Комментари хушас

4 Пуш, 2016

Алена АРШИНОВА: «Чăваш ялĕнчи ача та Мускаврипе тан условисенче пĕлÿ илтĕр»

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн «Хыпар» тĕпелне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин чи чипер депутатне Алена АРШИНОВĂНА йыхравларăмăр. Унсăр пуçне вăл ĕнер пин-пин салам йышăнчĕ - хăйĕн 31-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Суйлав умĕнхи сасăлава /праймериза/ хутшăнмашкăн темиçе кун маларах Алена Игоревна «Единая Россия» партин регионти йĕркелÿ комитетне заявлени пачĕ. Паллă та пĕлтерĕшлĕ кунсемпе уявсем вăхăтĕнче курнăçрăмăр пулсан та çамрăк депутатпа, Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн заместителĕпе, «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕпе, Çамрăксен клубĕн координаторĕпе, нумай проект авторĕпе паянхи çивĕч ыйтусем тавра ытларах сăмах вакларăмăр. Шел, депутатпа вăрах калаçма май килмерĕ - общество йышăну пÿлĕмне çынсен ыйтăвĕсене уçăмлатма каймашкăн васкарĕ вăл.

Экстремизм ыйтăвĕсене тĕпчет

- Эсир Германири Дрезден хулинче çут тĕнчене килнĕ. Аçăр çар çынни пулнăран тĕрлĕ тăрăхра пурăнма тивнĕ сирĕн. Ачалăх пирки сăмах хускатсан куç умне чи малтан мĕн тухать?

- Германире пурăннă тапхăра та, Преднестровьере кун кунланă вăхăта та хушăран аса илетĕп. Дрездентан Тирасполе куçса кайсан пысăк юр кĕрчĕсене курса тĕлĕнни паян та куç умĕнче. Çунашкапа тăвайккинчен чун каниччен ярăнаттăмăр. Вăл вăхăтра унта вăрçăллă лару-тăру хуçаланнă. Маншăн - юр нумаййипе, аттепе аннешĕн вăрçăпа асра юлнă ку тапхăр. Кăштахран çывăх çыннăм пире кукамай патне, Кемĕр облаçне, илсе килчĕ. Унта çулталăка яхăн пурăнтăмăр. Пĕчĕк чухнехи сăнÿкерчĕксене савăк кăмăлпа пăхатăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ачасене садике çÿретме хĕн пулнă. Мана та унта вырнаçтарас тĕллевпе анне няня ĕçне кÿлĕннĕ. Пĕчĕкскерсене апат çитернĕ, вĕсем хыççăн пуçтарнă, урай çунă... Садике чи малтан çитмеллеччĕ унăн, çавăнпа килтен ирхи 5 сехетре тухаттăмăр. Садикрен вара чи кайран каяттăмăр - йăлтах тирпейлесе хăвармалла-çке. Ялан анне çумĕнчеччĕ эпĕ, çавăнпах çырма, вулама, шутлама питĕ ир вĕреннĕ. 1-мĕш класра чухне тантăшăмсен йышĕнче ман пек хăвăрт вулакан та çукчĕ.

- Эсир 2002 çулта Тираспольти гуманитарипе математика гимназине пĕтернĕ, 2007 çулта Т.Г.Шевченко ячĕллĕ Преднестровье патшалăх университетĕнчен социолога вĕренсе тухнă. Модель бизнесĕнче хăвăра тĕрĕсленĕ. Анчах политикăпа хăçан интересленме тытăннă?

- Пĕчĕк чухнех. Эпĕ панă ыйтусене аттепе анне епле хуравламаллине ăнланман тапхăртах. Мана йăлтах кăсăклантаратчĕ: самана та, пурнăç ыйтăвĕсем те... Пĕлетĕр: эпĕ Дрезденра çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн унта пирĕн çарсем тăнă, каярахпа Преднестровьере хирĕç-тăрусем пуçланнă, Кишиневра халăх пăлхавĕсем çĕкленнĕ, милиционерсене тапăннă... Атте - офицер, килте сайра хутра кăна пулатчĕ. Анне кашни каç телевизора куççуль витĕр пăхатчĕ. Ыйтусем памасăр епле тÿсмеллеччĕ манăн?

- Эсир халĕ - вĕрентекен те, ăсчах та. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн социологи факультечĕн аспирантуринче пĕлÿ илсе политика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Доктор диссертацине хатĕрлес енĕпе ĕçлетĕр-и?

