Комментари хушас

19 Пуш, 2014

Ытарлă пулăм

Иртнĕ эрне кун Культура тата халăх пултарулăхĕн республика керменĕн «6х7» галерейинче Светлана Гордеевăн «Чечексен поэзийĕ» куравĕ уçăлчĕ.

Светлана Денисовна чылайăшĕшĕн поэт пек паллă, вăл çулленех сăвă кĕнеки кăларать. Вĕсенче пурнăç илемне сăнлать, хăйĕн туйăмĕсене палăртать. Тĕлĕнмелле: çак майсене сăнарлă искусство мелĕпе те уçса парать вăл.Чăн-чăн пултарулăхшăн чикĕ çук иккенне ĕненмелле çирĕплетет çак тĕслĕх.

Çакă та тĕлĕнтерет: хăшне маларах - сăвă шăрçалама е ÿкерме - пуçланă-ши Светлана? Хăй çирĕплетнĕ тăрăх - иккĕшĕ те юнашарах «утнă». 1986 çулта Гомель хулинчи ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă, 2001 çулта - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологи факультетĕнчен. Малтанхи вăхăтра «Шупашкар», «Дом торговли» универмагсенче художник-оформительте ĕçленĕ, алла филолог дипломне илсен - республикăра тухса тăракан тĕрлĕ хаçатра. Светлана Денисовна Раççей Патшалăх Думин депутачĕн пулăшуçи те пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те сăвă çырма та, картина ÿкерме те пăрахман.

Хăйĕн пĕрремĕш ятарлă куравĕ уçăлас умĕн ÿнерçĕ-сăвăçпа тĕл пулса калаçрăмăр. «Кунта маншăн пурнăçра питĕ пĕлтерĕшлĕ икĕ туртăм хÿтлĕх тупнă, - терĕ С.Гордеева. - Курава та çав ятах парас терĕм. Чечексем - çĕр çинчи чи ытарлă пулăм. Пĕрре пăхсан - вĕсен пĕлтерĕшĕ çук та пек, çын куçне илем кÿреççĕ çеç, çав вăхăтрах чуна савăнăçпа, телейпе пуянлатаççĕ». Ÿнерçĕн чечексене халалланă сăвă та сахал мар. Светлана Денисовна палăртнă тăрăх - кураври тюльпансемпе лантăшсене, кĕл чечексемпе шăнкăрав курăкĕсене, хĕвел çаврăнăшĕсемпе улмуççи çеçкисене юлашки икĕ çулта ÿкернĕ.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.