Комментари хушас

2 Пуш, 2016

Миллиардсем - ĕçлеве пулăшма

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ĕнер Шупашкарта Правительство çуртĕнче ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата ĕçлеве пулăшмалли мерăсене халалланă канашлу ирттерчĕ. Унта Ольга Голодец вице-премьер, РФ ĕçлев тата вĕренÿ министрĕсем Максим Топилинпа Дмитрий Ливанов, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, çĕршывăн темиçе регионĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

Правительствăн план пур

Дмитрий Анатольевич кала-çăва кăçал ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне сирес, экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ план хатĕрлени çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Унта тĕрлĕ ĕç валли укçа уйăрмалли çăлкуçсене палăртнă. Çав вăхăтрах укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене тупнă май пурнăçламалли мерăсем те пур. Планра икĕ çул-йĕре тĕпе хунă. Чи малтанах - тĕрлĕ отрасле оперативлă майпа пулăшмалли мерăсем. Çав шутра - автопром, çăмăл промышленноç, ял хуçалăх машиностроенийĕ, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, транспорт.

Çак ĕç шутĕнче вăл çĕнĕ стройкăсемпе çыхăннă ипотекăна субсидилессине малалла, 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, тăсассине çирĕплетрĕ. Ку, паллах, строительсем чăннипех кĕтнĕ хыпар. Мĕншĕн тесен унчченхи субсиди программи шăпах ĕнер вĕçленчĕ. Çийĕнчен ипотека валли яракан тăкаксен калăпăшне пысăклатма та мехел çитернĕ. Çавăн пекех регионсен бюджечĕсене çынсене ĕç укçи, пенси, социаллă пособисем тÿлемешкĕн пулăшу пулĕ. Ĕçлев рынокне тĕревлеме те укçа резервланă. Иккĕмĕш çул-йĕр - бизнес аталанăвĕ валли саккунсен тивĕçлĕ никĕсне йĕркелесси.

Премьер-министр пытармарĕ: 2015 çулта ĕçлекенсен шутне чакарма тивнĕ предприятисем икĕ хут нумайланнă. Автомобиль, ял хуçалăх машинисем тăвакан отрасльсен лару-тăрăвĕ уйрăмах çивĕч. Чăн та, халăх ĕçлевĕпе çыхăннă ĕç-пуç 2008-2009 çулсенчи пекех йывăр мар: "Çакă эпир йышăннă мерăсемпе те, лару-тăру хăйнеевĕрлĕхĕпе те çыхăннă". Çĕршыв бюджетĕнчен ĕçсĕррисене тÿлеме 2 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионсене тата 3,9 млрд тенкĕ панă - çынсен вăхăтлăх ĕçлевне йĕркелеме, çавнашкал ытти ĕç валли. АвтоВАЗ, ГАЗ концернсем, ыттисем пулăшу илнĕ. Дмитрий Анатольевич çак пулăшăва Чăваш Енри темиçе предприятие панине те асăнчĕ, "мĕншĕн тесен кунта та çивĕч ыйтусем пур".

Асăннă планпа килĕшÿллĕн ĕçлеве пулăшмашкăн федераци бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку çеç те мар: резерв та пур - 7 млрд тенкĕ, "кирлĕ пулсан унпа усă курăпăр". Премьер-министр ĕнер ирхине хăй алă пуснă хушу пĕлтерĕшĕпе те паллаштарчĕ. Вăл тĕрлĕ çĕртен ĕçрен хăтарнă çынсене ĕçе йышăнакан предприятисене бюджет укçипе пулăшассине çирĕплетет. Тивĕçлĕ субсидие çĕршывăн 5 суб<екчĕ илнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех монохуласене пулăшассине те манман: "Ку ыйту тата йывăртарах - 7 млрд тенкĕ ытла хывма палăртатпăр, çак укçа çĕнĕ проектсене пурнăçламалли инфратытăм валли".

Тепĕр самант - аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене ĕçпе тивĕçтересси. Официаллă кăтартусем тăрăх та вузсенчен тухакансен 75: кăна ĕçе вырнаçать-мĕн. Тĕрĕссипе вара, Дмитрий Анатольевич шучĕпе, чăн цифра тата та пĕчĕкрех. Çавна май вăл Шупашкарти хăй паллашнă электромеханика колледжĕн опытне ырласа палăртрĕ - "унта усăлли нумай, çитĕннĕ çынсем те тĕрлĕ професси илме пултараççĕ”. Шупашкарти ĕçлев центрĕ пирки те ырă сăмахсем каларĕ: "Ĕç шыравĕн çĕнĕ йышши тытăмĕпе, кăтартусен базипе усă кураççĕ. Куçса çÿрекен офис та пур - специалистсем инçетри районсене хăвăрт çитме, çынсене йышăнма пултараççĕ”. Çапах, унăн шучĕпе, ĕçлевĕн электрон службине туса хума вăхăт - ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ.

