Комментари хушас

15 Пуш, 2016

«Пирĕн вăхăтра ферма утар пек тасаччĕ»

«Виçĕ çын кăна лаша утланса çÿрет. Пĕри — Суворов, тепри — Жуков, виççĕмĕшĕ — Петр Киргизов», — çапла шÿтлесе кĕтсе илчĕ мана Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Петр Сергеевич. Вăл каланă тăрăх — лаша питĕ ăслă та туйăмлă выльăх. Çын кăмăлне туххăмрах туять. Хуçи васкать-тĕк — хăваламасăрах хăвăртрах юртать… Кăмăл пусăрăнчăк-тăк — вăл та пуçне усса утать…

Пур лаша та — Маша

Петр Киргизов урхамахсем пирки сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех ут усрать. Паян та унăн килти хушма хуçалăхĕнче лашапа тиха пур. «Вĕсене эпĕ пурне те Маша тесе чĕнетĕп. Пур лаша та маншăн – Маша. Вĕçĕмех çапла пулнă. Фермăра лаша яланах пулнă, килте те пĕрех тытнă. Мана чĕлхесĕр янавар умĕнче тиха выляса пыни те кăмăла килет. Сакăр теçетке çула хыçа хăвартăм пулин те паянхи кунчченех ут утланса çÿретĕп-ха. Хамăн юлташ пекех шутлатăп ăна», — тĕлĕнтерчĕ кил хуçи. Вĕсем халĕ мăшăрĕпе Антонина Ананьевнăпа иккĕшех пурăнаççĕ. Ывăлĕ Володя Çĕнĕ Мăратрах уйрăм çуртра пурăнать, «Заря» колхозра ĕçлет. Хĕрĕ Лена Шупашкарта тĕпленнĕ. Петр Сергеевич мана альбома тирпейлĕн вырнаçтарнă сăнÿкерчĕксене кăтартрĕ, çав вăхăтра хăй сисмесĕрех асаилÿ ытамне путрĕ…

«Манăн атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Эпир тăлăх ачасем пулнă. 1948-1950 çулсенче ĕçе кÿлнĕ пире. Эпĕ шкулта 5 класс кăна вĕренейнĕ. 6-мĕшне кайсан трахом чирĕ аптăратма пуçларĕ. Больницăра чылай вăхăт сипленме тиврĕ, çапах хăрах куç пачах курми пулчĕ. Вĕренесси пĕтрĕ ĕнтĕ манăн. Вара фермăна ĕçе вырнаçрăм. 1949-1950 çулсенче сысна кĕтÿçинче ĕçлерĕм. Унтан тепĕр икĕ çул Вутлан ялĕнче тихасене пăхрăм. Вăл вăхăтра Вутланпа Çĕнĕ Мăрат колхозĕсем пĕрлешнĕччĕ ĕнтĕ. Унтан хамăр яла килтĕм. Конюхра 10 çул вăй хутăм. Иккĕн ĕçлеттĕмĕр, 40 яхăн лаша пăхаттăмăр. 1962 çулта мана Патăрьелне техник-осеменатора вĕренме ячĕç. Училище пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Мăрат ферминче çак ĕçре вăй хума тытăнтăм. «Республикăри чи лайăх техник-осеменатор» ята умлăн-хыçлăн 3 çул тивĕçрĕм. 1965 çулта ферма заведующийĕ пулма шанчĕç. Нарăс уйăхĕнче, хам çуралнă кунра, тытăнтăм та фермăна 1997 çулччен ертсе пытăм. 30 çул иртнине сисмерĕм те. Унтанах тивĕçлĕ канăва кайрăм. Пенсие тухсан Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕнчи утарта пыл хурчĕсемпе ĕçлерĕм. Унтан çав вăрмантах хамăрăн утара йĕркелерĕм. 40 яхăн вĕлле унта, килте те сад-пахча илемне кĕртмелĕх пур. Хама астума пуçланăранпах пирĕн килте пыл хурчĕсем тытнă. Асатте те утарçă пулнă. Эпĕ çуллахи вăхăтра яланах — утарта. Лашапа та, çуран та çÿретĕп унта. «Ылтăн хурт» тытни мана сывлăх, лăпкăлăх, лайăх кăмăл парнелет. Маншăн вăл — чăн-чăн чун киленĕçĕ. Ачасем те пыл юхтарнă чухне пулăшма пыраççĕ. Мăшăрăм килти пыл хурчĕсене пăхма пулăшать: рамăсене карас карать, çуркунне вĕллесене çуса тасатать. Мăнукăм Оля та манпа пĕрле утарта ĕçлеме кăмăллать», — хĕпĕртевне пытармарĕ çемье пуçĕ.