- Ĕçлетĕп. Ăслăлăх мана яланах кăсăклантарнă. Кандидат диссертацине «Раççейри 1990-2000 çулсенчи политика ĕçĕ-хĕлĕнчи çамрăксен радикализмĕ» ятпа çырса хатĕрлерĕм. Халĕ те терроризм, экстремизм ыйтăвĕсенех тĕпчетĕп. Раççей халăхсен туслăхĕн университечĕн социологи факультетĕнче пĕлÿ илекен çамрăксен умĕнче лекцисем вулатăп, практика занятийĕсем ирттеретĕп. Доцент ĕçĕ килĕшет мана.

 

Республика - малтисен йышĕнче

- Пуш уйăхне кĕтĕмĕр ĕнтĕ, çапах иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем патне таврăнас килет. Пĕлтĕр мĕн тума май килчĕ, мĕн пурнăçлаймарăр?

- Тĕрĕссипе, хыçа юлнă çула пĕтĕмлетсе тишкернипе пĕрлех улттăмĕш суйлавра мĕн-мĕн тăвайнине те сÿтсе яватпăр. Журналистсем, вулакансем эпир мĕн тунине хăйсемех лайăх курса-сăнаса тăраççĕ. «Садиксем - ачасем валли» проекта пурнăçланă май Раççейри 68 регионта 3-6 çулсенчи пур ачана та шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче вырăнпа тивĕçтерме май килчĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен пуçаруллисен йышне кĕме пултарнишĕн савăнатăп. Çавăн пекех Удмурт, Калмăк республикисем, Волгоград, Иваново, Киров облаçĕсем садиксенчи черет ыйтăвне татса пачĕç. Апла пулин те Дагестанра, Ингушетире, Крымпа Севастопольте ку ыйту уçăмланман-ха. Пĕтĕмĕшле илсен, Раççейри 3-6 çулсенчи 62 пин ача килте ларать, 3 çул тултарман 415 пин ача черет кĕтет. Хăшпĕр регион садикри ушкăнсене нумайрах ача илсе кăткăслăхран тухма хăтланчĕ, Чăваш Ен вара çĕннисене хăпартрĕ, киввисене тĕпрен юсарĕ. Проекта пурнăçланă тапхăрта республикăра шкулчченхи 45 учреждение ĕçлеттерсе яма май килчĕ. Владимир Путин Президент пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Федераци Пухăвне Çыру янă май ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтăва çак таранччен татса паманнисен малашне Мускавран пулăшу кĕтмелле маррине систерчĕ, çитес вăхăтра федераци шкулсем тума, вĕсене юсаса çĕнетме укçа уйăрĕç. Эпĕ юратнă регион ку тĕлĕшпе те малтисен йышне кĕчĕ. Республикăра кăçалах тĕслĕхлĕ - пĕр, типлă тепĕр шкулсем хута ямалла. Вĕсене хăпартма федераци хыснинчен укçа-тенкĕ илме пултартăмăр. ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа, Алла Салаева вице-премьерпа, вĕрентÿ министрĕпе Владимир Ивановпа, ыттисемпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлетпĕр. Çакă - чи кирли. Унсăр пуçне шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене НДСран хăтарма май пултарни те ырă ĕç иккенне палăртас килет. Çапах ĕçлемелли те нумай: чăваш ял-салинчи ачасене Мускаврисемпе тан условисенче пĕлÿ илме май туса памалла...

- Алена Игоревна, эсир 40 саккун проектне хатĕрлеме хутшăннă. Кунта сахалăшне асăнтăр. Вĕренÿ учрежденийĕсен общежитийĕнче пурăнакан студентсен кăмăлсăрлăхне те сирме пултартăр. Кун пирки мĕншĕн каламастăр?

- Депутата ĕçленĕшĕн шалу тÿлеççĕ. Ку - пирĕн тивĕç. Пурне ăçтан аса илсе çитерес? Чăнах та, студентсен общежитийĕнче пурăннăшăн вĕренÿ учрежденийĕсем капашсăр пысăк укçа илнине пĕлсен «Единая Россия» парти ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме тытăнчĕ. Саккун проектне хатĕрлерĕмĕр, ăна Патшалăх Думине çитертĕмĕр. Вĕренÿ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме май килчĕ. Халĕ институт-университетăн студентсенчен çак тÿлеве çирĕплетнĕ йĕркепе шутласа илмелле. Унăн виçи 600 тенкĕрен пысăкрах пулмалла мар. Саккун мĕнле пурнăçланнине халĕ партин ĕç ушкăнĕ тĕрĕслесе тăрать. Мускаври тата Питĕрти чылай вузра вĕренекенсем общежитири пÿлĕмшĕн пысăк укçа тÿленĕ. Ректорсене «кавир çине» чĕнсе ывăнтăмăр, студентсен ирĕкне малашне хĕсĕрлемессе шанас килет.