Ĕçсĕррисем - 4,4 млн çын

Хăйĕн докладне ĕçлев министрĕ Максим Топилин çак цифрăна пĕлтернинчен пуçларĕ. Çапах вăл ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру йĕркеленсе пынине палăртрĕ. Асăннă цифра, иртнĕ кĕркуннечченех ÿссе пынăскер, виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ пĕр шайра тăрать. Çапла вара ĕçсĕрлĕхĕн паянхи шайĕ - 5,8:. Çулталăк каялла çак кăтарту 9,2: пулнă.

Çапах лăпланма иртерех-ха. Ĕçсĕр юлас хăрушлăх ытамĕнче - 500 пин çын. Çав шутра 300 пинĕ тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет. Çак йышăн 70: - автопром тÿпи. Строительство отраслĕ те /11:/ пăшăрхантарать. Министр Правительство сĕнекен çĕнĕлĕхсем ĕçсĕр юлакансене урăх предприятисем ĕçе йышăнассине хавхалантарасса шанать.

Вĕренÿ министрĕн Дмитрий Ливановăн сăмахĕнче те хурине шурă пек кăтартма тăрăшни сисĕнмерĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем чăннипех пур. Вăл интереслĕ самант çинче чарăнса тăчĕ: техника тата медицина вузĕсенчен вĕренсе тухакансем çулталăк хушшинче çăмăллăнах ĕç тупаççĕ иккен. Ĕçсĕррисен шутне тăракан çамрăксен çурри - юрист тата экономист дипломĕсене тин çеç илнĕ яшсемпе хĕрсем. Шухăшласа пăхмалăх пур.

Çапах министр ку енĕпе ĕç-пуç улшăнма тытăннине кăтартакан туртăма та палăртрĕ: кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменне физика, хими, биологи предмечĕсемпе тытма кăмăл тунă хĕрсемпе каччăсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ иккен. Ку предметсем шăпах техника, медицина специальноçĕсене вĕренме, çавнашкал ытти профессие алла илме кирлине шута илсен - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа мухтамалла кăна.

"Трактористсем" шурлăхран тухчăрах...

Дмитрий Медведев регионсенчи ĕç-пуçпа пайăррăн кăсăкланнă май чи малтан Чăваш Енри лару-тăрупа интересленчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче тулли ÿкерчĕк сăнларĕ. Ырри те пур, пăшăрхантараканни те çук мар.

2015 çулта ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтнă граждансен 82: ĕçе вырнаçтарнă. 2,8 пин çынна рынокра кирлĕ тĕрлĕ профессие вĕрентнĕ, вĕсем ĕçе вырнаçасси 99: танлашнă. Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисене кирлĕ çынсен шучĕ ĕçсĕр тесе регистрациленисен йышĕнчен икĕ хут та пысăкрах иккен. "Раççейри ĕç" порталта - Чăваш Республикинчи 12 пин ытла ĕç вырăнĕлĕх 3760 ваканси. Юлашки виçĕ çулта инвалидсем валли 720 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ - ку кăтартупа Чăваш Ен Раççейре те малтисен шутĕнче. Кăçал çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем валли бюджетран 392 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăн та, çак виçе пĕлтĕрхинчен 7: пĕчĕкрех.

Пăшăрхантаракан самантсен шутĕнче Михаил Васильевич пĕлтĕр кăна 27 пин çын официаллă мар майпа ĕçленине тупса палăртни çинчен каларĕ. Çапах чи çивĕч ыйту "Трактор завочĕсем” концернăн республикăри предприятийĕсемпе çыхăннă. "Трактористсен" 80: паян тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет. Михаил Игнатьев унта 2,7 пин çынна ĕçре упраса хăварма пултарнине палăртрĕ, çапах çирĕппĕн каларĕ:

- Патшалăх пулăшмасан завода упраса хăварма май çук. Дмитрий Анатольевич, сирĕн енчен лару-тăрăва ăнланнине куратпăр. Паллах, бенефициарăн, вăл паян хăй те кунта залра, хăйĕн те ĕçлемелле. Хăватсем пур. Мерăсем йышăнмасан промышленноç тракторĕсем тĕлĕшпе Раççейĕн импорта улăштарма пултаракан пĕртен-пĕр предприятине, трактор заводне, çухатма пултаратпăр. Унпа вара тата 20 предприяти тачă çыхăннă... "Трактор завочĕсем” концернри ĕç-пуç çивĕчленсен республикăра ĕçсĕрлĕх 7: çитме пултарать.

...Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕн сăмахĕсене тимлĕ итлерĕ, анчах "Трактор завочĕсем” тĕлĕшпе нимĕн те шарламарĕ. Канашлăвăн журналистсемшĕн уçă пайĕ çакăнпа вĕçленчĕ те - "алăк хупăннă" хыççăн "Промтрактор" ыйтăвĕ патне таврăнчĕç-ши? Ку ыйту хуравне кăшт каярах пĕлĕпĕр.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.