Петр Киргизова ун чухнехи дояркăсем питĕ çирĕп ыйтакан ертÿçĕ пек аса илеççĕ. «Эпир унăн сассине илтсенех шарт сикеттĕмĕр», — пытармарĕ Зинаида Павлова. «Пирĕн йăхĕ çавăн пек. Питĕ яваплă çынсем эпир», — шÿтлерĕ кун пирки каласан Петр Сергеевич. Ахальтен-им Петр Киргизов ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ. Вăл — ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ç./, Халăхсен туслăхĕн орденне /1986 ç./, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале, тĕрлĕ çулта ВДНХн ылтăн, кĕмĕл тата бронза медалĕсене, «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» палла тивĕçнĕ, нумай-нумай Хисеп хутне илнĕ.

Ĕçсе çывăрса выртсан мĕн пулать?

«Пирĕн вăхăтрипе хальхи фермăна танлаштарас-тăк — вĕсем пачах расна. Çынсем халĕ фермăна ĕçлеме каясшăн та мар. Çамрăксене пушшех те илĕртмест вăл. Ирхине 5 сехетре фермăра пулнă ĕнтĕ эпĕ. 300 ытла ĕнеччĕ, дояркăсем те йышлăнччĕ. 17 таранах пулнă. Ĕнесем ăратлăччĕ пирĕн, ферма районта та, республикăра та малтисен йышĕнчеччĕ. Пĕр ĕнерен 4-5 пин литр сĕт суса илнĕ. Патшалăха 3-шер тонна сĕт каятчĕ. Дояркăсем туслăччĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлетчĕç. Малтанах — алăпа, каярах аппаратпа сунă, кайран сĕт пăрăхне хута ятăмăр. Эпĕ ĕçленĕ ферма вырăнĕнче халĕ нимĕн те çук. Чунăм ыратать. Чăн-чăн мăшкăл ку. Пирĕн вăхăтра пăрусем валли кĕтÿ çÿремелли ятарлă вырăнсем пурччĕ. Сĕт уйрăмах нумай паракан ĕнесене кĕтĕве яраймастăмăр, вĕсем 30 ытла литр таран антаратчĕç. Çав ĕнесем валли карта тытса ятарлă вырăнсем хăтланăччĕ. Вĕсене те пĕтерчĕç. «Заря» ферминче халĕ 30-40 ĕне кăна. Мĕншĕн юхăнтарчĕç малта пыракан, вăйлă колхоза? Маларах ăна — Николай Моторин, каярах Георгий Киргизов ертсе пычĕç. Эпĕ ертÿçĕ пулсан та скотник, платник ĕçĕсене тиркемен. Алăра яланах пуртăччĕ. Мĕн те пулсан ишĕлме пуçласанах тÿрлетсе хураттăм, тирпее юрататтăм. Ферма утар пекчĕ, тасаччĕ. Ĕнисем те тап-тасаччĕ. Дояркăсемпе скотниксем чунне парса ĕçлетчĕç. Вĕсем мана халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Хам ĕçлеме пăрахсан та иртсе çÿренĕ чухне фермăна сăнакаласах тăраттăм. Тирпейсĕр-тĕк — лашана тăратса кĕрсе асăрхаттарса, вăрçса хăварнисем те пулнă.

Мăшăрăм та доярка пулнă, эпир пĕрлех ĕçленĕ. Кайран техник-осеменатор пулчĕ. 1959 çулта çемье чăмăртарăмăр. 57 çул пĕрле ĕнтĕ. Пирĕн килĕшÿ вăрттăнлăхĕ — пĕрне-пĕри яланах ăнланма тăрăшни», — кăна çирĕплетсех каларĕ шур сухал. Паянхи кунченех выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ Киргизовсем. Ĕне, лаша, тиха, 3 сысна, 6 сурăх, чăхсем усраççĕ. «Ĕçсе çывăрса выртсан мĕн пулать? Шăпах ĕçлени пурнăçа вăрăмлатать. Эпĕ яланах фермăна чи малтан çитнĕ, чи кайран таврăннă. Çынсем кайса пĕтнĕ хыççăн тепре ревизи тăваттăм. Фермăра ĕçлекенĕн канмалли кун та, уяв кунĕ те çук. Çĕнĕ çул каçĕнче те кайнă, ÿсĕрсем пырсан ырри пулать-и? Ун чухне уйрăмах хытă тĕрĕслеттĕм. Ха­лĕ ĕç çук теççĕ. Тĕрĕссипе, колхозĕнче вăй хурсан ĕçĕ çителĕклех. Ачасем те яланах пулăшма пыратчĕç. Хĕрача фермăра та, килте те ĕне сунă. Кăçал Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май çынсене ĕç вырăнĕ ытларах туса парасчĕ. Ĕçлекен çынна хисеп тăвасчĕ, вăрласа пуяканнине мар», — шухăшне палăртрĕ Петр Сергеевич. Киргизовсем пушă вăхăтра «Хыпар», «Сывлăх» хаçатсене вулаççĕ. Пĕрремĕшне 70 çула яхăнах, «Коммунизм ялавĕ» ятпа тухнă вăхăтранпах, çырăнса илеççĕ.

