Комментари хушас

5 Нарăс, 2016

Олег ЦЫПЛЕНКОВ: «Пирĕн пархатарлă ăру пулмалла»

Шупашкар кинофестивалĕн президенчĕ Карен Шахназаров палăртнă тăрăх - «нацин хăйнеевĕрлĕх ăнланулăхне аталантаракан пĕлтерĕшлĕ паллăсенчен пĕри вăл - унăн кинематографĕ пурри». Чăваш киновĕн кун-çулĕ иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех хăй пурри çинчен пĕлтернĕ.

Чăвашсен профессиллĕ театрне никĕсленĕ Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер тата артист пуçарнипе 1926 çулта ЧАССР Çутĕç халăх комиссариачĕ çумĕнче «Чăвашкино» фотокинематографи управленийĕ йĕркеленнĕ. Вăл илемлĕ тата документлă фильмсем ÿкерме, республикăра киносете аталантарма, наци киноискусстви валли специалистсем хатĕрлеме тĕллев лартнă.

Пĕрремĕш илемлĕ фильма - «Атăлçи пăлхавçисем» - 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăтартнă. Иккĕмĕшĕ - «Сарпике» - экран çине 1927 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухнă. Унтан - «Хура юпа» /1927/, «Ял» /1928/, «Апайка» /1930/, «Киремет кати» /1931/, «Асту» /1932/. Кĕске вăхăтра документлă фильм, истори, этнографи киножурналĕ сахал мар ÿкернĕ. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн пата упранса çитеймен. 1937 çулта И.Максимов-Кошкинский режиссера, Мĕтри Юман, Никифор Мранькка сценаристсене, Тани Юн, Г.Парне артистсене, чăваш искусствин чылай ĕçченне айăпсăр репрессиленĕ хыççăн вĕсен ĕçĕсен пысăк пайне тĕп тунă.

Анчах, телее, çакăнпа республикăра кинопултарулăх аталанăвĕ чарăнса ларман. Совет саманинче Чăваш телевиденийĕ тата «Чăвашкино» çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем документлă сюжетсем хатĕрлес, илемлĕ фильмсем ÿкерес, тĕнче шайĕнчи фильмсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче Мускаври, Хусанти, Киеври студисемпе пĕрле тунă вун-вун ĕç упранать. Чăваш çыравçисен /В.Иванов-Пайменăн «Кĕпер» романĕ, В.Краснов-Аслин «Тăвалла» романĕ т.ыт./ хайлавĕсем тăрăх кино ÿкересси вăй илет. Чăваш телекуравĕнче В.Карсаков, В.Алексин, В.Филиппов тата ытти режиссерпа сценарист паха ĕçсем хатĕрленĕ.

1990 çулсенче çĕнĕ жанр - видеоçулçÿревсем, видеоинтервьюсем - вăй илнĕ. О.Цыпленков çирĕм çул ытла «Чунçÿрев» ярăмĕсене /чăваш халăхĕ пурăннă истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсенче, Пăлхарти çулçÿрев саманчĕсене/ тата республикăри ытти паллă пулăмсене кинокамерăпа ÿкерет. А.Иванов, В.Оринов т.ыт.те халăх кăмăлне тивĕçтекерен фильмсем ÿкереççĕ. XXI ĕмĕрте чăваш кинорежиссерĕсен ăсталăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ, вĕсен йышĕ ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсемпе пуянланчĕ. 2014 çулта Чăваш Енри кино ĕçĕн ăстисем пĕрлĕх йĕркелерĕç. Хальхи вăхăтра чăваш киноискусствин аталанăвне ЧР Кинематографистсен союзĕ пысăк витĕм кÿрет. "Хыпар" редакцийĕн тĕпелĕнче паян - пĕрлĕх председателĕ Олег ЦЫПЛЕНКОВ.

