Комментари хушас

11 Пуш, 2016

Ĕç планне улшăнусем кĕртнĕ

Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 2019 çулта - 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнăн яланхи членĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче черетлĕ лару ирттернĕ.

Унта тĕп мероприятисен планĕнчи улшăнусене пăхса тухнă. Вĕсем федераци шайĕнчи саккунсем, Раççей Федерацийĕнчи субъектсен юбилей датисене федераци шайĕнче уявлассине йĕркелесе пыраканнисем, улшăннипе çыхăннă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - РФ Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе асăннă мероприятисене ирттерме хатĕрленес ĕçе федераци министерствисемпе çыхăну тытса йĕркелесе пыраççĕ.

Михаил Игнатьев çакна та пĕлтернĕ: юлашки çулсенчи экономикăри лару-тăрăва пула мероприятисене пурнăçлас ĕçе финанспа тивĕçтерессине пĕчĕклетме тивнĕ. «Йышăнусене майсене, лару-тăрăва шута илсе тăваççĕ. Пирĕн тĕллев - федераци тата регион бюджечĕсенче укçа-тенкĕ çителĕксĕррине кура плана улшăнусем кĕртесси», - тенĕ вăл.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - палăртнă вăхăтра асăннă юбилейсемпе çыхăннă тĕп мероприятисен планне улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Ен Культура министерстви сĕнÿсем тăратнă. Çĕнĕ планра малтанхисенчен çаксене - Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хăварма, çавăн пекех тĕнче тата Раççей шайĕнчи çак мероприятисене - халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Туслăх кĕперĕ: Крым тата Чăваш Ен», ачасен пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей чĕри» фестивалĕсене, Раççей библиотекисен саккăрмĕш «Библиокараван» форумне кĕртме палăртнă.

Плана çавăн пекех культура еткерлĕхĕн об±екчĕсене реставрацилессине кĕртнĕ. Вĕсенче юбилейсемпе çыхăннă культурăпа массăллă мероприятисене йĕркелĕç.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе тата ăна уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕн проектне пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерме сĕннĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.