Комментари хушас

11 Пуш, 2016

Мухтав сире, Таланцевсем!

Чăваш меценачĕсене халалланă иртнĕ уйăхри кăларăмра вунтăххăрмĕш ĕмĕр вĕçĕнче-çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Етĕрне тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă Таланцевсем пирки кăштах çырсаччĕ. Паян вĕсен ыркăмăллăх ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Çак тĕллевпе Етĕрне районне, вĕсемпе çыхăннă вырăнсене, çитсе куртăмăр. Ку енĕпе пире районăн тĕп библиотекин директорĕ Нина Долгова нумай пулăшрĕ. Сăмах май, вăл ертсе пыракан вулавăш паян та Таланцевсен библиотекинчи кĕнеке шкапĕсемпе усă курать. Кĕнекисене вара, çĕршыва революци çулăмĕ ярса илсен, халăх çуртĕнче хăварма йышăннă, анчах та Кăрмăш хутлăхĕнчи пăлхава чарса лартнă хыççăн управляющи пулнă çыннăн çуртне /библиотека унта упраннă/ конфискациленĕ, кĕнеке фончĕн пĕр пайĕ Етĕрне уесĕн тĕп вулавăшне, тепĕр пайĕ вулăс библиотекисене саланнă. 1954 çулта, темле майпа упранса юлнă паха кĕнекесен пуххине, Чăваш республикин тĕп библиотекине леçнĕ. Унта та вăл, чылай вăхăт шута илменскер, хуçасăр выртнă. 70-мĕш çулсенче çеç, библиотека çĕнĕ çурта куçнă хыççăн, кĕнекесене инвентаризациленĕ, халĕ вĕсем уйрăмах паха, сайра тĕл пулакан литература секторĕнче упранаççĕ. Нина Арсентьевна иртнĕ çул "Негаснущая свеча" кĕнеке кăларнă. Унта Таланцевсем çинчен те çырса кăтартнă. Вĕсен ыркăмăллăхпа çыхăннă ĕçĕсем пирки унта та вуласа пĕлтĕмĕр.

Царевококшайск купсисем

Камсем пулнă-ха Таланцевсем? Ăçтан вĕсен тымарĕсем? Документсем палăртнă тăрăх - çур ĕмĕр ытла Етĕрнере ĕçлесе пурăннă Таланцев купса йăхĕ Царевококшайск /халĕ Йошкар-Ола/ тăрăхĕнчен тухнă.

Михаил Таланцев, "асли" тенĕ ăна, суту-илÿ ĕçĕпе Етĕрнене час-часах пырса çÿренĕ. Кунти çĕрсем, çынсем килĕшнех пулĕ ăна - 1862 çулта 5 теçеттин çĕр тата хатĕр завод туяннă. Çакăн хыççăн Михаил Михайлович мăшăрĕпе Софья Ивановнăпа тата ывăлĕпе Николайпа Етĕрне çывăхĕнчи Янибяковăна куçса килнĕ. Кунта тата икĕ ывăл: Михаил /1866/ тата Зиновий /1868/ çуралнă. Иккĕшне те Палтай чиркĕвĕнче тĕне кĕртнĕ.

1875 çулта Таланцев "асли" çĕре кĕнĕ, унăн ĕçне мăшăрĕ малалла тăснă, тăснă çеç мар, ăнăçлă аталантарса пынă. Тепĕр вунă çултан унăн аллинче 43 çурт /эрех нÿхрепĕсем, хăна çурчĕсем, трактирсем тата ытти те/ пулнă. Софья Ивановнăн чĕри 1887 çулта тапма чарăннă. Еткерĕ ывăлĕсене юлнă.

Укçа-тенки, ытти капиталĕ çителĕклĕ пулни вĕсене уйрăммăн, пĕр-пĕрне чăрмантармасăр аталанма май панă. Çак тăрăхри чи паллă капиталистсем хăйсен пуянлăхĕшĕн кăна ăнтăлман, вырăнти культура пурнăçне аталантарма та, ыркăмăллăх акцийĕсем ирттерме те кĕмĕлне шеллемен.

