Комментари хушас

2 Пуш, 2016

Пирĕн халăхăн историйĕ пуян та мухтавлă

Тăван халăх историйĕпе кăсăкланакан, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан икĕ çамрăк - Юрий Михеев тата Юрий Сергеев - чăваш нацийĕн кун-çулне /пирĕн эрăччен III ĕмĕртен пуçласа XIII ĕмĕр çурриччен/ кăтартакан "История великого народа" документлă фильм ÿкернĕ. Пĕри историе çынсене ăнланмалла каласа кăтартма пĕлни тата тепри çав калаçăва экран çине вырнаçтарма пултарни вĕсене çак проекта кун çути кăтартма май панă.

Юрий МИХЕЕВ, сценари авторĕ, продюсер.

1982 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче çуралнă. Мăн Этмен шкулĕнче, Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетне пĕтернĕ.

Юрий СЕРГЕЕВ, режиссер.

Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра искусствăсен факультетĕнче, С.А.Герасимов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăх кинематографи институтĕнче вĕреннĕ, Наталья Тапкова кинорежиссер-документалист мастерскойĕнче ăсталăхне туптанă.

- Тăван халăх историйĕпе хăçан кăсăкланма пуçларăр?

Ю.МИХЕЕВ: Шкулта, 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне. Çамрăк специалист, истори учителĕ Николай Иванович Полозин кăсăклантарса ячĕ. Вăл мана хушма литература нумай паратчĕ, чылай япалана пĕрле сÿтсе яваттăмăрччĕ. Эпĕ информацие "çăтнипе” кăна çырлахман. Истори пулăмĕсем çинчен вуланă чухне хама çав вăхăт çынни пек туйса илеттĕмччĕ.

Темле самантра пуçра шухăш вĕлтлетсе илчĕ: вăл е ку халăх ăçтан пулса кайни, аталанса пыни çинчен тата ыттине те лайăх пĕлетĕп. Тăван халăх иторийĕ пирки сăмах пуçарсан вара - пушăлăх. Информаци çук мар, пур, анчах вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмаççĕ, темле хирĕçÿллĕ. Юхма Мишшипе паллашнă хыççăн çак пушăлăх тулма пуçларĕ. Вăл мана чылай тĕпчевçĕн ĕçĕсене вулама сĕнчĕ. Тĕрлĕ литературăна шĕкĕлченĕ хыççăн куç умне тăван халăх епле пулса кайнине, аталанса пынине кăтартакан пĕр пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк тухса тăчĕ.

Юлташсемпе те ку ыйтăва час-часах сÿтсе яватпăр. Анчах, шел, йăх-тымарĕ чăваш пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн пирки вырăс тесе калать. Акă Илья тусăм - паллă чăваш писателĕн мăнукĕ, анчах вăл хăй чăваш пулнине йышăнмасть. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Мĕншĕн тесен çынсем йăх, çемье, наци историне пĕлмеççĕ, чăваш халăхĕ чыссăр тесе шутлаççĕ, тăван чĕлхепе калаçма вăтанаççĕ. Ăçтан эпир? Ăçталла каятпăр? Ыйтăма 300 çынна хутшăнтартăмăр, 300 тĕрлĕ хурав илтĕмĕр: чăваш халăхĕ епле пулса кайнине кашни хăйне майлă ăнлантарать.

- Хăвăр пĕлнине çынсем патне çитерес килни сире кино ÿкерме хистерĕ-тĕр?

Ю.М.: Чăнах та, çынсене кăсăклантарма пултаракан документлă истори фильмĕ ÿкерес кăмăл çуралчĕ. Юлташсем те çак шухăша ырласа йышăнни мана хавхалантарса ячĕ, сценари çырма пуçларăм. Юхма Мишши нумай пулăшрĕ. Виçĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн ăна та тивĕçтерекен, мана та килĕшекен сценари "пиçсе" тухрĕ. Фильма ÿкерме пуçласан укçа, администраци, технологипе пултарулăх ĕç-хĕлне те хам çине илтĕм. Çак хушăра манăн юлташ, картина режиссерĕ Юрий Сергеев чăваш халăх историне тĕплĕ вĕренчĕ.

