Комментари хушас

18 Пуш, 2016

Салтак шинелĕ çăлса хăварнă

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни салтака, çапăçу хирĕнчен таврăннă хыççăн пурнăçран уйрăлнă кашни ветерана асра тытса пĕр минут шăп тăрас-тăк, тĕнче аллă çуллăха шăпланĕччĕ», — çакăн пек шухăша вуланăччĕ эпĕ нумаях пулмасть социаллă сетьре. Вăрçă чарăннăранпа 70 çул иртнĕ пулин те унăн суранĕсем йăл илеймен-ха. Инкек кашни çемьенех пырса тивнĕ. Вут-çулăма кĕнисем таврăнсан та нумай пурăнайман. Паян ялсенче вăрçă ветеранĕсем питĕ сахаллăн юлнă. Вĕсем пирки май килнĕ таран хаçатра çыратпăр-ха. Çав вăхăтрах вилнисене те асрах тытатпăр. Вĕсем çинчен ачисем, мăнукĕсем аса илсе каласа пани те, пирĕн шухăшпа, интереслĕ пулассăн туйăнать. Çав тĕллевпех çĕнĕ ярăм уçас терĕмĕр.

Хальхинче пире Йĕпреç районĕнчи Хурамалта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Алина Кирилленко /Кузюкова/ хăйĕн аслашшĕ çинчен каласа пама килĕшрĕ. Иван Кузюков 1914 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хурамал ялĕнче çуралнă. «Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă /2007 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче/ пулин те унăн çутă сăнарĕ, вăрçа аса илнисем пирĕн асăмăртах. Пурăннă чухне çывăх çыннăмăр тĕлĕкĕсенче вăрçăпа час-часах аташатчĕ. Чун ыратăвне кăштах та пулин çăмăллатас тесе эпир, унăн мăнукĕсем, асаттерен вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама ыйтаттăмăр. Вĕсене çырсах пыраттăмăр», — çапла пуçларĕ калаçăва Алина Кирилленко.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх — Йĕпреç тăрăхĕнчи Хурамалтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 400 яхăн çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Иван Егорович вăрçă çулĕпе пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех утса тухнă. Сталинград патĕнчи çапăçăва хутшăннă, Ленинграда хÿтĕленĕ, Курск пĕккинче, Яппун вăрçинче çапăçнă. Стрелоксен полкĕнче тăнă, пулеметчик пулнă. Çапăçури паттăрлăхпа хăюлăхшăн III степень Мухтав орденне, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, «Японие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

«Асатте вăрçăри асаплă çулсем пирки каласа пама питех кăмăлламастчĕ. Наградисемпе те мухтанмастчĕ, вĕсене çакса та çÿреместчĕ. Хăйне питĕ сăпайлă тытатчĕ. Çапах хушăран кăмăлĕ çемçелетчĕ те вут-çулăм витĕр тухнине, çывăх юлташĕсене çухатнине куççуль витĕр аса илетчĕ... Унăн асаилĕвĕн пĕр сыпăкĕпе сире те паллаштарам эппин: «...Вăрçа эпир 1941 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухса кайрăмăр. Йĕпреçе çитрĕмĕр, кунта лашасем пуçтартăмăр та пуйăса лартăмăр. Темиçе кун кайнă хыççăн Мускава çитрĕмĕр. Тĕп хуларан Ленинград еннелле выртакан çул çинчи çар çыннисем хатĕрлекен Боровичи хулинче чарăнтăмăр. Фронт валли пухнă лашасене шăпах çавăнта антарса хăвартăмăр. Хамăра Ленинграда илсе кайрĕç. Тăван çĕршывпа Финлянди чиккине хÿтĕленĕ çĕрте тăтăмăр, финсемпе çапăçăва кĕме те тÿр килчĕ. 900 кун пынă блокадăна та чăтса ирттерме тиврĕ. Блокада ункине татса янă çĕре те хутшăннă. 1943 çулта Синявино текен шурлăхлă вырăнта çапăçрăм. Кунта 5 кун ăша пĕр татăк апат ямасăр пурăнтăмăр. Шăпах çав тытăçура мана йывăр амантрĕç. Госпитальте çур çул сывалма тиврĕ. Самайлансан фронта тепĕр хут ăсантăм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрÿ çапăçусенче пултăм. Пирĕн çарсем малаллах шурĕç, тăшмана хăваласа Польша çĕрне кĕтĕмĕр. Ăна ирĕке кăларнă хыççăн Хĕвелтухăç Пруссие фашистсен тыткăнĕнчен хăтарма пырса çитрĕмĕр. Пĕррехинче /пуш уйăхĕччĕ ун чухне/ Висла шывĕ урлă кимĕпе каçнă чухне пирĕн çине нимĕç самолечĕсем бомба тăкма тытăнчĕç. Вăйлă хум пырса çапнипе кимĕ çаврăнса ÿкрĕ. 20 салтакран пĕр эпĕ кăна чĕрĕ юлтăм пуль. Мана салтак шинелĕ хăтарса хăварчĕ. Кимĕ çине лариччен тÿмесене вĕçертсе янăччĕ. Шинель шыв çинче çунат пекех сарăлса выртрĕ, путма памасăр анлă юханшыв урлă тĕрĕс-тĕкеллĕн ишсе каçма пулăшрĕ. Çыран хĕррине çитсен пĕр йывăç тураттинчен ярса тытрăм. Мана, вăйран кайнăскере, хамăр салтаксем асăрхарĕç, шывран тухма пулăшрĕç. Витĕрех йĕпеннĕ тумтире улăштарса тăхăнтартрĕç, çур черкке спирт ĕçтерчĕç. Саперсен ушкăнĕпе пĕрле тепĕр кимĕ çине ларса Висла урлă каçрăмăр. Нимĕçсене хăваларăмăр. Кунта пысăках мар завод пурччĕ /спирт завочĕ пулнă иккен-ха вăл/. Ăна фашист йыттисенчен туртса илессишĕн ир пуçласа каçченех çапăçрăмăр. Шăпах çавăнта пирĕн çарсен артиллерийĕ атакăлама тытăнчĕ. Эпир те, пехотăрисем, тăшман çине хăюллăн кĕрсе кайрăмăр. Мана кунта каллех амантрĕç, тепĕр 2 уйăх госпитальте выртрăм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрĕç, кунта Япони самурайĕсемпе тытăçма тиврĕ. 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче нумай хут аманнă салтаксене киле ямалли çинчен калакан приказ тухрĕ». «Вăрçă — чăтма çук тискерлĕх. Унран хăрушши çĕр çинче урăх нимĕн те çук», — тетчĕ час-часах çывăх çыннăмăр», — пĕлтерчĕ Алина Кирилленко.

