Комментари хушас

5 Нарăс, 2016

Сĕте шыв хушаççĕ

Çапах «Хыпартан» пулăшу ыйтаççĕ

Сутлăх хак енĕпе «Хыпар» хаçат килти хуçалăхсене хÿтĕленине пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа редакцирен пулăшу ыйтаççĕ.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкă ялĕнчи продукци сутакан хĕрарăм редакцие телефонпа шăнкăравларĕ, Андрей Альгеев предприниматель кашни килограмшăн 16-шар тенкĕ çеç тÿленине пĕлтерчĕ, сутлăх хака ÿстермешкĕн Çырмапуç ял тăрăхĕн администрацине витĕм кÿме ыйтрĕ. Хушамачĕпе ятне пĕлтермерĕ.

Иртнĕ эрнере Кушкăра пултăмăр, продукци сутакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр.

Галина ЕРМОЛАЕВА: «Сире тĕрĕсех пĕлтернĕ: Андрей Альгеев пире кашни литршăн 16-шар тенкĕ çеç парать. Нумаях пулмасть пирĕн ялсем Вăрнар районĕнчи Калининăран килчĕç. Унти хак темиçе тенкĕ пысăкрах. Мĕншĕн мана сахалрах тÿлеççĕ? Сĕте шыв хушмастăп, çу хисепĕ лайăх».

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнче кăтартнă документ тăрăх - Г.Ермолаева пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче сутнă 10 литр сĕте шыв хушнине ветслужба çирĕплетмен, çу шайĕ - 4,46: /лайăх кăтарту/.

Алина ЕФИМОВА, ял администрацийĕн специалисчĕ: «Хальхи вăхăтра предпринимательсем Çырмапуç ял тăрăхĕнчи мĕнпур килти хуçалăхран сĕте 16 тенкĕлле йышăнаççĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче 17 тенкĕччĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ виçĕ ĕне усрать, эпĕ пĕрре тытатăп. Сутлăх хак пире те пырса тивет. Районти, республикăри чылай ял тăрăхĕнчинчен пĕчĕкрех вăл. Сăлтавĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Октябрьскинчи сĕт цехĕ» обществăна леçекен предпринимательтен çеç мар, продукци сутакансенчен те килет. Ветслужба чылай килти хуçалăх сутма илсе тухнă сĕте шыв хушнине тупса палăртрĕ. Вĕсем пахалăха чакараççĕ. Шыв хушман, çу хисепĕ нормăран пысăкрах кăтартуллă çемьесене 16 тенкĕ тÿленĕрен алă усăнать».

Александр МАТРОСОВ: «Пĕр ĕне усратпăр. Курăк çулнă, типĕтнĕ, пухса кĕртнĕ чухне ĕç нумай. Фуражшăн темиçе пин тенкĕ тÿлерĕмĕр. Ĕне усрама çăмăл маррине кура тупăшне ытларах илес килет. Пирĕн патра хак пĕчĕкреххи кăмăла хуçать».

 

Михаил АРХИПОВ: «Çулталăк каялла Андрей хальхинчен ытларах тÿлерĕ. Кăçал хака темиçе тенкĕ чакарчĕ. Ытти районти чылай бизнесменран пире сахалрах тÿлет. Укçине алла вăхăтра парать. Юлашки уйăхра куллен 15 литр сутатăп».

Раштавăн 16-мĕшĕнче Кушкăра пухнă сĕт пахалăхĕпе паллаштаракан документа ял администрацийĕн специалисчĕсене кăтартрăм. Çав кун сĕт панă 22 килти хуçалăхран 12-шĕ /55%/, пĕри 34% /!/ шыв хушнине çирĕплетнĕ. Вĕсем цистернăри сĕте самаях шĕветнĕ.

Кушкăсене сутлăх хака ÿстерме чăрмантаракан тепĕр сăлтав - вĕсем продукци пуçтараканпа килĕшÿ туманни. Чылайăшĕ сĕте шыв хушнине ветеринарсем ытти тĕслĕхпе те çирĕплетнĕ. Çакна ĕнентерме райадминистрацин тĕп зоотехникĕ Муза Сергеева ветслужбăран панă документ кăтартрĕ. «Çырмапуç ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхсен Паваркасси, Сăнав тата Патăрьел ял тăрăхĕсенчи ĕне усракансенчен ырă тĕслĕх илмелле, - терĕ. - Вĕсен сĕт пахалăхĕ лайăхрах, çавăнпа пысăк хакпа сутăнать».

Сĕте шыв хушман, аван çу хисепĕллĕ продукци сутнă Кушкăсене пайтаçă 16 тенкĕ çеç тÿлени кăмăлсăрлантарать. Ял администрацийĕн вĕсен хутне кĕмеллех.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.