Комментари хушас

18 Пуш, 2016

Ку çуртра чăнах та ăшă

Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертÿçи, хальхи пек каласан — менеджерĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Петрова паллаштарчĕ.

Учреждени тивĕçлĕ те шанчăклă алăра пулнине çуртăн алăкне уçса кĕрсенех туйрăмăр. Чи малтанах вăл пур енĕпе те ăшă пулнипе тыткăнларĕ. Пытарма кирлĕ мар: унччен те, халĕ те хĕллехи вăхăтра яллă вырăнти культура учрежденийĕсенчен чылайăшĕнче лĕпрен ăшă мар. Кунта вара — ачасем фойере те кĕске çанăллă тумпа çÿреççĕ.

Фойерех — «Чечеклен, ешер, Кĕçĕн Шетмĕ ен» стенд. Кашни мероприяти хыççăнах ăна çĕнетеççĕ. Ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисен кĕтесĕ те хăй патне илĕртет. Кăçал Красноармейски хутлăхĕнче кăна мар, Чăваш Енĕпех паллă çыннăн, Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн 75 çулхи юбилейĕ пулчĕ, çавăн пекех Чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитет. Сумлă ентешĕсен ячĕпе те стенд хатĕрленĕ. Кунтах — кану центрĕ ирттерме палăртнă мероприятисен планĕ, спортăн тĕрлĕ енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем. Сĕтелçи теннисла вара çакăнтах ăмăртма май пур. Ăна тĕп хулари «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи, район пухăвĕн депутачĕ Алексей Львов парнеленĕ.

Валентина Ильинична тата унăн ĕçтешĕсем — Алена Бажбенова режиссер, Геннадий Яковлев аккомпаниатор — туса пыракан ĕçсем хут çине ячĕшĕн çырăннăскерсем мар. Кашнинпех ял çыннисене, теприсемпе район, республика халăхне паллаштарнă. Кану çурчĕ çумĕнче 12 клуб-кружок ĕçлет, унта 120 яхăн çын çÿрет.

— Вăтăр çул каялла чăмăртаннă, тăватă çул каялла «халăх» ята тивĕçнĕ «Романтиксем» драма коллективĕ, ăна Алена Бажбенова ертсе пырать, пирки кашни спектакль хыççăн ырă сăмах илтетпĕр. Сезона çĕнĕ спектакльпе пуçласси йăлана кĕнĕ пирĕн. Виçĕ çул каялла «Укăлча умĕнче» пьесăпа /А.Чебанов/ чаршав уçнăччĕ, виçĕмçул сцена çине «Шăпчăк килчĕ пахчана» /Е.Федорова/ спектакль кăлартăмăр, — каласа кăтартрĕ Валентина Ильинична. — 2014-2015 театр сезонĕнче «Вова йăмри» /Н.Артемьев/ спектаклĕн премьери пулчĕ. Унпа драма коллективĕсен районти «Мухтав ахрăмĕ» фестивалĕнче «Чи лайăх режиссура» тата «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацисенче çĕнтертĕмĕр. Çак ĕçпех республика фестивалĕнче те палăртăмăр: «Пултарулăхри ăнтăлушăн» диплом илтĕмĕр.

Пĕлтĕр, Раççейри Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕнче, драма коллективĕн хастарĕсем классикăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмипе ĕçлерĕç, «Хушăлкара» пысăках мар спектакль хатĕрлерĕç. Унпа районта Литература çулталăкне хупнă çĕре те хутшăнтăмăр. Аслисеннипе танах шкул ачисен «Буратино» драма коллективĕ те вăй илсех пырать.

«Шетмĕ ен» вокал ушкăнĕнче, ăна Геннадий Яковлев ертсе пырать, 60 çулран иртнисем юрлаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та, вĕсенче хастарлăхĕ тапса тăрать. «Юрă пире ватлăха парăнма памасть», — теççĕ Зинаида Егорова, Марийăпа Лидия Козловăсем, Руфина Христофорова.

Хуткупăс калакансен «Шетмĕ кĕввисем» ансамблĕнче — ар­çынсем. Вĕсемпе те Геннадий Анатольевич ĕçлет. Ушкăнра çамрăксем те пур. Сăмахран, Владимир Васильевпа Евгений Терентьев вĕрентекенĕн çулне суйланă: пĕри — Шупашкарти, тепри Мускаври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве тарăнлатаççĕ. Каникула, канмалли кунсене таврăнсан концертсене хутшăнаççĕ.

Кашни коллективăн — «Çамрăклăх», «Пилешĕм» ташă ансамблĕсен, ачасен «Шăпчăк» вокал, «Петрушка» пукане кружокĕсен тата ытти клубăн — ĕçĕ çинчен те каласа кăтартмалли пурччĕ. Çакна çеç пĕлтерĕпĕр: Кĕçĕн Шетмĕсем иртнĕ çул районти конкурссене, фестивальсене тата уявсене хутшăнса 27 диплома тивĕçнĕ. Кану çуртĕнче унсăр пуçне ытти мероприяти те ирттернĕ. Акă Константин Иванов çулталăкне халалласа «Нарспи» поэмăна чи лайăх вулакан» конкурс, «Шетмĕ çыравçисем» поэзипе музыка каçĕсем, Кĕçĕн Шетмĕ ялне йĕркелесе янăранпа 415 çул çитнĕ май ÿкерчĕксен конкурсĕ, уяв концерчĕ /пурĕ 320 мероприяти/ йĕркеленĕ.

Культура ĕçченĕсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă, иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе коллектив районти культурăпа кану учрежденийĕсен хушшинче çĕнтернĕ, «Кăтартуллă культурăпа кану учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, 2014 çулта халăх культурине упраса хăварас, йăла-йĕркене аталантарас, ачасене, аслă ăрурисене тăван тата тĕнче культурипе çывăхлатас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн культура учрежденине Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне панă. Çав укçапа кану центрĕнче сĕтел-пукана çĕнетнĕ. ЧР Культура министерстви тата район администрацийĕ панă сертификатпа /400 пин тенкĕ/ сасă, çутă хатĕрĕн, компьютер, сцена тумĕ туяннă, художество пултарулăх коллективĕ валли çĕнĕ тум çĕлетнĕ. Тÿлевлĕ мероприятисенчен пуçтарăннă кĕмĕле принтер, сцена çине тухмалли тум туянма янă.

Надежда ГЕОРГИЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.