Иван Кузюков салтакăн вут-çулăм хирĕнче чуна çÿçентерекен самантсем тата та пулнă. Польша çĕрне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче патронсем пĕтсе çитнĕ. Нимĕçсем пирĕннисем çине танксемпе кĕме пуçланă. Совет салтакĕсем ирĕксĕрех каялла чакма тытăннă. «Вĕтлĕхлĕ вăрман тĕлне çитрĕмĕр те йывăçсен хыçĕнче тупă ларнине асăрхарăмăр. Ун çумĕнче командир, йывăр суранланнăскер, юн юхтарса выр­тать. Аран-аран тухакан сассипе хăй патне чĕнет. Чупса пытăмăр. «Тупăран пеме пултаратăн-и?» — ыйтрĕ хайхискер манран. «Пултаратăп!» — терĕм пуçа сĕлтсе. Кĕçех туппа авăрларăмăр та нимĕçсен танкĕсем çине тĕлле-тĕлле пеме пуçларăмăр. Тăшман «тигрĕсене» пĕрин хыççăн теприне вут хыптартăмăр. Хăшĕ-пĕри каялла çаврăнчĕ, çуран çарĕ те чакрĕ. Пирĕн çарсем тапăнма пуçларĕç. Çак çапăçу хыççăн командир мана: «Я тебя за это представлю к награде!» — терĕ. Вăрçă чарăнсан тепĕр 10 çул иртнĕ хыççăн тин шыраса тупрĕ мана вăл шантарнă награда. III степень Мухтав орденĕ çине пăхатăп та халĕ — çав çапăçу аса килет. Мĕн чухлĕ юн тăкса хăвартăмăр эпир унта, мĕн чухлĕ çамрăк çын ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлчĕ... Çапах тăшмана парăнтартăмăр, çĕнтерÿпе таврăнтăмăр. Çакăншăн вăрçă хирĕнче пуç хунисен умĕнче пысăк парăмра эпир, чĕррисем. Вĕсемшĕн те, хамăршăн та пурнăçа тÿррĕн пурăнса ирттертĕмĕр. Ан пултăрччĕ вăрçă урăх нихăçан та», — çапла каласа хăварнă Иван Кузюков çывăх çыннисене.

Пăнчă лартиччен çакна та калам: Иван Егорович вăрçă хыççăн тăван колхозра, каярахпа Хурамал чиркĕвĕнче старостăра ĕçленĕ. Ырă кăмăллă та вашаватскер, ялта хисеплĕ çын пулнă.

Роза ВЛАСОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.