Комментари хушас

10 Пуш, 2016

Чун ыйтнине пурнăçламаллах!

Катек шкулĕн вĕренекенĕсем «Тантăш» хаçата, «Тетте» журнала хапăлласа та килĕштерсе вулаççĕ. Ку çеç кăна мар-ха! Педагогсем хавхалантарса, пулăшса пынăран хăйсем те хĕрÿ ĕçе тытăнчĕç.

Ĕнтĕ чылайăшĕ 2016 çулхи иккĕмĕш çур çул валли юратнă кăларăмĕсене çырăнчĕ. Ĕлкĕрейменнисем çак ĕçе паян-ыран тăвасшăн. Кунпа кăна çырлахмарĕç-ха ачасем, сăвă-калав çырса, илемлĕ ÿкерчĕксем туса редакцин электрон почтине çыру хыççăн çыру вĕçтерчĕç... Эх, кун хыççăн пуçланчĕ пăшăрхану. «Пирĕн ĕçсем йĕркеллисен йышнех кĕчĕç-ши? Е начар тесе айккинелле пăрса хучĕç-ши?» - тесе педагогсемпе хăйсен пăшăрханăвне пайларĕç. «Ачасем, ун пек шухăшлама кирлĕ мар. Сирĕн пек шкулта ăс пухакан та йышлă. Вĕсем те юратнă кăларăмпа çыхăну тытаççех. Апла пулсан редакцие çыру чылай килет. Черечĕ пирĕн пата та çитетех, пăшăрханма кирлĕ мар», - ăнлантарчĕç вĕрентекенсем ачасене.

Чăн та, педагогсем калани тĕрĕсех пулчĕ! «Теттере» те, «Тантăшра» та хăйсен ĕçĕсене курсан мĕн тери савăнчĕç арçын ачасемпе хĕрачасем!

- Çакăн хыççăн темĕнле асамлă вăй хушăннă пек пулчĕ. Тата та çырас, ÿкерес туйăм шалта, чун тĕпĕнче тапăлтатса çеç тăрать. Апла пулсан ăна малашне те пурнăçламаллах. Çак утăма тума пире Зоя Васильевна Петрова библиотекарь, Наталия Алексеевна Борисова тата ытти педагог пулăшрĕ. Уншăн вĕсене пысăк тав! - терĕç Катек шкулĕн хастарĕсем.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ,

Катек шкулĕ.

Катек шкулĕн вĕренекенĕсен ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.