Революциччен - капиталист, ун хыççăн - чи чухăн çын

Николай Таланцев Шупашкарта /1865/ çуралнă. Уес училищине пĕтернĕ хыççăн Хусанти 3-мĕш гимназире вĕреннĕ. Çамрăклах общество ĕçне явăçнă: 1890 çулсен пуçламăшĕнче ăна Етĕрне округĕн миравай судйине, Етĕрне тĕрмин директорне, хула библиотекин комитечĕн членне суйланă.

Ял ачисем валли тунă шкулсемшĕн Николай Таланцев 1904 çулта пĕрремĕш наградăна - Анна лентипе çыхнă медале - тивĕçнĕ.

Вăйсăррисене пулăшассине Николай Михайлович хăйĕн тивĕçĕ вырăнне йышăннă. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Етĕрнере аслă княгиня Ольга Константиновна ячĕпе ача приючĕ уçнă. Шăпах çакăнтан пуçланнă та хулари ача çурчĕн историйĕ. Кунта 20 ытла ачана выçă вилесрен пăхса тăнă кăна мар, вулама-çырма вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Революциччен ăна ыркăмăллăх укçипе тытса тăнă.

1904-1905 çулсенчи вырăс-яппун вăрçи хыççăн хулана темиçе инвалид таврăннă. Вĕсем тата пĕччен пурăнакан ватăсем валли Николай Михайлович ятарлă приют уçнă. Таланцевăн çынлăхне палăртакан тепĕр пулăм - куç тата хирурги лечебницин строительстви. 1911 çулта вăл çĕр туяннă та тÿрех ĕçе пуçăннă. 30 койка вырнаçакан лечебницăна 1913 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче уçнă. Вăл меценатăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕн Любовия Алексеевна Таланцевăн ячĕпе çÿренĕ, совет влаçĕн çулĕсенче - Константин Волков ячĕпе.

Революци умĕн Николай Таланцев хула старости пулнă. Тĕнче вăрçин çулĕсенче хăйĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн ăна виççĕмĕш степень Çветтуй Станислав орденĕпе наградăланă.

1918 çулта Николай Михайлович хăйĕн пĕтĕм пурлăхне Етĕрне хулине панă. Ватлăхра чухăн пурăннă. Ывăлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕскере, репрессиленĕ, çавна пула ашшĕне пулăшайман. Николай Таланцев 1935 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Пиччĕшĕнчен вĕренсе пынă

Таланцевсен вăталăх ачи - Михаил Михайлович. Вăл та пиччĕшĕ пекех Хусан гимназийĕнче пĕлÿ илнĕ. Хăй ирĕкĕпе патша çарĕнче службăра тăнă. Çирĕмрех суту-илÿ ĕçне кÿлĕннĕ: çемье завочĕсем валли чĕртавар хатĕрлессипе тăрăшнă. Ыркăмăллăх ĕçĕнче пиччĕшĕ уншăн тĕслĕх пулса тăнă. 1900 çулта Хĕрлĕ Чутайри чиркÿпе прихут çумĕнче ултă класлă шкул хута янăранпа унăн попечителĕ шутланнă. Çак ĕçшĕн ăна Станислав лентипе çыхнă кĕмĕл медаль панă. Николай Михайлович пекех вăл та Етĕрне хулин хисеплĕ гражданинĕ пулнă. Мĕнле ĕçсемшĕн тивĕçнĕ-ха çак хисепе?

1906 çулта хулара хĕрарăмсен прогимназине хута янă, çакă хула управине реальнăй училищĕн строительствине пуçăнма хистенĕ, анчах хулапа уес земствин укçа пулманнипе хула старости "Пĕртăван Таланцевсем" суту-илÿ çуртĕнчен пулăшу ыйтнă. Михаил Михайлович пулăшма килĕшнĕ. Çулталăкран училищĕн кирпĕч çуртне туса лартнă. Ăна тума 100 пин тенкĕ укçа тăкакланă, 68 пинне М.Таланцев тÿленĕ. 1908 çулта училищĕре вĕренÿ çулĕ пуçланнă. 1917 çулччен Михаил Михайлович унăн попечителĕ пулнă. Вăл çавăн пекех училище валли рояль, музыка инструменчĕсем, пĕчĕк электростанци туяннă, 20 чухăн ачана апат çитерме, экскурсие кайма укçа парса тăнă.

