Комментари хушас

15 Пуш, 2016

Республика экономикин тата социаллă пурнăçĕн 2015 çулхи тĕп кăтартăвĕсем

Организацисен пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ

2015 çулта организацисен пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ /хушма хак çине хунă налуксăр, акцизсăр тата çакнашкал ытти тÿлевсĕр пуçне/ 484,7 млрд тенкĕпе танлашнă е вăйра тăнă хаксемпе малтанхи çулхипе танлаштарсан 0,7% ÿснĕ.

Чĕртавар хатĕрлекен тата туса кăларакан производствăсем тата электроэнерги, газ, шыв хатĕрлесси тата валеçесси

Промышленноç производствин индексĕ 2015 çулта малтанхи çулăн 95,1% танлашнă, çав шутра: çĕр айĕнчи пуянлăха кăларассипе — 93,2%, туса кăларакан производствăра — 95,7%, электроэнерги, газ, шыв хатĕрлессинче, парса тăрассинче тата валеçессинче — 89,9%.

Производство

ÿснĕ /%/ чакнă /%/
хими 12,3 Машинăсем тата электрооборудовани 24,6

апат-çимĕç продукчĕсем, çав шутра ĕçме

9,5 транспорт хатĕрĕсем тата оборудовани 18,4

электрооборудовани электронлă тата оптика оборудованийĕ

5,2 тир-сăран, унран хатĕрленĕ изделисем, атă-пушмак производстви 10,3

резина тата пластмасса изделийĕсем

3,0 тимĕр мар ытти минерал продукци 3,7

Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă тавара ăсатнин, пурнăçланă ĕçĕн тата пулăшăвăн калăпăшĕ 159,1 млрд тенке çитнĕ /2014 çулхинчен 3,3% ытларах, çав шутра: туса кăларакан производствăра — 139,1 млрд /4,9% ÿснĕ/, электроэнерги, газ тата шыв хатĕрлессинче тата валеçессинче — 19,4 млрд /5,8% чакнă/.

Ял хуçалăхĕ

Продукци туса кăларасси мĕнпур йышши хуçалăхра пĕлтĕр вăйра тăнă хаксемпе малтанласа палăртнă тăрăх 42,5 млрд тенкĕ пулнă, продукци туса кăларнин индексĕ — 107,9%.

Ял хуçалăхăн тĕрлĕ категориллĕ пĕрлĕхĕсенче 2015 çулта тĕп культурăсене пĕтĕмĕшле туса илесси ÿснĕ. Çакă вĕсен лаптăкĕсене /çĕрулмин вара тухăçĕ ăнса пулнипе/ пысăклатнипе çыхăннă. Иртнĕ çулта уçă çĕрте тата хÿтлĕхре ÿстернĕ пахчаçимĕçе 150,2 пин тонна /2014 çулхин 104,8%/ пухса кĕртнĕ.

Малтанхи тапхăрти пекех тырпул тата сахăр кăшманĕ çитĕнтерекенсем — ял хуçалăх организацийĕсем. Вĕсен тÿпи 2015 çулта 69,6 тата 68,3% шутланать /2014 çулта — 70,1 тата 62,6%/.

Пĕлтĕр пухса кĕртнĕ çĕрулмин 70,7% тата пахчаçимĕçĕн 75,8% çынсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ.

2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕ тĕлне тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 193,7 пин пуç шутланнă /малтанхи çулхи çав вăхăтринчен 1,3% сахалрах/: çав шутра: 92,3 пин ĕне /0,2% нумайрах/, 166,2 пин сысна /0,7% нумайрах/, 188,2 пин качакапа сурăх /6,1% нумайрах/, 5149,8 пин пуç кайăк-кĕшĕк /35% ытларах/. Ĕне-выльăхăн — 61,3%, сыснасен — 21,9%, качакасемпе сурăхсен 95% çынсем килти хуçалăхра тытаççĕ.

Асăннă тапхăрта организацисем ашлăх выльăх тата кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ çитĕнтерессине илес-тĕк, чăх-чĕпĕн тÿпи 2014 çулхи 54 процентран 63,8-а çитнĕ. Предприятисенче /ял хуçалăхĕпе çыхăнман организацисен тата вĕсен ыйтăвне тивĕçтерекен тытăмсен пысăках мар хушма хуçалăхсене шута илмесĕр/ иртнĕ çул кашни ĕнерен 4861 килограмм сĕт сунă, чăхран 301 çăмарта илнĕ /виçĕмçул — 4650 тата 303/.