 

Усă курман укçана тавăрса памалла

- Вĕренÿ тытăмĕнче татса паман ыйту ку кăна мар.

- Килĕшетĕп. Институт-универ-ситетра пĕлÿ илнĕшĕн çамрăксен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн самаях пысăк укçа кăларса хума тивет. И.Федоров ячĕллĕ Мускав патшалăх пичет университечĕн, Псков патшалăх университечĕн, федерацин Çĕпĕр тăрăхĕнчи темиçе аслă шкулăн студенчĕсем ман пата çырупа тухрĕç. Халĕ вĕсене хурав памашкăн тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Вĕренÿ учрежденийĕсен общежитийĕсем кивелсе пыни те пăшăрхантарать. Студентсем хĕл кунĕсенче тум хывмасăрах çывăраççĕ, питĕ япăх условисенче выртса тăраççĕ... Пĕтĕм ыйтăвах пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уçăмлататпăр-ха.

- Сăмах май, нумаях пулмасть эсир РФ вĕрентÿ министрĕпе Дмитрий Ливановпа тĕл пултăр. Мĕнле ыйтусене хускатма май килчĕ?

- Кун йĕркипе килĕшÿллĕн - унта пĕр ыйту кăна пама юрать. Апла пулин те икĕ ыйтăва çĕклеме май килчĕ. Пĕрремĕшĕ садиксем хăпартмашкăн федераци уйăрса панă укçапа регионсем усă курайманнипе çыхăннă. Пĕлтĕр вырăна çитнĕ 1 миллиард та 200 пин тенке Раççейри темиçе суб<ект ача сачĕсен строительствине ярайман. Çав нухрата хыснана пĕтĕмпех тавăрттармалла. Иккĕмĕш ыйту пирки эпир калаçрăмăр ĕнтĕ: студентсен общежитийĕсемпе çыхăннă вăл. Самар патшалăх управлени университечĕн общежитийĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕрен студентсене хăйсем тĕллĕнех пурăнмалли кĕтес тупма ыйтнă. Урамра тăрса юлнăскерсен ыйтăвне васкавлăн татса пама тиврĕ. Питĕрте общежитисем çунчĕç. Пушар мĕншĕн тухнине тĕпченине сăнаса тăма Генеральнăй прокуратурăна сĕнтĕм. Министра общежитисенче санитари нормисене тепĕр хут пăхса тухма ыйтрăм. Вут-çулăм мĕншĕн тухать? Мĕншĕн тесен çамрăксем йăлари электрохатĕрсемпе вăрттăн усă кураççĕ, кивелнĕ электропралуксем çакна чăтаймаççĕ. Манăн шухăшпа - юсав ĕçĕсем ирттермелле те студентсене çав хатĕрсемпе ирĕклĕнех усă курма май туса памалла. Шел те, хальлĕхе Дмитрий Викторович мана ăнланмарĕ.

- Эпир «Хăтлă тавралăх» программа пирки калаçмарăмăр. Ăна та эсир йĕрлесе тăратăр вĕт.

- Раççейре халĕ шкулчченхи учрежденисене 6,8 миллион ача çÿрет, вĕсен йышĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисем 309 пинĕн. Çак йышран 55 пинĕшĕ - инвалид. Кунашкал шăпăрлансем обществăра хăйсене лăпкă туйччăр тесе тăрăшатпăр. Садиксенче пандуссем вырнаçтармалла, япăх куракансемпе начар илтекенсене ятарлă хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтермелле. Шел те, хальлĕхе инклюзивлă вĕренÿ валли 32 суб<ектри 150 садике кăна кирлĕ условисемпе хăтлăлатнă. Инвалид ачасене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани пама кăçал садиксен 16 процентне паянхи самана ыйтакан майсемпе тивĕçтермелле.

 

Раççее 300 пин çамрăк килĕ

- 2017 çулта Раççейре Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ иртĕ. Ку тивĕçе те Раççей эсир çине тăнипе çĕнсе илчĕ.