Пыл шăрши юн пусăмне чакарать

Петр Киргизов карпат ăрачĕллĕ пыл хурчĕсене тытать. «Иртнĕ çул утарçăсемшĕн ăнăçлах пулман теççĕ. Эпир, вăрмантисем, аптăрамарăмăр. Çуркунне вĕлле хурчĕсем кăчкăран, çÿçерен пыл илеççĕ. Вĕсем пĕтсен кукша пуç чечеке ларать. Йĕпреç районĕнче акман çĕрсем çаплах выртаççĕ. Унта хыт-хура, пиçен, ытти курăк та пур. Çавăнпа пирĕн патра пыл яланах лайăх пулать. Утар вырăнĕ вăрманта, хир çумĕнче шăпах. Вăрманта тата хăмла çырли нумай. Вăл чечеке ларсан хуртсем питĕ вăйлă сĕрлеççĕ. Çавăнпа пыл питĕ тутлă. Çу уйăхĕнче пухнă пыла ахаль те сиплĕрех теççĕ. Вĕллене уçатăн — ырă-ырă шăршă кĕрет. Паха çав шăршă юн пусăмне те чакарать. Пыла тоннипех илетпĕр. Ĕçлес кăмăлăм çавăнпа питĕ пысăк. Халĕ çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пылак çимĕçе ытларах Тукай Мишер тутарĕсем нумай илеççĕ. «Сирĕн пыл сĕре тутлă!» — теççĕ хуларан килнĕ çынсем те. Эпир, утарçăсем, çуркуннепе çуллана ытларах кăмăллатпăр. Утарăм питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юнашарах — çырмасем, пĕве. Пĕвере — пулăсем. Утарта сад, хĕрĕх тĕпе яхăн улмуççи ÿсет. Вĕсене пĕтĕмпех хам лартнă», — калаçу çăмхине сÿтрĕ шур сухал.

Хушамат историйĕпе те кăсăклантăм. «Ваттисем каланă тăрăх — ĕлĕк пĕри салтака кайсан Кăркăсстанран ача илсе килсе ÿстернĕ-мĕн. Çавăнтан хушамат пулса кайнă та. Пире халĕ те «Кăркăс» теççĕ. Эпир пурте хурарах сăн-питлĕ вĕт, кăркăссем пекех. Тухтăра вĕренекен мăнукăм чат кăркăс сăн-сăпатлă. Ывăлăм та хура. Çав йăх пырать ĕнтĕ. Асатте те çав хурăмлах пулнă», — уçăмлатрĕ Петр Сергеевич.

Петр Киргизов 80-ра тееймĕн. Вăй-халлă, тăн-тăн, çирĕп вăл. 60-ти арçын вырăнне те йышăнма пулать. «Вăрттăнлăхĕ унта нимĕн те çук. Куна эпĕ гимнастика тунинчен пуçлатăп. Фермăра ĕçленĕ чухнех çак йĕркепе пурăннă. Нумай ĕçлени те усăллă. Эпĕ ку таранччен ватлăх начаррине сисмен-ха. Бензопăчкăпа ĕçлетĕп, лашапа çÿретĕп. Ялта манăн тантăшсем юлман ĕнтĕ. Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлени сиплĕ. Мунча усăллă. Пыл нумай çиетпĕр. Курăк чейĕ ĕçетпĕр. Хама ватăлнă пек туймастăп. Ак паян та мăшăрăмпа вут татрăмăр-ха. Халĕ пирĕн мĕн ĕмĕт ĕнтĕ? Пурте пур. Ачасен сывлăхĕ кăна пултăр. Пире ытларах мăнуксем парнелеччĕр», — пытармарĕ кил хуçи.

Хут çинче вĕсен урамĕ Чапаев ячĕллĕ. Хăйсен хушшинче «Вĕт ура касси» теççĕ, ĕлĕк ачапча нумай пулнăран çапла каланă. Халĕ вара пушă кил чылай. 10 килте мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Ытларахăшĕ — ватăсем. Хыçалкасра 3-4 килте кăна пурăнаççĕ тата. Петр Киргизова çуртсем хупăнса, ял пушанса пыни сĕре кулянтарать. «Колхоз-совхозсене пĕтермелле марччĕ. Тен, ял та пушанмастчĕ. Вăйпитти арçынсем те Мускава ĕçлеме çÿремĕччĕç», — ассăн сывларĕ ватă. Çапах вăл Вĕт ура касси малашлăхра ача-пăча сассипе çĕнĕрен туласса çирĕп шанать. Шанни тÿрре тухтăрччĕ.

Роза ВЛАСОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.