Комментари хушас

19 Пуш, 2014

Ярăнаççĕ пăр çинче...

Чăваш Енре коньки спорчĕ 105 çул каялла аталанма пуçланă: 1908 çулта Пăрачкаври учительсен семинарийĕнче пирвайхи хут каток уçăлнă, çавăн чухнех вĕренекенсем валли конькисем туяннă.

Энциклопеди пĕлтерет

Вĕсене кура Улатăр, Етĕрне, Шупашкар хулисенче пурăнакансем те коньки çине тăма пуçланă. Ун чухне çамрăксем ытларах йывăçран хатĕрленĕ конькисемпе усă курнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче хăш-пĕр шкулта конькипе чупакансен ушкăнĕсем йĕркеленме тытăннă. 1930 çулта Шупашкарта пĕрремĕш хут конькиçĕсен ăмăртăвне ирттернĕ. Ун чухне малти вырăнсене А.Беспалов, В.Платунов, Н.Енчиков, Н.Никулина, пĕр тăван Осаковсем йышăннă. Чăваш Енре 1938 çулта иртнĕ пирвайхи чемпионатра В.Никишева çĕнтернĕ.

Республикăра коньки спорчĕ 40-мĕш çулсенче вăй илнĕ. Ун чухне район-хулара вун-вун ăмăрту ирттернĕ, пирĕн спортсменсем çĕр-шыв турнирĕсене хутшăннă. 1956 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ В.Родионов СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă, Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Çав тапхăрта "Буревестник" пĕрлешÿ çумĕнче спорт шкулĕ ĕçленĕ. Унта ăсталăха туптакан спортсменсем чылай ăмăртура палăрнă: Л.Морозова - тĕнче кубокĕн призерĕ, Л.Егорова - СССР чемпионачĕн призерĕ, В.Васиковпа В.Моделов - спортăн тĕнче класлă мастерĕсем, Вăрнар каччи Н.Гамаюнов - СССР чемпионĕ. Коньки спортне аталантарас енĕпе А.Егоров, В.Сафонова, Б.Елизаров, Г.Дубровин, Н.Старшов, Ю.Краснов тата А.Никандров тренерсем нумай вăй хунă.

Паянхи кун конькиçĕсен секцийĕсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче лайăх ĕçлеççĕ, вĕсенче 500 яхăн ача ăсталăха туптать.

 

"Пирĕн шанăç"

Çак пулăма халалласа нарăс-пуш уйăхĕсенче республикăра пысăк ăмăртусем иртнĕ. Чи малтан спортсменсем нумай енлĕ кĕрешÿ енĕпе Чăваш Республикин чемпионатĕнче тупăшнă. Çĕнĕ Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионта иртнĕ ăмăртăва ачасем, яшсемпе хĕрсем, юниорсем хутшăннă. Чи пултаруллисен хушшинче пьедестал çине спорт мастерĕн кандидачĕсем Иван Петровпа Галина Казанбаева /Шупашкар/ хăпарнă, аслăраххисен йышĕнче пиччĕшĕпе йăмăкĕ, Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Атнерпе Салампи Федоровсем çĕнтернĕ. Палăртса хăвармалла: вĕсен аппăшĕ Надежда та республика чемпионки /2013/, халĕ вăл çĕр-шыв кубокĕн финалне хатĕрленет. Ытти ушкăнра Çĕнĕ Шупашкарти Кирилл Андреев, Тимур Карамов, Эвелинăпа Дарья Охримкинсем тата Кирилл Архипов мала тухнă.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри 450 ытла конькиçĕ Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ "Пирĕн шанăç" турнирта вăй виçнĕ. ЧР конькипе чупакансен федерацийĕн ертÿçи Александр Никандров пĕлтернĕ тăрăх - ачасемпе çамрăксене спортпа туслаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ ăмăртура кашни çул чылай çын хутшăнать. Пĕлтĕр, калăпăр, 500 яхăн пулнă. Кăçал унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Етĕрне, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ тата Канаш районĕсен спортсменĕсем уйрăмах палăрнă.

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти пăр çине ветерансем тухнă. Пирĕн ентешсемсĕр пуçне ăмăртура Мускав, Хусан, Чул хула, Самар, Чаллă, Димитровград конькиçисем те тупăшнă. Турнирта Шупашкарти Иван Петров, Александр Профоров, Александр Смирнов, Николай Зайцев, Дмитрий Паликов, Зинаида Игнатьева, Нина Николаева, Галина Казанбаева тата ыттисем малти вырăнсене йышăннă.


А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.