Строительство

Ку енĕпе пĕлтĕр 33072,5 млн тенкĕлĕх е 2014 çулхи шайăн 88% чухлĕ /шайлаштаруллă хаксемпе/ ĕç пурнăçланă. Ăшă сетьне — 2,1, шыв пăрăхне — 8,3, канализаци пăрăхне — 15,2, газ пăрăхĕсене 97,1 /çав шутра: ялта — 54,7/ км хута янă.

Ял хуçалăхне 0,4 тата 6-20 кВ хăватлă электроэнергипе тивĕçтермешкĕн 58,5 км электропередача линийĕ карнă, автомобильсен хытă сийлĕ çулне 30,1 км сарнă. Красноармейски районĕнче 21 погонлă метр тăршшĕ кĕпер тунă. Етĕрне районĕнче çыхăну линине 0,7 км тăснă.

Районсенче сменăра 1200 çынна йышăнма пултаракан 40 ФАП çĕкленĕ, 924 вырăнлă /çав шутра реконструкциленĕ хыççăн — 185 вырăнлă/ шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсене, ялсенче 205 ачана йышăнма /çав шутра реконструкциленĕ хыççăн — 40 вырăнлă/ пултаракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене ĕçе кĕртнĕ.

Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенче мăйракаллă шултра выльăх валли 1,5 пин вырăнлă хуралтăсем тунă. Шупашкар районĕнче 882 пин пуç кайăк-кĕшĕк валли витесене реконструкциленĕ, 22,4 пин тăваткал метр лаптăклă кантăк теплицăсене хута янă.

Патăрьел тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 2 пин тата 3 пин тонна çĕрулми хумалăх управсене, Элĕк районĕнче 0,3 пин тонна утă тытмалли хÿтлĕхе туса пĕтернĕ.

Шупашкар, Улатăр хулисенче, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 5,4 пин тăваткал метр лаптăклă суту-илÿ лапамĕсене çĕкленĕ.

Иртнĕ çул республикăра 13262 хваттер тунă. Хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 832,8 пин тăваткал метрпа танлашать е малтанхи çулхинчен 3,4% сахалрах. Застройщик-организацисен çав шутри тÿпи — 544,6 пин тăваткал метр е малтанхи çулхинчен 18,9% ытларах, харпăр хăй вăйĕпе тăвакан строительствăн — 288,2 пин тăваткал метр е 28,7% сахалрах.

Транспорт

Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен тĕрлĕ организацин автомобилĕсен груз турттарăвĕ тата çаврăнăшĕ пĕлтĕр 7925,5 пин тоннăпа тата 459,2 млн тонна/километрпа е 2014 çулхи шайăн 124,3 тата 114,7 проценчĕпе танлашнă. Çав шутра автомобиль транспорчĕн предприятийĕсен — 178 пин тонна тата 101,4 млн тонна/ километр /97 тата 102,1%/.

2015 çулта яланхи маршрутсемпе, маршрутлă таксомоторсемпе пассажирсен çаврăнăшне 1,8% пысăклатса 94 млн çынна илсе çÿренĕ е 2014 çулхи шайăн 94,6% чухлĕ.

Тавар тата тÿлевлĕ пулăшу

Пĕлтĕр вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 137,7 млрд тенкĕ шутланнă, малтанхи çулхинчен 9,4% чакнă. Унăн 95,4% суту-илÿ организацийĕсем тата стационар тытăмĕнчи /пасар тулашĕнчи/ уйрăм предпринимательсем йĕркеленĕ. Рынокри тата ярмăрккари тÿпе — 4,6%.

Таварçаврăнăш тытăмĕнче апат-çимĕç, ĕçме тата табак изделийĕсем пĕлтĕр 49,7% йышăннă /халăха вĕсене 68,4 млрд тенкĕлĕх сутнă/, апат-çимĕç шутне кĕменнисем — 50,3% /69,3 млрд тенкĕлĕх реализациленĕ/.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак суту-илÿ организацийĕсенче тавар саппасĕ 8,1 млрд тенкĕлĕх е 47 кун сутă тумалăх шутланнă.

