Респондентсен 95,3% ыйтусене хуравланă май "нимĕнле условире те наркотик тутанмăп" тесе хуравланă иккен. Чăваш Енре пурăнакансем наркомание чи çивĕч ыйтусен шутне кĕртмеççĕ. Вĕсен шучĕпе, чи çивĕччисем — çулсен пахалăхĕ, ĕçсĕрлĕх, ĕçкĕпе иртĕхни. Çавăн пекех халăха ЖКХри ĕç-пуç, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, пурăнмалли çурт-йĕр çитменни пăшăрхантараççĕ. Çапах çак ретре кăмăл-сипетпе çыхăннă деградаци те пур. Наркомани вара — шăпах ăна сăлтавлакан киревсĕр пулăмсенчен пĕри. Наркотикпе минренĕ çын вĕлерме те, вăрлама-çаратма та пултарать.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.