Комментари хушас

11 Пуш, 2016

Иртсе çÿреме памаççĕ

Федерацин çут çанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен службин республикăри управленийĕн специалисчĕсем пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче Муркаш районĕнчи Шашкар пристанĕнче /Атăл/ çут çанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна еплерех пăхăннине тишкерчĕç.

«Стромон-Китр» тулли мар общество юханшывăн вашмăк çыранĕнче тимĕр-бетон плитасенчен хапхаллă карта тытнă, тăватă кĕтеслĕ лаптăкра сооруженисем хăпартнă. Çапла вара РФ Шыв кодексĕн 6-мĕш статйин 6-мĕш пайне пăснă - юханшывран пуçласа хысак еннелле 20 метра тăсăлакан çыранра об<ект лартса çынсене Атăл хĕррипе ирĕккĕн иртсе çÿреме - унпа усă курма - паман.

Çак тĕслĕхе ахаль хăвармарăмăр: протокол çыртăмăр, общество тĕлĕшпе административлă ĕç пуçартăмăр. Ăна пăхма Шупашкарти Ленин район судне çитертĕмĕр. Тÿре обществăна 200 пин тенкĕлĕх штрафласа айăплама йышăнчĕ. ООО суд пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшмерĕ, ЧР Аслă судне тавăç тăратрĕ. Вăл район сучĕн йышăнăвне вăйрах хăварчĕ.

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче çут çанталăка хÿтелесси çинчен калакан саккуна пăхăнманшăн асăннă общество директорĕ тĕлĕшпе те административлă ĕç пуçарнă. Суд ăна 45 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăнчĕ.

Маларах асăннă саккуна ним вырăнне те хуманнине кăтартакан тепĕр тĕслĕх Етĕрне хулин коммуналлă хуçалăхĕпе /КХ/ çыхăннă. 2015 çулта вăл федерацин тавралăха хÿтĕлесси çинчен калакан саккунĕпе нормативлă право акчĕсене еплерех пăхăннипе кăсăклантăмăр, вĕсене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртрăмăр.

Хулара пуçтарăнакан хура шыва тасатса çитермесĕрех коммуналлă хуçалăхăн биологин тасату хатĕрĕнчен Сăр юханшывне кăларса янă. Ăна лабораторире тĕпченĕ те этем организмĕшĕн сиенлĕ япаласен çăралăхĕ нормативран - 540, БПК-5 енĕпе вăл - 401, аммони-ион кăтартăвĕ 152 хут пысăкраххине тĕпчесе пĕлнĕ. Росприроднадзортан тĕрĕслеме пыриччен КХ юханшыва этемшĕн сиенлĕ япаласемпе микроорганизмсем мĕн чухлĕ чăмтармаллине уçăмлатман. Çитменнине, КХ Сăра шĕвĕ каяш юхтарма патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнчен ирĕк илмен. Суд РФ Административлă кодексне пăхăнманшăн КХна - 80 пин, ăна ертсе пыракан должноçри çынна 10 пин тенкĕлĕх штрафларĕ.

Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн шыв-шур объекчĕпе, ун çинчи пăрпа усă курма патшалăхран ирĕк илмелле. Сăмахран, А.Лескин пайтаçă Чăваш Ене Чулхула облаçĕпе Сăр урлă çыхăнтармашкăн пăр çийĕпе йывăçран сарăм тăсма ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе килĕшÿ тунă.

Шупашкарпа Куйбышев шыв управĕсене тĕрĕсленĕ чухне вара патшалăх органĕнчен ирĕк илмесĕрех Атăл çыранне /Шупашкар, Мускав районĕ/ йышăннă карапсене куратпăр. Тĕслĕхрен, пĕрне, «Сувар» ятлăскерне, «Водоканал» АУО насус станцийĕ çумне хĕл каçарма лартнă. Тепри - тăрăллă понтон - Хусан çыранĕнче, Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦăн насус станцийĕ патĕнче. Хуçи – тĕп хуларан, юханшывпа усă курма патшалăхран ирĕк илмен. Çакăншăн ăна административлă майпа темиçе те штрафланă. Анчах йĕркене çав-çавах пăхăнмарĕ. Çут çанталăка хÿтĕлекен Шупашкар прокуратури карапне çыранран турттарса кайманнине шута илсе 2015 çул вĕçĕнче ăна Атăл шывĕпе усă курма чарчĕ.

Евгений ГУРЕВИЧ,

управлени ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.