Комментари хушас

27 Нарăс, 2016

Тĕрĕсленмелле те сипленмелле

Чи малтанах, диспансеризаци этем пурнăçĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет.

Сывлăхăн хăш ушкăнне кĕртнине кура пациентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш ушкăнрисемпе профилактика тĕлĕшĕпе калаçу йĕркелетпĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнетпĕр. Усал йăларан хăтăлмашкăн вĕрентме те тивет.

Сывлăх виççĕмĕш ушкăнрисем çинчен вырăнти терапевта пĕлтересси, шала кайнă чирсене шута илесси пĕлтерĕшлĕ.

Тĕслĕхрен, хăш-пĕр çын нумай туртать тата ĕçет. Сывлăх хавшанине туймасть пулин те çакă ырри патне илсе çитерменнине пĕлет вăл. Çавăнпах тĕрĕслев витĕр тухас килĕ унăн.

Анкета чĕре тата юн тымарĕсен, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсене, усал шыççа, туберкулеза тупса палăртма май парать. Пациентăн 40 ыйтăва хуравламалла. Диспансеризаци йĕркине хушупа çирĕплетнĕ.

Малтанхи кăтартусене пăхса диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне палăртаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче чĕре тата юн тымарĕсен, ÿпке шала кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа нушаланакансене уйрăм ушкăна кĕртетпĕр. Раççейре çут тĕнчерен уйрăлакансенчен 75 проценчĕ шăпах çак чир-чĕрпе аптăрани паллă.

Диспансеризаци вăхăтĕнче онкологи анлă сарăлнă чирĕсене тупса палăртма май пур. 2015 çулта Хула клиника центрĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче 188 çыннăн усал шыçă аталанма пуçланни çирĕпленнĕ. Пĕлтĕрхи 11 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: 7860 çын тĕрĕсленнĕ, вĕсенчен 1480-шĕн чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем вăй илес хăрушлăх пысăк, 2950-ĕн /диспансеризацие хутшăннă халăхăн 40 проценчĕ/ юн пусăмĕ виçерен иртнине палăртнă.

Инфекципе çыхăнман шала кайнă чир çак сăлтавсене пула та аталанать:

рациона пăхăнмасăр

апатланни 72,6%
юнри холестерин виçи пысăк пулни, çу ылмашăвĕ пăсăлни 37,1%
юн пусăмĕ виçерен
пысăкланни 31,1%
сахал хусканни 25,%
туртни 12,9%
самăрланни 14,6%
эрех ытлашши ĕçни 5,5%
юнри глюкоза шайĕ ÿсни 7,0%

Поликлиникăра кашни эрнерех Сывлăх шкулĕ ĕçлет. Унта чĕре, хырăмлăх шыççи, бронх астми, сахăр диабечĕ тавра калаçу йĕркелеççĕ. Кашни специалист графикпа килĕшÿллĕн уйăхне 4 урок ирттерет. Чăваш Республикинчи паллă лекторсем те сăмах илеççĕ. Шăмăпа сыпă тытăмĕн чирĕсемпе аптăракансене те нумаях пулмасть уйрăм ушкăна пуçтартăмăр.

Пурне те Хула клиника центрĕнче диспансеризаци тухма чĕнетпĕр. Уйăхăн виççĕмĕш тата тăваттăмĕш шăматкунĕнче пирĕн патра Уçă алăксен кунĕ иртет. Ыйтусем пулсан 23-49-13 тата 23-49-14 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.

Татьяна ПРОКОПЬЕВА,

Хула клиника центрĕн пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн ертÿçи.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.