Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Тĕрĕс сăмах чул ватать

2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çывхарса килет. Елчĕк тăрăхĕнче çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Çивĕч ыйтупа Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Людмила Алексеевна Горшкова паллаштарать.

- 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерессипе районта ятарлă йышăну кăларнă, 18 çынран тăракан комисси йĕркеленĕ, план тунă, ял тăрăхĕсем çумне кураторсем çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр ку ыйтупа виçĕ лару иртнĕ, хатĕрленÿ тапхăрĕ мĕнле пынине пăхса тухнă.

Елчĕк тăрăхĕнче ял хуçалăх таварне туса илекенсен 5 списокне тунă: ял хуçалăх организацийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, сад, пахча, граждансен коммерциллĕ мар дача пĕрлешĕвĕсем, хушма хуçалăх тытса пыма, уйрăм çурт-йĕр лартма çĕр илнĕ граждансем. РФ Ял хуçалăх министерствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра пĕлтĕр утă уйăхĕн1-15-мĕшĕсенче хушма хуçалăхсене тишкернĕ, вĕсемпе кăтартусене çĕнетнĕ. Елчĕк районĕнче 9388 хушма хуçалăха шута илнĕ ?2006 çулти çырав тăрăх 9037 пулнă%.

Районта «Таябинка» сад пĕрлĕхĕ пур. 8,8 гектар çинче 176 участок, çав шутра 42-шĕпе усă курманни курăнчĕ. Лару-тăрупа вырăнта паллашма район ертÿçисем те çула тухрĕç. Çум курăк пусса илнĕ участоксем кăмăла хуçаççĕ паллах.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - Елчĕк районĕнче çыравра 19 ял хуçалăх организацине, 109 фермер ?хресчен% хуçалăхĕпе уйрăм пайтаçăна, граждансен 9388 уйрăм хуçалăхне, 1 сад пĕрлĕхне тата унти 13 участока шута илĕç.

- Хатĕрлев тапхăрĕнчи тепĕр утăм - хуçалăх кĕнеки. Ку енĕпе мĕнлерех-ши районта?

- Елчĕк районĕнчи 9 ял тăрăхĕпе 170 хуçалăх кĕнеки, ăна электрон мелĕпе те йĕркеленĕ. Вĕсенче 9516 пайăр счет уçнă, çав шутра 9388-шĕ кăçалхи çыравра шута илмелли объектсем. Унта кашни хушма хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ, усă куракан çĕрĕ, сад-пахчи, улма-çырла йывăççи, ял хуçалăх техники... пирки кăтартусем пур. Çуллен утă уйăхĕнче ял тăрăхĕн специалисчĕсем хушма хуçалăхсем тăрăх тĕрĕслеме тухаççĕ, улшăнусене кĕнекере палăртаççĕ.

- Хуравсене ят-шыва, адреса палăртмасăр çыраççĕ. Капла çын суйма та пултарать-çке?

- Çыравччен даннăйсене темиçе тапхăрпа тĕрĕслетпĕр. Халĕ акă 2006 çулхи çырав тата Чăвашстат кăтартăвĕсене тишкеретпĕр: районти акнă-лартнă лаптăксем, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышĕ, сад-пахча тата ытти те. Фермер хуçалăхĕсем, уйрăм пайтаçăсем çыравра шута илмелли кăткăс сектор. Вĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен списокне хатĕрленĕ чухне çĕр ыйтăвĕпе те кăсăклантăмăр: ăна камран арендăна илнĕ е панă. Çавна май «сывлăшра çакăнса» тăракан лаптăксем те тупăнчĕç. Акă упăшки фермер хуçалăхне хупса арăмĕ ячĕпе уçнă, анчах çĕрне документпа куçарттарман, Росреестра пĕлтермен. Тепри вара хуçалăхне ывăлĕ çине куçарнă, каллех çĕр ыйтăвне кирлĕ пек татса паман. Кун пек тĕслĕх 1 уйрăм пайтаçă тата 2 фермер хуçалăхĕнче тупса палăртрăмăр. Йĕркесĕрлĕхе, çитменлĕхе вăхăтра пĕтерни çыраври тĕрĕслĕхе ÿстерет.

Перепиçри даннăйсене вара вырăнти тĕрлĕ çăлкуçсенчи кăтартусемпе ?Чăвашстатăн, район администрацийĕн, Росреестр кадастрĕн, ветеринари станцийĕн тата ыттипе% танлаштаратпăр. Кăтартусем тÿр килмесен ăçта йăнăшнине шырама пуçлатпăр, ку хамăра та кирлĕ-çке. Халăха, хуçалăх ертÿçисене ыйтусене тĕрĕс хуравлама ыйтатпăр. Ултавăн ури кĕске. Суйма хăтланни хамăрах пырса тивĕ.

- Халăх çырав пĕлтерĕшне ăнланни сисĕнет-и?

- Унчченхи çыравра хирĕçлекенсем, пăрăнма хăтланакансем те пурччĕ. Халăх шухăш-кăмăлĕ улшăнать, çырав кирлине ăнланаççĕ. Эпир те вĕсемпе час-часах тĕл пулса калаçатпăр. Ял халăхĕ мĕнле пурăнни, ĕçлени, мĕнле продукци туса илни тата ытти те çĕршыв, республика, вырăнти ертÿçĕсене тĕрĕс йышăнусем тума, çĕр ĕçченĕсене пулăшассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма, малалла аталанма кирлĕ. Халĕ ют çĕртен апат-çимĕç турттарассине чакарнă май çĕршыва вырăнти çимĕçпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăрать. Эпир хамăра хамăр тăрантармалăх продукци туса илме пултаратпăр.

- Çыравçа кама хутшăнтаратăр?

- Хальлĕхе вĕсене палăртман. Яланхилле опытлă, тăрăшуллă çынсене явăçтарăпăр. Унта хутшăнас текен нумай. Вĕсенчен пултаруллисене тĕплĕ суйласа илĕпĕр. Районта 3 инструктор участокне - Çирĕклĕ Шăхальте, Аслă Пăла Тимешре, Елчĕкре - 21 çыравçа пайласа панă. Пĕр инструктора 7 участок тивĕ. Ĕçе тытăниччен вĕсене вĕрентсе хатĕрлĕç. Пÿлĕмсене палăртнă, вĕсенче ĕçлеме условисем пур. 2006 çулта кăтартусене алăпа çырса пуçтарнă. Халĕ планшетлă компьютерпа усă кураççĕ.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.