Комментари хушас

23 Чÿк, 2013

Йывăр самантра пулăшма

Шупашкарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ача-пăчана, ватăсене пулăшу кÿнине чылайăшĕ пĕлет. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене те йышăнаççĕ кунта.

Вăрттăнлăх мар: çĕр-шывăмăрта арçынсемпе хĕрарăмсен прависене тахçанах пĕр пеклетнĕ пулин те этемлĕхĕн черчен çурри хушшинче вăйлин пусмăрла витĕмне тÿсекен çав-çавах пур-ха. Çемье пуçĕ хăш-пĕр кил-йышра чăн-чăн хуçа пулнине палăртассишĕн аллине ирĕке яни тĕл пулать. Хĕрарăм, кирек хăçан та чи малтанах ачисемшĕн яваплăха туяканскер, хÿтлĕх шырать. Йывăр чухне никамран пулăшу ыйтма аптăракансемшĕн асăннă центр çăлăнăç утравĕ пекех. Кунта ăна йышăнĕç, нуши пирки пĕлĕç, психолог малашне мĕн тумалли пирки сĕнÿ-канаш парĕ.

Нумаях пулмасть, Амăшĕсен кунĕ умĕн, социаллă пулăшу центрĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсен уйрăмĕ уçăлчĕ. Малашне кунта пурнăç авăрĕнчисем консультаци илме анчах мар, вăхăтлăх пурăнма та пултарĕç.

Обществăшăн пĕлтерĕшлĕ çак уйрăма уçма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕ Алла Самойлова тата Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева хутшăнчĕç.

Тĕрĕссипе, кунашкал уйрăм Шупашкарта маларах та пулнă. Шел те, ăна хăш-пĕр сăлтава пула хупма тивнĕ. Анчах пурнăç хĕрарăма хÿтĕлемелли çурт кирлех пулнине çирĕплетнĕ. «Тинех кĕтнĕ «парнене» кĕтсе илтĕмĕр», - терĕ Ольга Юрьевна.

Кризис центрĕсем теççĕ кун пеккисене çĕр-шывра. Кризис тени «йывăр» тениех. «Çĕнĕ уйрăм кăткăс лару-тăрăва кăшт çăмăллатма та пулин пулăштăр. Йывăрлăхсем сахалланччăр», - хĕрлĕ хăйăва касас умĕн чунтан ыррине сунчĕ Алла Владимировна.

Комплекслă центрăн директорĕ Рената Федорова пухăннă хăнасене çĕнĕ стационарпа паллаштарчĕ. Санитари пÿлĕмĕ, кухня, столовăй, канмалли пÿлĕм... Çитĕннĕ çынсем валли - 6 вырăн, ачасем валли 3 вырăн уйăрнăскерте мĕн кирли йăлтах пур. Усă курмалли япала /савăт-сапа, кĕпе çумалли машина, утюг.../ çителĕклĕ. Хÿтлĕх тупнă çынна кунта çулталăкра 90 кун пурăнтарма пултараççĕ. Хальлĕхе уйрăмра ачаллă икĕ хĕрарăм хÿтлĕх тупнă. Пĕрин - пĕр, теприн - икĕ тĕпренчĕк.

Ларисăна /ятсене улăштарнă/ шăпа пурăнмалли кĕтес çуккипе кунта илсе çитернĕ. Шупашкартах çуралса ÿснĕ вăл. Ашшĕ те, амăшĕ те çук çамрăк хĕрарăмăн. Кукамăшĕпе уйрăм çуртра пурăннă. Ватă çын вилнĕ, çурчĕ пурăнма юрăхсăр. «Асанне патне вара унта пурăнакан тăвансем кĕртмеççĕ. Шкул пĕтерсен каччăпа паллашрăм та ун патне урăх хулана пурăнма куçрăм. Хĕр çуралчĕ. Кĕçех Аня виççĕ тултарать. Юрăпа çырăнман эпир, пĕрле нумай та пурăнмарăмăр. Каярах Славăпа паллашрăм. Кĕçĕн хĕрĕме Ленăна çуратрăм. Вăл - çулталăк та виçĕ уйăхра. Пĕр çул аванах пĕрле пурăнтăмăр. Ахăртнех, арçынран питĕ çирĕп ыйтакан йышшисенчен эпĕ - Славăпа та вăрçăнса кайрăмăр. Вăл вара Мускава тухса кайрĕ. Унпа хваттер тара тытнăччĕ, халĕ манăн кун пек майпа пурăнма укçа-тенкĕ çук», - чунне уçрĕ 25 çула та çитмен хĕрарăм.

Кăткăс лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсен уйрăмĕн ертÿçи Любовь Иванова Ларисăна упăшкипе мирлештерме тăрăшассине систерчĕ. «Пĕр-пĕрне ăнланман самант кирек хăш çемьере те сиксе тухма пултарать. Тÿрех касса татма кирлĕ мар. Ача ашшĕ ĕçкĕç е çапкаланчăк мар пулсан - пушшех», - терĕ вăл. Паллах, пурнăçра арçын хул пуççийĕ çине кăна шанни çителĕксĕр пулĕ. Вăхăт иртĕ, акă Ленăна та садике çÿретме май килĕ. Ун чухне Ларисăн ĕçе вырнаçас пирки шухăшлама тивĕ. Ăшă йăва çавăрасси тăрăшмасăр пулмастех.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.