Комментари хушас

2 Пуш, 2016

Эрехе сивлетĕр, чечек парнелетĕр...

«Эрехе сивлетĕр, пирус тĕтĕмĕнчен упратăр, чечек яланах парнелетĕр», - çакăн çинчен кашни хĕр-хĕрарăм шухăшлать. Çутă ĕмĕтпе пĕр килекен юратнă арçынна ăçтан тупмалла-ха? Ку енĕпе сĕнÿ-канашпа пулăшакана тупаймăр. Тен, ун пеккине статистика кăтартăвĕсене тĕпе хурса палăртмалла? Тытăнса пăхар-ха эппин...

Ялта тĕпленнĕ арсене чи малтан хак пани вырăнлă пулассăн туйăнать. Сăлтавĕ те пур: Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ çывхарса килет. Анăçри çĕршывсем санкцисем çирĕплетнĕ условисенче унăн пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк.

Ялти паянхи арçын

Çĕршыва, республикăна хамăр патра туса кăларнă çимĕçпе туллин тивĕçтерессишĕн çĕр ĕçченĕ яваплă пулса тăчĕ. Çыравра çавна май ял хуçалăх организацийĕсем малта пыракансен опытне ĕçе кĕртни, вĕсем кредитпа усă курни, бюджетран субсиди тата дотаци илни çинчен ыйтса пĕлĕç.

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 577,3 пин арçын шутланнă. Вĕсен 41 проценчĕ ялта тĕпленнĕ: çавсенчен 22,4 пинĕшĕ е 9 проценчĕ - 50-54 çулсенче.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн юлашки çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, ялта пурăнакан 16 çултан иртнĕ арçынсенчен чылайăшĕ /61 процент/ çемье çавăрнă, çав вăхăтрах 10 проценчĕ саккун йĕркипе мăшăрланма васкамасть, хут уйăрттармасăр пурăнать. Урçасем - 5, уйрăлнисем 6 процент шутланаççĕ, 30 çул урлă каçнисен 14 проценчĕ - хусах.

15 çултан иртнисен 46 проценчĕ профессин аслă тата ун хыççăнхи, тулли мар аслă, вăтам тата пуçламăш пĕлĕвне илнĕ, 30 проценчĕ вăтам шкул пĕтернĕ. 2015 çулта ялти 3559 арçын авланнă, çав шутра 32 урçа. Малтан уйрăлнисенчен 488-шĕ тепĕр хут мăшăрланнă. Пĕрлешекенсем 25-29 çулсенчисен йышĕнче самай /41:/.

Çемье вучахне тытса тăма пултарайманнисем те çук мар: 1118-шĕ /республика кăтартăвĕн 28 проценчĕпе танлашать/ уйрăлнă. Унашкаллисем 30-34 çулсенчисен йышĕнче ытларах /23:/.

Иртнĕ çул ялти арсенчен 4,2 пинĕшĕ е 1000 çын пуçне 17,6-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Ку кăтарту хуларинчен 1,4 хут пысăкрах. Чĕрепе юн тымарĕн чирĕсене пула 1,3 пин /е ялти арçынсен вилĕмĕн 32:/ çыннăн кун-çулĕ татăлнă. Иккĕмĕш сăлтавпа - медицинăпа çыхăнманнисене пула /çул-йĕр аварийĕнче, инкек-синкекре/ вилнисем автансăр яла куçнисен йышĕнче 22 процент шутланаççĕ. Виççĕмĕш сăлтав - онкологи амакĕ, тĕрлĕ шыçă /13:/.

Арçынсем вăтамран 62,59 çул пурăнаççĕ е хĕрарăмсенчен 13,49 çул сахалрах.

Ĕмĕре епле тăсмалла-ха? Ял çыннисене илес-тĕк, вĕсем апат тиркемеççĕ, мĕн пуррипе çырлахаççĕ. Çакна апатлану рационĕн 2013 çулта пĕрремĕш хут ирттернĕ статистика сăнавĕ аван çирĕплетет. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, ку енĕпе хула халăхĕн лару-тăрăвĕ тăнăçлăрах. Тĕслĕхрен, выльăх е чăх ашне куллен е кун сиктерсе çимешкĕн ялти арçынсен 91,5 проценчĕ пултарать-тĕк, хуларисен - 95,1 проценчĕ. Пулăран хатĕрленĕ çимĕçпе пĕрремĕшĕсен 35,6 проценчĕ çырлахать пулсан, иккĕмĕшĕсен - 35,8 проценчĕ. Сĕт юр-варне куллен е эрнере темиçе хут астивекен арсем ялта - 76,7, хулара - 78,1 процент. Чăннипех тĕлĕнмелле: çĕр çинче тĕпленнĕ кашни çыннăн хушма хуçалăх пуррине пăхмасăр вĕсем ешĕл пахчаçимĕçпе улма-çырлана хуларисенчен сахалрах çиеççĕ. 52,1 проценчĕ сĕтел çине пахчаçимĕç /хулара - 72,1/ куллен лартать, улма-çырла тĕлĕшпе те çакнашкал ÿкерчĕкех: 56,9 тата 68,8 процент. Макарон-кĕрпене 82,9 проценчĕ кăмăллать /хулара - 94,6:/. Çăкăр вара сĕтел çинчен татăлмасть.