Ю.СЕРГЕЕВ: Юхма Мишшипе çывăх паллашни манăн пурнăçа, шухăш-кăмăла пачах урăх çулпа пăрса ячĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулĕ унччен те кăсăклантарнă-ха, анчах ун пирки документлă фильм ÿкеретĕп тесе нихăçан та шухăшламан. Мĕншĕн эпир хамăрăн йăх-несĕлсем пирки нимĕн те пĕлместпĕр? Мĕншĕн чăваш ачисем тăван чĕлхерен писсе пыраççĕ? Çаксем пирки шухăшласа кĕрсе каятăп та - кăмăл хуçăлать. Чĕлхене мансан халăх пĕтет-çке. Хамăн пĕчĕк ывăла /çулталăкра вăл/ чăвашла калаçтаратăп, аслашшĕ-асламăшĕн чĕлхине пĕлсе ÿстĕр.

Мĕн пытармалли: хальхи вăхăтра çамрăк ăру кĕнеке вуласшăнах мар, телевизорпа компьютертан информаци пухать. Çакна шута илсе тăван халăх историйĕпе кино урлă паллаштарас терĕмĕр.

- Картинăна хăçан ÿкерме пуçларăр? Йывăрлăхсем сиксе тухмарĕç-и?

Ю.С.: Пĕлтĕр çу уйăхĕнче ĕçе пикентĕмĕр. Проект питĕ нумай çынна пĕрлештерчĕ. Денис Сятрайкин ертсе пыракан истори клубĕ нумай пулăшрĕ. Вĕсем пире Атăлçи пăлхарсен тата монголсен тумĕсемпе тивĕçтерчĕç. Виçшер тум кăначчĕ, çапах та компьютер пулăшнипе пĕтĕм çара тумлантарма çитрĕ. Андрей Беликов атаман пулăшăвĕ питĕ вырăнлă пулчĕ. Вăл пире лашасем пачĕ, укçа та ыйтмарĕ. Йышлă халăх ролĕнче энтузиастсем пулчĕç.

Тĕп сценăсене Тутар Республикинчи Аксу районĕнче ÿкернĕ. Çак тăрăх, тĕрĕссипе, Атăлçи Пăлхар территорийĕ, кунта хĕрÿ çапăçусем пулнă. Халĕ те çынсем авалхи тĕрлĕ япала тупаççĕ. Интереслĕ пулса тухать: ĕçлеме пуçлатăн та кирлĕ çынсем тупăнсах пыраççĕ. Руна çырăвĕллĕ чулсем çинчен сахал мар илтнĕ, анчах Тутар Республикине пĕрремĕш хут кайсан тупаймарăмăр вĕсене. Иккĕмĕш хутĕнче пĕлекен пĕр çын тĕлне пултăм. Çавнашкал чулсем ку тăрăхра темиçе те пулнă иккен, анчах вĕсене çынсем никĕс яма илсе кайса пĕтернĕ. Пĕрне фильм валли ÿкертĕмĕр. Тепри масар çинче выртать, унта кайма килĕшмерĕм.

Документлă фильм - вăл хăйнеевĕр кăткăс жанр. Унта профессионал актерсем вы­лямаççĕ, кирек хăш самантра вăл е ку кĕтменлĕх сиксе тухма пултарать. Тутарстанра ĕçленĕ чухне тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн фильмра интервью паракан хĕрарăм çинчен ăнсăртран пĕлтĕмĕр. Вăл инвалид, утаймасть. Анчах ĕмĕр тăршшĕпех тăван тăрăх историне тĕпчет, ултă кĕнеке кăларнă.

- Фильма ÿкернĕ чухне мĕнле ăслăлăх ĕçĕсене тĕпе хутăр? Камсем сĕнÿсем парса пулăшрĕç?

Ю.С.: Эпир ăслăлăх фильмĕ ÿкерме тĕллев лартман. Тата, шел те, пирĕн халăх историне туллин тата тĕрĕс çутатакан никĕс çителĕксĕр. Тĕрлĕ верси, гипотеза - темĕн чухлех. Ăсчахсем ку енĕпе татăклă хурав параймаççĕ, пуçламăш утăмсем кăна тăваççĕ-ха. Çакна эпир фильмпа ĕçлеме пуçласан лайăх ăнлантăмăр. Василий Дмитриев, паллах, нумай ĕçленĕ, вăл тăван халăх историне нумай тĕпченĕ, лайăх пĕлнĕ. Унăн ĕçĕсем чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа документлă-илемлĕ жанра суйласа илтĕмĕр. Истори наукисен кандидачĕ Сергей Щербаков пирĕнпе ĕçлеме килĕшрĕ. Унăн Ашмарин ĕçĕсем çинче никĕсленнĕ сăмахĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, ăсчахăн цитатисем фильма пуянлатаççĕ.