- Манăн тивĕç кăна мар ку. Владимир Путин Президент Федерацин çамрăксемпе ĕçлекен агентствине фестивалĕн йĕркелÿ комитетне мероприятие Сочире ирттермешкĕн заявка тăратма хушрĕ. Йĕркелÿçĕсем шăпах Раççее суйласа илччĕр тесе пĕрле тăрăшрăмăр. Фестиваль пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пирĕн çĕршывра ку мероприяти икĕ хутчен иртнĕ: 1957 тата 1985 çулсенче. Ун чухне фестивале хутшăннă пирĕн çамрăксем ют çĕршыв яш-кĕрĕмĕпе, хĕр-упраçĕпе паллашса туслашнă, хутшăнусем йĕркеленĕ, тĕрлĕ халăх çыннисем çемье çавăрнă... Сочири фестивале чикĕ леш енчен 300 пин яш-хĕр килĕ. Олимпиада хулине ахальтен суйламарăмăр, мĕншĕн тесен çĕнĕрен нимĕн те тумалла мар: пур об<ект та хатĕр. Мероприяти ĕçне Пĕтĕм тĕнчери демократиллĕ çамрăксен федерацийĕ хутшăнать, вăл ăна ирттерме вун-вун патшалăхри спонсорсене явăçтарать. Фестиваль Раççей пирки япăх калаçакан çамрăксене те шухăша улăштарма хистессе, пире хирĕç çĕкленнĕ информаци вăрçине лăплантарма, е чарма та, пулăшасса шанатăп.

- Кăçалтан сахал тупăшлă мар çемьесене ачи-пăчи садике çÿренĕшĕн компенсаци пама пăрахрĕç, ытлă-çитлĕ кил-йышри студентсене те общество транспорчĕпе усă курмашкăн уйăхсерен илекен билетшăн тăкака саплаштармаççĕ.

- Çĕршыв экономика кризисне тÿссе ирттерет. Анăçри çĕршывсем санкци хыççăн санкци кĕртрĕç, нефть хакĕ чакрĕ... Çакна кура бюджет укçипе тĕллевлĕ усă курма, субсидисене те адреслă пама тивет. Шăпах çавăнпа чылай регионта кунашкал йышăну патне килсе тухнă та. Шел те, хăшпĕр суб<ект сахал тупăшлă çемьесене те, нумай ачаллисене те, социаллă ытти категорири граждансене те субсидисемпе компенсацисĕр хăварнă. Ку енĕпе Псков облаçĕ «палăрчĕ». Ун пек хăтланма, паллах, юрамасть. Тепĕр çитменлĕх: нушаллă категорири çынсене палăртма Раççей шайĕнче ку таранччен те уйрăм документ хатĕрлемен. Халĕ шăпах çав енĕпе ĕçлетпĕр.

 

Кун каçа - 200-300 çыру

- Алена Игоревна, соцсетьсемпе сирĕн чухлĕ нихăш депутат та усă курмасть пулĕ. Контактра, твиттерта, инстаграмра, фейсбукра пур эсир. Унта пур кăна мар, хăвăр ăçта пулнипе, вăл е ку мероприятире еплерех ыйтусене хускатнине, вĕсем тĕлĕшпе шухăшăра уççăн та тиркевлĕ палăртатăр. Сирĕн пата çырусем те çыраççĕ, çынсене ытларах мĕн пăшăрхантарать?

- Кун каçа 200-300 çыру илетĕп. Кăмăл-туйăмпа кăсăкланакансен çырăвĕсене хуравламастăп та - вăхăт çук. Пăшăрханса çырнисене тимлĕхсĕр хăвармастăпах. Чылайăшĕ Интернетри манăн страницăсене пулăшуçăсем тытса-йĕркелесе пыраççĕ тесе шухăшлать. Çук, апла мар. Ман пата ытларахăшĕ ача садĕнчи черетпе, амăшĕн капиталĕпе усă курассипе, ĕçсĕрлĕхпе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пăтăрмахсем пирки кăмăлсăрланса ыйту шăрçалать. Саккуна улшăнусем кĕртме сĕнекен те, хăйсем ĕçлекен организацире тĕрĕслев ирттерме, ялта асфальт çул сарма ыйтакан та чылай. Общество йышăну пÿлĕмне вара Шупашкарта пурăнакан, виçĕ ачаран ытларах ÿстерекен мăшăрсем çĕр лаптăкне хăйсем килĕштернĕ вырăнта уйăрса паманшăн кăмăлсăрланса пыраççĕ. Чылайăшĕ ăна хуларах илесшĕн. Паллах, электричество, çутçанталăк газĕ çук çĕрте çурт лартасшăн мар вĕсем. Пулăшу ыйтакансем кăна мар, ăна сĕнекенсем те пур. Акă волонтерсем çыраççĕ, вăл е ку программăна пурнăçа кĕртме хутшăнасшăн вĕсем. Ку, паллах, савăнтарать. Халĕ саманаран юлма юрамасть. Соцсетьсемпе усă курнин ырă енне çеç куратăп. Унта çырнă çăхавсене çийĕнчех тишкерме пултаратăп. Официаллă майпа янă çыру ман пата çитиччен чылай чухне пĕр уйăх иртет. Паян вара кашни çеккунт хаклă.