Пĕлтĕр республикăра пурăнакансене 42492,8 млн тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ е вăйра тăракан хаксемпе иртнĕ çулхинчен 6,6% ÿстернĕ, шайлаштаруллă хаксемпе 2,2% чакарнă. Вĕсен тытăмĕнче коммуналлă /25%/, çыхăну /16%/, транспорт /15%/ тата йăла /11%/ пулăшăвĕсемпе çыхăннисен тÿпи пысăк.

Таварсемпе пулăшусен потребитель хакĕсен индексĕ 111,5% пулнă. Çулталăкра апат-çимĕç таварĕ — 12,3%, апат-çимĕç шутне кĕменни —12,6%, пулăшусем 8,1% хакланнă. Кондитер изделийĕсен, пулă, ĕне çăвĕн тата выльăх çăвĕн, пахчаçимĕç продукцийĕн /çĕрулмин те çав шута кĕрет/ хакĕсем — 24,7-20,1%, сĕт юр-варĕн, çăкăр-булкăн, макарон-кĕрпен, сырăн, çăнăхăн, çăмартан — 12,1-8%, сахăрăн, аш-пăшăн 3,5-2,7% хăпарнă.

Апат-çимĕçĕн уйăхра кашни çын пуçне тивекен чи пĕчĕк пуххи 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче 3120,56 тенке ларнă, çулталăк пуçланнăранпа 6,8% ÿснĕ.

Апат-çимĕç шутланман таварсенчен пĕлтĕр табак продукцийĕ тата медицина таварĕсем /30-23,7%/, электротаварсемпе йăла приборĕсем /19,6%/, çумалли тата тасатмалли хатĕрсем /15,8%/, сăран, текстиль тата комбинациленĕ атă-пушмак, пичет кăларăмĕсем, строительство материалĕсем, трикотаж изделийĕсем, тумтир, аялти кĕпе-йĕм, чăлха-нуски, пусма /14,2-10,7%/, сĕтел-пукан, мотор топливи, телерадиотавар /7,4-1,8%/ хакланнă. Пулăшусене илес-тĕк, страхованишĕн, посредник ĕçĕшĕн, ветеринарипе çыхăннишĕн /39,6-24,8%/, экскурсишĕн, йăларишĕн, пассажир автотранспорчĕшĕн, физкультурăпа спортшăн, медицинăшăн, санитарипе курорт сиплевĕшĕн /11,6-8%/, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăннишĕн, культура, вĕренÿ, çыхăну, право организацийĕсем параканнисемшĕн /7,6-3,4%/ ытларах тăкакланма тивет. Банк тивĕçтерекеннин тата ют çĕршыв туризмĕпе çыхăннин вара 3,4-0,8% йÿнелнĕ.

Финанс, халăх тупăшĕ тата шалу

2015 çулта организацисен /пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсемсĕр, банксемсĕр, страхлакан тата бюджет организацийĕсемсĕр пуçне/ сальдо тĕлĕшĕнчи финанс кăтартăвĕ /тупăшпа тăкак хушшинчи уйрăмлăх/ вăйра тăракан хаксемпе 3167,9 млн тенкĕпе танлашнă.

Организацисен 76% ытла тупăшлă ĕçленĕ. 107-ĕшĕ е тишкернĕ организацисен 23,3% тăкаклă пулнă. Ун йышшисем туса кăларакан производствăсенче уйрăмах нумай — пĕтĕм йышăн 29,9%.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне организацисен кредитор парăмĕ 95332,4 млн тенкĕпе танлашнă, çав шутра: чылай вăхăт тÿлесе татайманни — 7832,2 млн е 8,2%. Дебитор парăмĕн пĕтĕмĕшле сумми 91234 млн тенкĕ, чылай вăхăт тÿлесе татайманни — 4779,4 млн тенкĕ е 5,2%.

Малтанласа шутланă тăрăх, халăхăн номиналлă укçа тупăшĕ 2015 çулта 272576,2 млн тенкĕпе танлашнă е 2014 çулхинчен 9,9% нумайрах. Укçан чăн-чăн тупăшĕ /потребитель хакĕсен индексне кура коррекциленĕ обязательнăй тÿлевсене кăларнă хыççăнхи тупăш/ асăннă тапхăрта 2,8% сахалланнă.

