Комментари хушас

27 Нарăс, 2016

«Пулăшма пултарни савăнăç кÿрет»

«Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексĕнче тăрăшакан Ирина Ватюкова çынна яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар «Раççей хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ вăл. Ирина Апполоновна 1983 çулта, Шупашкарти техникумра вĕреннĕ вăхăтрах, юн тÿлевсĕр пама пуçланă. «Инкеке лекнĕ çыннăн ĕмĕрне тăсма май килни - калама çук пысăк савăнăç. Çакăнта манăн тÿпе те пурри пушшех хăпартлантарать», - тет хĕрарăм.

Ирина Апполоновна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Иккĕмĕш Чурашра çуралса ÿснĕ. Вăл спортпа туслă. Хĕлле йĕлтĕр сырса тухать, çулла чупать. Пушă вăхăтра яла амăшне пулăшма çÿрет. «Манăн анне нихăçан та ĕçсĕр лармасть: выльăх-чĕрлĕх тытать, пахчаçимĕç çитĕнтерет», - калаçăва тăсать ырă кăмăллăскер. Сăмах май, унăн амăшĕ Евгения Гавриловна асламăшĕпе çитĕннĕ. «Икĕ çунат айĕнче çуралтăм та пĕрин ăшши те юлмарĕ», - хăйне пурнăç парнеленĕ çынсем çут тĕнчерен час уйрăлса кайнăшăн çаплипех хурланать хĕрарăм. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă ашшĕн сăнне ас тумасть. Тăххăра çитсен ял халăхĕпе пĕрле амăшне юлашки çула ăсатнă вăл. Пĕчĕклех мăн çын вырăнне ĕçлеме хăнăхнăскер йывăрлăхсене парăнман.

Ирина Ватюковăн хĕрĕ те амăшĕнчен юласшăн мар. Алевтина виçĕ хутчен юн панă ĕнтĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.