Комментари хушас

19 Пуш, 2014

Пĕрремĕш ăмăрту

Вунă çула яхăн кĕрленĕ Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Епле-ха манăн: хаяр çапăçусенче пин-пин салтак пуç хунă, вĕсен йышĕнче чăваш та сахал мар. Афганистанра çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ каччăсемпе арçынсене асăнса кашни регионта тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ.

Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Химки хулинчи техникумра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсене, кунтан вĕренсе тухнă Сергей Михуткинпа Игорь Жаринов интернационалист-воинсене халалласа кĕрешÿ енĕпе регионсен хушшинчи ăмăрту иртрĕ. Пĕрремĕш турнира Тутар, Хакас, Чăваш республикисенчен, Мускав облаçĕпе хулинчен 60 ытла спортсмен пухăнчĕ. Пăхаттирсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Мускав чăвашĕсен наци-культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, Афганистан вăрçин ветеранĕ Владимир Вшивцев тата ытти хăна саламларĕç.

Ăмăртура пирвайхи хут вăй виçекен шкул ачисем, ăсталăхне нумай çул туптакан çамрăксем, чылай çитĕнÿпе палăрнă спортсменсем хастаррăн кĕрешрĕç. Чăваш Енрен унта Канаш, Тăвай районĕсен тата Шупашкар хулин спортсменĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн ентешсенчен Илья Талаев /тренерĕ В.Васильев, Шупашкар/, Евгения Гурьева /тренерĕ В.Владимиров, Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш/, Евгений Орлов, Алексей Платонов тата Алена Тимофеева /тренерĕ С.Герасимов, Канаш районĕ, Карăклă/ хăйсен виçисенче палăрчĕç.


Виталий ВАСИЛЬЕВ,

ЧР кĕрешÿ федерацийĕн ертÿçи

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.