Кашни çын пуçне уйăхра тивекен вăтам тупăш пĕлтĕр 18346,8 тенке çитнĕ е малтанхи çулхинчен 10% нумайрах.

Асăннă тапхăрта шутласа панă уйăхри номиналлă вăтам шалу 21360,4 тенкĕпе танлашнă е 2014 çулхинчен 2,4% пысăкрах.

2015 çулта уйăхсерен шутласа панă номиналлă шалу /социаллă сĕмлĕ тÿлевсемсĕр пуçне, тенкĕпе/

Потребитель хакĕсен индексне тĕпе хурса палăртнă чăн шалăвăн виçи пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 10,4% чакнă.

Пĕчĕк бизнес субъекчĕ шутланман организацисен кăтартăвĕсем тăрăх, экономикăн сăнаса тăракан ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕç укçин парăмĕ 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 22,5 млн тенкĕ пухăннă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 12 пин тенкĕ е 0,1% сахалланнă.

Пĕтĕмĕшле парăмра конкурс производствинчи организацисем тÿлесе çитерейменни 10,9 млн тенкĕ е 48,8% шутланнă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи парăмăн пĕтĕм сумми организацисен укçа пулманнипе çыхăннă.

Ĕç рынокĕ

Республикăри организацисенче ĕçлекенсен йышĕ 2015 çулта 340,7 пин çынпа танлашнă /2014 çулхин 97,6%/.

Малтанласа палăртнă тăрăх, халăхăн ĕçлев ыйтăвĕсемпе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсемпе экономикăна пуçаруллă хутшăнма пултаракансем пĕлтĕр 671,1 пин çын шутланнă, вĕсенчен 637,9 пинĕшĕ /95%/ ĕçлĕ пулнă, 33,2 пинĕшĕ /5%/ вырăн шыранă /Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн меслетлĕхĕпе килĕшÿллĕн вĕсене ĕçсĕр тесе квалификацилеççĕ/.

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕр 5,4 пин çын шутра тăнă. Вĕсенчен 4,4 пинĕшĕ ĕçсĕрлĕх статусне илнĕ, çав шутра 4 пинĕшне пособи тÿленĕ.

2015 çулта халăхпа ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен йышĕн динамики /уйăх вĕçĕнче, çын/

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2015 çулта экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе танлаштарсан 0,7% пулнă, пĕр ваканси пуçне центрта шута илнĕ 0,4 çын тивнĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ

Малтанласа палăртнă тăрăх — пĕлтĕр республикăра 17138 ача çуралнă, 16266 çын вилнĕ. Çут тĕнчене килекенсен йышĕ /вилĕ çуралнисене шута илмесĕр/ 2014 çултанпа 86 пепке чухлĕ е 1000 çын пуçне 0,7% сахалланнă, пурнăçран уйрăлнисен — 269 çын е 1,5%. Çĕнĕ кайăксем автансăр яла куçнисенчен 5,4% йышлăрах пулнă: /2014 çулта — 4,2/.

2015 çулта малтанхи тапхăрти пекех çемьери иккĕмĕш ачасем ытларах çуралнă — 7595 /пĕтĕм йышăн 44,3%/, пĕрремĕшĕсем — 6616 /38,6%/, виççĕмĕшĕсем — 2236 /13,1%/,тăваттăмĕшĕсем тата ун хыççăнхисем — 691 /4%/.

Çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсем — чĕрепе юн тымарĕсен амакĕ /37%/, медицинăпа çыхăнман пулăмсем /14,1%/, çĕнĕ йĕркеленÿсем /12,6%/, апат ирĕлтерекен органсен /6,5%/ тата сывлав органĕсен /6,2%/ чир-чĕрĕ.

Тин çуралнă ачасем вилессин шайĕ 2014 çулхинчен 25% чакса çулталăка çитменнисен хушшинче чĕрĕ çуралнă 1000 пепке пуçне 3,3-пе танлашнă.

2015 çулта ЗАГС органĕсенче 8803 мăшăр çырăннă, 4025-ĕшĕ уйрăлнă. 2014 çулхипе танлаштарсан çемье çавăракансен йышĕ — 468 е 5%, уйрăлакансен 818 е 16,9% чакнă.

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.