Ĕç шыраса - çичĕ юта

Ял халăхĕн миграци куçăмĕ пысăк, уйрăмах 18-35 çулсенчисен: вĕренме каяççĕ, ĕç условийĕсем, шалу тивĕçтерменнипе, илĕртÿллĕ вырăн çуккипе хуланалла туртăнаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр 9335 ар тухса кайнă, куçса килнисем 7636 пулнă. 14 çултан иртнисен 35 проценчĕ республика тулашне çемье е хăйĕн лару-тăрăвне пула куçнă, 24 проценчĕ - ĕç шыраса.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ пĕлтĕр 14636 тенкĕпе /2014 çулхин 113,5 проценчĕ/ е республикăн пĕтĕм экономикинчи вăтам кăтартăвăн 69 проценчĕпе танлашнă. Унăн чи пысăк виçи - Шупашкар, чи пĕчĕкки Улатăр районĕсенче.

Ĕçлев ыйтăвĕсемпе суйласа илсе ирттернĕ тишкерÿ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, экономикăна пуçаруллă хутшăнакан 15-72 çулсенчи арсем 2015 çулта вăтамран 141,6 пин çын шутланнă, вĕсенчен 94,1 проценчĕн тупăш кÿрекен ĕç пулнă. 5,9 проценчĕ - ĕçсĕр: вĕсен 58 проценчĕ - 20-39 çулсенчи арçынсем.

Ĕçрен пушă вăхăтри чун туртăмĕ ял арĕсен мĕнпе çыхăннă-ха? 2014 çулта халăхăн пурнăç условийĕсене пур енлĕн тĕпченин кăтартăвĕсем тăрăх - 58,5 проценчĕ пуçаруллă канăва кăмăллать: çав йышран 44,2 проценчĕ - хоккея, футбола, волейбола, 23,9 проценчĕ - туризма, 18,3 проценчĕ - спорт секцийĕсене, 13,9 проценчĕ - шывра ишнине, 1 проценчĕ - фитнеса. Канма пĕлменнисем сăлтавне вăхăт çуккипе е кăмăл пулманнипе ăнлантараççĕ.

Паллах, пур арçынна та пĕр виçепе хаклаймăн. Çапах ялтисене çывăхлатаканни пурах: вĕсене ыйхăран будильник мар, автан вăратать, вырăн çинче ачашланса выртаймăн - выльăха тăрантармалла, сад-пахчара чакаланмалла. Тĕрĕссипе, унăн чун киленĕçĕпе аппаланма майĕ те сахалрах. Çапах ялти арсем, пĕтĕмĕшле илсен, хуларисенчен ырăрах, чунпа пуянрах, пурнăç тути-масине лайăх чухлаççĕ тата пĕр-пĕрне пулăшсах тăраççĕ.

Ĕмĕтри мар паллах, çапах пурнăç тыткăчи

Ялти арçыннăн паянхи вăтам сăнарне шурă юланута утланнă маттурăннипе танлаштараймăн. Çапах ăна тиркеме сăлтав çукрах: вăл 50 çултан иртнĕ, вĕреннĕскер, пуçарулăхпа палăрса тăрать, çемье пахалăхĕсене тивĕçлипе хаклать. Республика экономикин ытти тытăмĕнчипе танлаштарсан шалăвĕ пысăк мар. Апат тиркеменни арăмĕшĕн чăн ырлăх шутланать, пушă вăхăтра кĕрĕк арки йăваласа выртмасть.

Çитменлĕхĕ - сывлăхне упрамашкăн, сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн тăрăшмасть. Ку енĕпе ăна пулăшмалла. Çемье тĕрекĕпе шанчăкĕ телейлĕ те сывă пулни пуриншĕн те усăллă вĕт...

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.