Реальнăй училище строительствишĕн М.Таланцева виççĕмĕш степень Çветтуй Анна орденĕпе чысланă. Михаил Михайлович кайран та училищĕне пулăшсах тăнă.

1918 çулта Михаил Таланцев çемйипе Етĕрнерен тухса кайнă. Унăн малалли шăпи паллă мар.

"Хыпара" та пулăшнă

Зиновий Таланцевăн ячĕ те Етĕрне хутлăхĕнче паян та пысăк хисепре. Вăл республика кун-çулне предприниматель пек кăна мар, общество ĕçченĕ, ăсчах, чăн-чăн интеллигент пек çырăнса юлнă.

Таланцевсен кĕçĕн ывăлĕ те Хусанти 3-мĕш гимназире пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн тÿрех Мускаври ял хуçалăх тата вăрман академине çул тытнă. 1887 çулта, студентсен пухăвне хутшăннăшăн, академирен кăларса янă. Малалла пĕлĕве Берлинти ял хуçалăх аслă шкулĕнче туптанă. Ун хыççăн тăван тăрăхне таврăннă. Çапах та ăслăлăх патне туртăнасси çакăнпа вĕçленмен, 1890 çулта вăл Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах революци кăмăллă çынсемпе хутшăннăшăн Зиновий Таланцева çулталăк вĕреннĕ хыççăн кăларса янă.

Таланцевсен Суту-илÿ çурчĕ çулран-çул аталанса пынă, çапах та унăн хуçисенчен пĕрне - Зиновий Михайловича - Мускава, Санкт-Петербурга, Петербург кĕпĕрнине пырса кĕме ирĕк пулман. 1903 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çеç департаментăн хушма хушăвĕпе вăрттăн йĕрлессине чарса лартнă.

1905-1907 çулсенчи революци Зиновий Таланцевăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Вăл чăваш интеллигенцийĕ хушшинче паллă çын пулса тăнă. Чăваш хастарĕсене тăван чĕлхепе литература пичетлеме кĕмĕл кирлĕ пулнă, чăвашсен пĕрремĕш "Хыпар" хаçачĕ те çав енĕпех нуша курнă. Зиновий Таланцев "Хыпар" кăларма укçа панă, çав çулах чăвашла пичетленнĕ литературăн издателĕ пулнă.

1906-1909 çулсенче вăл пулăшнипе хĕрарăмсен прогимназине çĕнетме май килнĕ, çуртăн иккĕмĕш хутне тунă, унта тата тăватă класс вырнаçтарнă. З.Таланцев чухăн ачасене стипенди тÿлемелле тунă, вĕренмелли хатĕрсем туянса панă. Çапла Етĕрнере те хĕрачасене вăтам пĕлÿ паракан гимнази ĕçлесе кайнă. 1913 çулта влаçрисем Таланцева гимназин попечительсен канашне суйланă. Тепĕр икĕ çултан ăна Çветтуй Станиславăн орденĕпе чысланă.

Революци хыççăн Зиновий Таланцев Чулхула университечĕн хими факультетĕнче ĕçленĕ. Пурнăçран уйрăличчен /1929/ ăна профессора суйланă. Вăл ăслăлăх ĕçĕсем те - монографисемпе вĕренÿ пособийĕсем - çырнă.

Кун хыççăн кун иртет, мĕн пулни историе юлать. Вăл та манăçа тухма, самана тусанĕпе витĕнме пултарать, анчах та апла тăвас мар тесен пирĕн хамăрти патриот туйăмĕсене çухалма памалла мар. Хамăрăн аваллăха пĕлмелле, юратмалла тата унпа мăнаçланмалла. Шухăшăмăрсене пуç тавра кăшăлласа хамăртан ыйтар-ха - Таланцевсен пархатарлă тĕслĕхне малалла тăсса паянхи чăваш пуянĕсем мĕнпе мăнаçланма пултараççĕ?

Çырăр, шухăшăрсене пĕлтерĕр - калаçăва малалла тăсатпăр.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.