Комментари хушас

4 Пуш, 2016

Александр Хван

Киноискусствăра ăста режиссер, сценарист пек палăрнă Александр Хван Чăваш Енре çуралса ÿснине пĕлтĕм. Унăн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

И.КИРИЛЛОВА.

Тăвай районĕ.

Александр Федорович Хван режиссер, сценарист, киноактер 1957 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă, кунтах ÿснĕ. Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институчĕн режиссер факультетĕнчен /Л.Кулиджанов тата Т.Лиознова мастерскойĕ, 1980/ вĕренсе тухнă. 1996-1999 çулсенче М.Горький ячĕллĕ киностуди правленийĕн членĕ пулнă.

А.Хван "Дюба-Дюба" /1993/, "Дрянь хорошая, дрянь плохая" /1998/, "Умирать легко" /1999/, "Черная комната" /2000/, "Шатун" /2001/, "Кармен" /2003/, "Риелтор" /телесериал, 2005/, "Секретные поручения" /телесериал, 2006/, "Поводырь" /2007/, "Вареники с вишней" /2008/, "Хитровка" /телесериал, 2010/ фильмсем лартнă. "Фурия", "Я тобой пленен" тата ытти илемлĕ фильмăн сценари авторĕ. Çавăн пекех А.Хван актер "Дети Арбата", "Мания Жизели", "Предпологаемые обстоятельства" тата ытти фильмра вылянă.

1989 çулта Александр Федоровичăн сăввисен пуххи "Букет" ятпа кун çути курнă. "Ялта-96" кинофорумра "Номинация. Кино XXI века" программа çĕнтерÿçи пулнă, темиçе кинофестивале, çав шутра Канны кинофестивалĕ те, хутшăннă.

1990 çултанпа - Раççей Кинематографистсен союзĕн членĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.