Комментари хушас

2 Пуш, 2016

Агрохимслужба тухăçа ÿстерме май парать

Агрономсем Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи «Агрохими службин чăваш патшалăх центрĕ» федерацин патшалăх бюджет учрежденине лайăх пĕлеççĕ.

Вăл ял хуçалăх пĕл­терĕшлĕ çĕр тĕлĕшпе мониторинг ирттерет, тăпра пулăхне лайăхлатма аграрисене сĕнÿсем парать, уй-хирĕн электрон карттограммипе паспортне хатĕрлет. Культурăсене азот мĕн чухлĕ кирлине пĕлес тĕллевпе тăпрапа ÿсентăрана тĕпчет, хуçалăх ĕçĕнче, кил-çуртра усă куракан шыв пахалăхне уçăмлатать. Тăпрана радиологипе токсикологи тĕпчевĕ витĕр кăларать. Минерал тата органика удобренийĕсен, хими мелиоранчĕсен, выльăх апачĕн тата ÿсентăранран хатĕрлекен апат-çимĕç пахалăхне палăртать. Çĕр ĕçченĕсене минерал удобренийĕсемпе усă курмалли план, тăпрана акшар /извеç/, фосфор тата кали хывмалли проектпа смета докуменчĕ, культурăсене тухăçлă çитĕнтермелли технологи картти туса парать.

Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1964 çулта «Ял хуçалăхĕнче патшалăхăн агрохими службине йĕркелесси çинчен» йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Сăнав поселокĕнчи Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнав станцийĕ çумĕнче агрохимин зонăри лабораторине уçнă. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ Хусан университечĕн биологи-тăпра факультетне пĕтернĕ И.М.Бардышев пулнă. Вăл 1964-1974 çулсенче лаборатори ĕçне йĕркелесе пынă, ăна оборудованисемпе тивĕçтернĕ, коллектива кирлĕ специалистсене пухнă.

Аллă икĕ çулта агрохимслужба ячĕ нумай улшăннă, çав-çавах вăл халĕ те ял хуçалăхне тĕкĕлет. Пурлăхĕ чылай çул республика харпăрлăхĕ шутланнă. 1999 çулта федераци учрежденийĕ туса хунă май çурт-йĕрĕпе оборудованийĕсем Раççей Федерацийĕн харпăрлăхне куçнă.

Коллектив пĕчĕк мар. Ĕç укçи тÿлеме, учреждени умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама Раççей хыснинчен укçа уйăраççĕ. 2011 çултанпа агрохимслужбăна Александр Петрович Коршунов ертсе пырать. Учреждени ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлассишĕн нумай тăрăшать. Тĕрлĕ тапхăрта С.Т.Ишмуратов, Е.И.Григорьев, Ю.А.Алек­сандров, А.П.Белков, А.А.Ан­дри­­анов, В.М.Ефимов, Г.И.Чернов директор пулнă.

Агрохимслужбăна йĕркелесенех тĕллевĕсем хальхи пек нумай енлĕ пулман. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене чылай хушнă. Учреждени специалисчĕсем ÿсентăрана химизацилемелли документацие этеме химипе хăрушлăха кĕртсе ÿкерме юраманнине тата унпа перекетлĕ усă курмаллине тĕпе хурса хатĕрленĕ. 1975 çулта ял хуçалăхĕн радиологийĕпе токсикологийĕн пайне уçнă. Вăл республикăн кашни районĕнчен тăпра тĕслĕхне илсе хими тытăмĕпе радионуклидсен, гамма-фон шайне палăртнă. Радионуклидсен кăтартăвĕ 40 çулта тăпрара та, ÿсентăранра та нормативра пăхнă хисепрен пысăкрах пулман.

Аграрисем çумкурăка пестицидсемпе тухăçлă пĕтереççĕ. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри /ГХЦГ, ДДТ/ тăпрара пухăнса пырать. Вĕсен çăралăхне палăртма 1976 çултанпа республикăри 80 уйран тăпра илсе тĕпченĕ. Çак ĕçе халĕ те пурнăçлаççĕ.

Уй-хирте агрохими ĕçĕсем пурнăçлама 1976 çулта проект-технологи документацийĕ хатĕрлекен пай тунă. Унăн сотрудникĕсем тăпрана пулăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ.

Тăпра тытăмне, выльăх апачĕн, ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхне тĕпчеме агрохимин 18 районти пĕрлешĕвĕнче лаборатори уçнă. Кашнинчех специалистсене, тăпрана пулăхлатакан механизаторсен отрядне çирĕплетнĕ. СССР Министрсен Совечĕ кашни регионтах «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ туса хума хушсан ăна пирĕн республикăра та йĕркеленĕ, ертсе пыма А.И.Кушкова шаннă. Унăн уйрăмĕсем хуçалăхсене пысăк пулăшу панă. Вырăнсенчи агрохимслужбăна вĕсен тытăмне кĕртнĕ.

- Агрохимиксенчен çаксене ырăпа асăнас килет: Г.В.Михайлов, Г.М.Са­пунова, З.П.Короткова, Е.И.Сереги­на, Н.Л.Александрова, Е.М.Еф­ремова, С.П.Шалтынов, А.Г.Соловьев, Ю.А.Илюшкин, М.Л.Иванов, А.И.Павлов, А.В.Федоров, В.Н.Степанов, В.К.Сергеев, С.Г.Волков, А.В.Калеев, - терĕ учрежденин хальхи ертÿçи А.Коршунов.

«Чăвашсельхозхими» тăпрана хими мелĕпе маларахринчен ытларах пулăхлатнă. Сăмахран, 1986 çулта çеç 85 пин га çинче ăна комплекслă культурăлантарнă.

1983 çултанпа уйри тăпрари гумус, 1986 çултанпа куçакан микроэлементсем, 1992 çултанпа йывăр металсем мĕн чухлĕ пулнине тĕплĕн тĕпчеççĕ. 2001 çултанпа ĕçре «Полис» геоинформаци тытăмĕпе усă кураççĕ. Вăл цифра карттисене, агрохими кăтартăвĕсене хатĕрлеме май парать.

Учреждени сотрудникĕсем ял хуçалăх специалисчĕсене кирлĕ кĕнеке-брошюра нумай çырса пичетленĕ. А.П.Белков, А.А.Андрианов, Г.И.Чернов, М.А.Потапов, В.М.Ефимов наука кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Хальхи вăхăтра учрежденире наукăн пĕр докторĕ тата наукăн икĕ кандидачĕ вăй хураççĕ. Н.И.Баранов, А.М.Хотин, Г.П.Янеев, А.П.Белков, В.Н.Николаев, М.А.Потапов, А.П.Коршунов - Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. 30 сотрудника Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.

- Эпир ял ĕçченĕсене пысăк тухăç илмешкĕн пулăшма яланах хатĕр! - терĕ Александр Петрович. - Пирĕн пата килсех çÿрĕр, телефонпа /61-0-24/ шăнкăравлăр.

n Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.