- Кадр хыçĕнчи сасă камăн? Вăл питĕ хăйнеевĕрлĕ, ăс-тăна тыткăнлать, тимлĕхе ÿстерет...

Ю.С.: Александр Котовпа /сăмах май, "Клон”, "Семейные узы”, "История любви” телесериалсенчи чылай арçын унăн сассипе калаçнă. - Авт./ Мускавра сасă режиссерĕнче ĕçленĕ чухне паллашса çывăх туслашнăччĕ. Питĕ пултаруллă çын вăл. Тин кăна сценари илсе килсе параççĕ. Вăл вара çав самантрах фильма кирлĕ интонаципе куçарса та хурать. Халĕ те тĕлĕнсе пĕтерейместĕп: мĕнле çапла тума пултарать вăл?

Фильм ÿкересси çинчен пĕлтерсен вăл тÿрех килĕшрĕ. "Хирĕçлеме пултараймастăп. Эсир тăван халăхшăн пысăк ĕç тăватăр”, - терĕ вăл. Кĕçех Мускавра хамăрăн фильма кăтартатпăр, унта ăна та чĕнетпĕр.

- Фильм премьери раштавăн 25-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртрĕ. Иккĕмĕш хут - Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче. Ăсчахсен умĕнче хăвăра мĕнле туйрăр?

Ю.С.: Амбразурăна кĕнĕ пекех пулчĕ. Ятлă-сумлă, нумай çул тĕпчев ĕçĕпе пурăнакан ăсчахсен умĕнче яваплăх та пысăкрах. Паллах, чылайăшĕ фильмри хăшпĕр самантпа килĕшмесен те пултарать. Обћективлă кирек епле критикăна та йышăнма хатĕр эпир. Тĕрĕссипе эпĕ, режиссер пек, чăваш халăхĕн чăн историне кăтартассине тĕпе хуман. Пачах урăх тĕллев - чăвашсен йăх-несĕлĕсен пурнăçĕ çав çулсенчех мĕн таран пуян, анлă, мăнаçлă пулнине кăтартасси - пулнă.

Ю.М.: Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и? Чăн-и е чăн мар-и? Паллах, тавлашусем пулаççĕ. Анчах фильмра истори пулăмĕсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пыраççĕ, çакна хирĕçлеме çук. Эпир тĕпчевçĕсен ĕçĕсене пусăм тăватпăр, вĕсем чăвашсем Атăлçи Пăлхарсен йăх тăсăмĕсем пулнине туллин çирĕплетеççĕ. Паллах, тĕрлĕ теори пур. "История великого народа" фильм вара - пирĕн тĕнчекурăм.

Ÿкерме пуçличченех фильм çынсем çине мĕнле витĕм кÿрессине пĕлсе тăнă эпĕ. Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, истори наукисен кандидачĕ Геннадий Тафаев, культурологи докторĕ Владимир Васильев, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов скульптор, ыттисем те лайăх хак пачĕç, ăна шкул программине кĕртме, вĕренÿ заведенийĕсенче кăтартма сĕнчĕç. Çак произведени тĕрлĕ шухăшлакан çынсене пĕр шухăш патне илсе çитерчĕ. Акă мĕн савăнтарать.

- Фильм çакăнпа кăна вĕçленессĕн туйăнмасть. Пирĕн халăхăн историйĕ вăрăм та пуян пулнине шута илсен малалли пулатех пулĕ...

Ю.М.: Паллах. Монголсем тапăнса кĕнипе пĕрремĕш тапхăр вĕçленет. Кăтартмалли, каласа памалли вара чăнах та чылай: Тамерлан тапăнса килнинчен пуçласа хальхи саманачченех. Трилоги кăна мар, пятилоги е чăваш наци историйĕн хăйнеевĕр ярăмĕ пулĕ вăл. Нумаях пулмасть пысăках мар киностуди "Михеев-продакшн" йĕркелерĕмĕр. Фильма малалла ÿкерме фонд пухатпăр. Лайăх кино тума нумай укçа кирлĕ. Пĕрремĕшне хамăр вăйпах кун çути кăтартрăмăр. Хăшпĕр пуян çынран пулăшу ыйтрăмăр, анчах пĕри те килĕшмерĕ. Çакăн хыççăн "пурнăçа улăштарас тесен тилхепене хăвăн аллуна ил" принципа тĕпе хурса ĕçе пикентĕмĕр вара.

