Комментари хушас

17 Пуш, 2016

Сывлăхне çапла çирĕплетнĕ

Павел Александрович Федоровпа вулакансене маларах паллаштарнăччĕ эпир. Вăл Тăвай районĕнчи Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарта пурăнать пулсан та тăван килне пăрахмасть, час-часах кайса çÿрет. Çуллахи вăхăтра унта пахчаçимĕç çитĕнтерет. Ытларах кавăн ÿстерме кăмăллать, унран варени хатĕрлет.

Павел Александрович сакăр теçеткене çывхарать пулсан та сăнĕ-пуçĕпе çамрăк курăнать, вăй-халĕпе те паттăр. Ара, 20 çул вăл кĕлеткине пиçĕхтернĕ: кунсерен 5-шер çухрăм чупнă /хĕлле те/, хăй тăрăх 50-шар витре сивĕ шыв янă, 10-шар минута яхăн юр ăшĕнче выртнă. Шкулсенче «Организма çапла пиçĕхтеретĕп» уроксем ирттернĕ. Сеанссене хамăр республикăра çеç мар, Хусан, Иваново, Волгоград, Геленджик хулисенче те ирттернĕ. Асăннă тапхăрта 15 сеанс кăтартнă, хăй тăрăх 4,5 тонна шыв янă. «Çамрăк чухне сивĕрен хăраттăм. Тăвайĕнче шкулта вĕреннĕ чухне питĕ вăйлă чирлерĕм. Аран сывалтăм, ума хул-çурăма пиçĕхтерме çирĕп тĕллев лартрăм», - аса илет иртнине ватă.

Çара уран чупма, ÿт-пÿне юрпа сăтăрма пуçланă вăл чи малтан. Каярахпа Атăлта шыва кĕме тытăннă. Пĕрремĕш сеанса хăй пĕлÿ илнĕ Тăвай шкулĕнче ирттернĕ. 15 градус сивĕре 1 çухрăм çарамас чупнă хыççăн хăй тăрăх 3 витре шыв янă. Каярахпа унăн шутне ÿстерсех пынă.

Организма пиçĕхтерес текенсене çапларах сĕнÿ парать вăл: пĕрремĕшĕнчен, ку ĕçе çулла е çуркунне тытăнмалла. Сăмахран, Павел Александрович пуш уйăхĕнчех хĕртĕнме тытăннă. Ун чухне хĕвел ăшши усăллăрах пулнине пĕлтерет. Кĕркунне вара ультрафиолет пайăркасем вăйлăрах, вĕсем организмшăн сиенлĕ. Юр тăрăх çарран çÿрени те сывлăха çирĕплетет. Çавна май малашне шăнса пăсăлассинчен шикленмелле мар. Çынна сивĕ шыв чир-чĕртен сывалма та пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, ытларах пахчаçимĕç, улма-çырла çи-мелле. Аша вара эрнере 1-2 хутчен çеç. Çĕрулмине кăмакара е духовкăра чăмăрла пĕçерсен аван.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пурăннăран Павел Федоров халĕ пачах та чирлемест. Ахальтен мар ĕнтĕ 100 çул пурăнма ĕмĕтленет вăл. Хальхи вă-хăтра малтанхи пекех йĕркене çирĕп пăхăнмасан та кашни ир гимнастика тăвать ватă. Унсăр пуçне эрнере икĕ хутчен те пулин 2-шер çухрăм чупма ĕмĕтленет. Çитес вăхăтра хăйĕн кун-çулĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленет. Унта сывлăхне епле çирĕплетни пирки те çырса кăтартĕ вăл.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.