- Пирĕн республикăна тăтăшах килсе çÿретĕр. Чăваш Енпе çывăхланма май килчĕ-и?

- Кунта ĕçлеме юратакан тата пĕлекен халăх пурăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, çынсем лайăх пурăнассишĕн тăрăшса вăй хураççĕ. Константин Косачев вырăнне Чăваш Ен интересĕсене РФ Патшалăх Думинче хÿтĕлеме сĕнсен савăнсах килĕшрĕм, яваплăха туйрăм. Регион мана питĕ килĕшет. Михаил Игнатьева халăх шанни иртнĕ çулхи суйлавра яр уççăн курăнчĕ. Унăн рейтингĕ те ÿсет. Михаил Васильевич Раççейри кĕпĕрнаттăрăн йышĕнче виçĕ çул каялла 60-мĕш вырăнсенче кăначчĕ, халĕ - 37-мĕшĕнче. Пĕр шухăшлă пулса пĕрлех ĕçлемелле пирĕн, республикăри кашни çыннăн Пуçлăх командинче пулмалла, вара эпир уçăмлатма май çук пек туйăнакан çивĕч ыйтусене те татса параятпăр. Чăваш Ен проекчĕсене Раççей шайĕнче ырлани, вĕсене пурнăçа кĕртме укçа уйăрни мăнаçлантарать. Çитес вăхăтрах республикăна шкулсен спорт залĕсене юсама тата пĕлÿ çурчĕсен çумĕнче çĕннисене тума укçа куçмалла.

- Пушă вăхăтра эсир йогăпа интересленетĕр теççĕ. Тĕрĕсех-и?

- Паллах, кирек камăн та хăйне пăхмалла, кĕлетке илĕртÿлĕхĕ пирки шухăшламалла. Çавăнпах йогăпа кăсăкланатăп, ÿт-пĕве куллен пиçĕхтеретĕп. Унсăр пуçне хам тĕллĕн ытларах вĕренме, пĕлĕве пĕр вĕçĕм тарăнлатма тăрăшатăп, нумай вулатăп.

- Алена Игоревна, сире çуралнă кун тата çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Чăваш Ен интересĕсене малашне те хÿтĕлеме çирĕп сывлăх, хавхалану сунатпăр.

- Пысăк тав. Халăх шанăçне тÿрре кăларасчĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă

 

Кĕскен çичĕ ыйту

1. - Мĕн вăл сирĕншĕн - политика?
- Çынсене пулăшмалли май.
2. - Политикăра сирĕншĕн кумир пур-и? Пурнăçра тата?
- Пур. Владимир Путин, Вячеслав Володин тата Голда Меир.
3. - Мĕнле каларăш кăмăла килет?
- «Ĕçе пурнăçлаймасран мар, çав ĕçе пуçăнай-масран хăра».
4. - Мĕншĕн те пулсан ÿкĕнетĕр-и?
- Талăкра 24 сехет çеç пулни пăшăрхантарать.
5. - Чăваш апат-çимĕçне тутанса курнă-и?
- Паллах. Шăрттан, хуплу, турăх килĕшеççĕ.
6. - Сирĕн шухăшпа - паянхи çамрăксем мĕнлерех?
- Вĕсем шанчăк кÿреççĕ. Хăйсен хакне пĕлеççĕ, пултаруллă...
7. - Пирĕн вулакансене мĕнле кинофильм курма сĕнетĕр?
- Лайăх фильм нумай. Юлашки вăхăтра хам курнисене тишкерсе ачасене те, аслисене те «Маленький принц» мультфильма пăхма ыйтатăп.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.