Ытлашши чăрманмасăр
Кăçал юр нумай çурĕ, çакă уйрăмах ÿсен-тăраншăн, çĕр ĕçченĕсемшĕн лайăх. Çуркуннепе юр ирĕлсен тăпрара нумай нÿрĕк юлать, акнă-лартнă пахчаçимĕçе лайăх ÿсме май пулĕ, пысăк тухăç кÿме пулăшĕ.
Анчах юр нумай çуни хăшне-пĕрне чăрмав та кÿрет иккен. «Кил хушшинчи юра ниçта туртма çук, тасатса хăшкăлтăмăр» текенсем те пур. Нумайăшĕ юр çунă хыççăн кил хушшинчи юра урама туртма тытăнать, хăшĕсем картишнех купалаççĕ.
Ман шухăшăмпа, вĕсем пустуй ĕç тăваççĕ. Тĕслĕхрен, мана кил хушшинчи юр пачах та чăрмантармасть, ăна нихăçан та урама туртман. Утса çÿреме тата алăксем уçăлччăр тесе çеç кăштах сиретĕп. Урамри хапха умне те хырмастăп, мĕнле çунă - çавăн пекех выртать. Ман кил хушши пĕчĕк мар: хырас пулсан пайтах вăй хумалла.Эпĕ, çамрăк мар пулин те, выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнмастăп: икĕ теçеткене яхăн путек-сурăх, теçетке хур, кăвакалсем, чăхсем йышлă. Вĕсем картишĕнчи юра тĕпĕртетсе чупса пусăрăнтараççĕ. Таса юр чĕрчуншăн та лайăх пулĕ тетĕп. Хĕлле урам хапхине те уçса паратăп вĕсене - алăк умне пусăрăнтараççĕ. Маларах лаша та усраттăм, халĕ вăл çук ĕнтĕ.
Кил хушшинчи юра хырманни лайăхрах пуль тетĕп. Çуркунне юр вăрах выртать, çанталăк вăйлă ăшăтсан вара хăвăртах ирĕлсе пĕтет. Юр выртнипе кил хушши пылчăкланмасть. Урама юр туртакансен вара кăштах ăшăтсанах çĕр тухать, йĕри-тавра вараланма пуçлать. Юра картишĕнчех купаланă пулсан вăл питĕ вăраххăн ирĕлет, нумай вăхăт таврана ислентерсе тăрать. Кун пек чухне купари юра çуркунне пахчана е урама туртма тивет. Эпĕ хытă ăшăтса яричченех пăр çийĕн утатăп, пылчăк вăрах çăрăлмасть.
Тен, кам та пулин ман пек туса пăхĕ. Уйрăмах халсăр ватăсемшĕн меллĕ пек туйнать çак сĕнĕве шута илни. Вăйран ÿкиччен тăрмашмалла мар. Çуркуннепе хĕвел çăмăллăнах сирĕн картишне юртан тасатĕ.
Толя мучи.
Вăрнар районĕ.