ПАХЧАРА ЛОФАНТ ӲСЕТ
Тибет лофанчĕ сывлăхшăн питĕ усăллă пулнине илтнĕ хыççăн ăна пахчара ӳстерме пуçларăм. Анчах вăл мĕнрен пулăшнине пĕлместĕп. Хаçатра лофантпа сипленмелли мелсем çинчен çырса кăтартсан аванччĕ.
Н.СТЕПАНОВ.
Самар облаçĕ.
Лофант çулçисем вĕлтренĕнне аса илтереççĕ. Вĕтĕ чечекĕсем шурă е сĕт тĕслĕрех пучаха пухăннă, шăрши анисăнни пек.
Унăн препарачĕсем - хăватлă иммуностимуляторсем. Лофанта ахальтен мар çурçĕр женьшенĕ теççĕ.
Вăл гипертони, сыпăсен, чĕре, вар-хырăм, хырăм ай парĕн чирĕсем, вĕтĕ юн тымарĕсен дистонийĕ аптратнă чухне уйрăмах усăллă.
Ӳсен-тăранăн тăпра çийĕнчи пайĕ сиплĕ. Унăн шĕвекĕсем стресс, инфаркт хыççăн вăй пухма пулăшаççĕ, иммунитета, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатаççĕ, организмран шлаксемпе радионуклидсене кăларма витĕм кӳреççĕ, бактерисене пĕтереççĕ.
Шывпа. Лофантăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ курăкне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
Ӳте сăтăрма, çӳçе чӳхеме, ванна кĕме 4 апат курăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла.
Настойка. Лофантăн 200 грамм чĕрĕ чечекне тата çулçине çур литр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта пĕр уйăх лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла.
Кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах ĕçмелле: ирхине тата каçхине - 10-шар тумлам, кăнтăрла - 20 тумлам. Курс - настойка пĕтиччен.
Лофант курăкне техĕмлĕх вырăнне салата, какай, пулă апачĕсене, чейе, компота, хăяр-помидор консервланă чухне хушаççĕ. Чечекĕпе çулçинчен хатĕрленĕ порошока кукăль-булка чустине те хушма пулать.
Асăрханăр! Лофант препарачĕсем онкологипе чирлĕ çынсене юрамаççĕ.