- Юрий, эсир фильм продюсерĕ, ăна кун çути кăтартас тесе хăвăр кĕсьерен сахал мар нухрат кăларнă. Шел пулмарĕ-и?

Ю.М.: Кĕскен каласан - аль­труист эпĕ. Пĕлтĕр манăн е хваттер туянмаллаччĕ, е... Эпĕ иккĕмĕшне суйласа илтĕм: кино ÿкерме пуçларăм. Пурнăçра пĕлтерĕшлĕ тата питĕ пĕлтерĕшлĕ япаласем пур. Хăшĕ сана çывăхрах - ăна хăв палăртатăн. Маншăн çав вăхăтра кино ÿкересси пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

  ХАКЛАВ
 

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ пĕтĕмлетÿллĕ конференцире «История великого народа» фильма кăтартас умĕн учреждени директорĕ Юрий Исаев «ăна истори фильмĕ тесе хакламалла мар, кунта авторсем чăваш халăх историне хăйсем мĕнле курнине кăтартаççĕ* çак фильма пирĕн аслă ăрусене хисеплесе ÿкернĕ, çавăнпа вăл общество тимлĕхне тивĕç» тесе палăртнăччĕ. Чăваш чĕлхине, культурине, историне, этнологине тĕпчекенсем фильма мĕнле хак параççĕ-ха?

Георгий МАТВЕЕВ, истори наукисен кандидачĕ:

- Кунашкал фильмсем кирлĕ, ытларах пулсан аванрах та. Паллах, çак ĕçре лайăххи те пур, кăлтăксем те çук мар. Унсăр епле-ха? Çапах та пĕрремĕш опыт. Гуманитари институчĕн ĕçченĕсене консультант пек фильма явăçтарманни, ман шухăшпа, çитменлĕхсен шутĕнче. С.Щербаков аван комментарисем парать-ха. Анчах вăл ку темăпа ятарласа ĕçлемен. М.Юхма витĕмĕ вăйлă палăрать. Унăн хăйĕн идейисем, шухăшĕсем. Михаил Николаевич - маттур çын, чăваш халăхне çĕклеме тăрăшать, анчах истори факчĕсем çине таянсан вырăнлă пулĕччĕ.

Пĕтĕмĕшле - «История великого народа» фильма лайăх хак паратăп. Çакăн евĕрлисене татах ÿкересчĕ. Кунашкал проектсене институт сотрудникĕсене явăçтарма сĕнесшĕн.

Виталий РОДИОНОВ, филологи наукисен докторĕ:

- Специалистсем, тен, фильмра шăйрăксем те тупма пултарĕç. Анчах шкул ачисемшĕн, чăваш халăх историне пĕлмен çынсемшĕн çак фильм - питĕ лайăх ĕç. Ăна шкулсенче, телекуравпа кăтартмалла, «çавра сĕтелсем» ирттермелле. Фильма хурлас е тиркес тĕллевпе мар, ку енĕпе малалла мĕнле ĕçлемелли пирки калаçмалла. Кунашкал ĕçре чăваш халăх историне тарăнрах, тĕплĕнрех тĕпчекенсен канашĕ вырăнлă пулĕччĕ.

Фильмра оператор ăсталăхĕ вăйлă курăнать. Пĕр материала тĕрлĕ майпа - «хытса ларнисемпе» те, çĕнĕлле те - кăтартма пулать. Фильмра вара куракан чунне хускатма пултаракан меслетсемпе, ятарлă эффектсемпе анлă тата пĕлсе усă курнă.

Юрий ГУСАРОВ, истори наукисен кандидачĕ:

- Наука тĕлĕшĕнчен пăхса хакласан - фильмра гипотеза нумай. Чылай ăсчах этногенез çине урăхла пăхать. Çапах та, манăн шухăшăмпа, çак фильм ачасемшĕн, çамрăксемшĕн питĕ усăллă. Вăл çитĕнекен ăрăва тăван халăх историйĕпе кăсăклантарса яма пултарать. Эпир, ăслăлăх çыннисем, ку фильма вĕренÿ заведенийĕсенче кăтартнине пĕрре те хирĕç мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.