- Союз йĕркеленнĕренпе вăхăт нумай иртмерĕ, анчах чăваш кинематографисчĕсем хăйсем пурри çинчен вăйлах систерме ĕлкĕрчĕç. Манăн шухăшăмпа - чăваш режиссерĕсен ĕçĕсен кинофестивальне йĕркелеме пултарниех нумая пĕлтерет...

- Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "АСАМ" кинофестивалĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулчĕ. Анчах, шел те, кăмăл пуррисем чылайăшĕ хутшăнайман унта. "Пире мĕншĕн каламан?" - теççĕ. Халĕ чăвашсен иккĕмĕш "АСАМ" кинофестивальне ăнăçлă ирттерессишĕн тăрăшатпăр. Ăна чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнă кунĕнче йĕркелесшĕн. Унта Чăваш Енри кино ĕçĕн ăстисем кăна мар, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Тюмень, Чĕмпĕр, Самар хулисенчи ĕçтешсем те хутшăнасшăн пулнине пĕлтерчĕç. Çак фестиваль хăйнеевĕрлĕ ала пек: унта çĕнтернисем Шупашкарта çулсерен иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестивале кайма ирĕк çĕнсе илеççĕ.

Палăртса хăварассăм килет: республикăри хаçат-журнал та, радио-телевидени те чăваш кино ыйтăвĕсене анлă çутатаççĕ. Тата вĕсем союз çинчен питĕ ырă куçпа пăхса çыраççĕ. Хальлĕхе вăрçмаççĕ, çамрăк тесе шеллеççĕ пулас /кулать/. Кăлтăксем вара çук мар, сĕнÿсем памалли самантсем пур, мĕншĕн тесен эпир тин кăна ура çине тăнă, пĕрремĕш утăмсем тăватпăр.

Чăваш киноне аталантармалли çул-йĕре эпир аван куратпăр. Çавна шута илсе Чăваш Ен ертÿлĕхĕ патне сĕнÿсем çырса ятăмăр. Чи малтанах республикăра кино енĕпе ĕçлекен патшалăхăн уйрăм тытăмĕ кирлĕ. Кино тăвас, ăна сарас, прокат ĕçĕ унăн тĕп тивĕçĕ шутлантăр. Хальхи вăхăтра çак ĕçе ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ туса пыма тăрăшать. Анчах ăна икĕ ĕçе тытса пыма йывăр. Паллă ĕнтĕ, чăваш киноне аталантарма ятарлă программа тумалла. Ăна йĕркелеме малтан кинора ĕçленĕ çынсене те, влаç органĕсен представителĕсене те явăçтармалла.

Хальхи вăхăтра кино ÿкерекенсем йышлă. Вĕсен ĕçĕсем тĕнчери, Шупашкарти, Чĕмпĕрти, ытти хулари фестивальсенче тĕрлĕ номинацире çĕнтереççĕ, хаклă парнесене тивĕçеççĕ. Çак çитĕнÿсене уйрăм çынсем хăйсен вăйĕпе, укçи-тенкипе, аппаратурипе çĕнсе илеççĕ. Анчах пахалăхлă техникăна пĕччен туянма питĕ йывăр. Лайăх аппаратурăпа ĕçĕсем те чаплăрах пулса тухаççĕ. Эпир сĕнекен патшалăх программипе чăвашсен наци киностудине туса хурсан унăн шайĕ палăрмаллах улшăнĕччĕ. Çавăн чухне сценаристсем те, режиссерсем те хăйнеевĕрлĕ пахалăх "картине” ларма пултарăччĕç. Халĕ çынсене юрама тăрăшас тетпĕр. "Тили-тили, трали-вали, аха-ха, ха-ха" шайĕнче ÿкернине ăнлансан та хирĕçлеместпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем укçа хывнă, çав укçана каялла тавăрмалла. Капла ĕçленипе киноискусствăна çÿле çĕклейместĕн.

Пирĕн камсенчен тĕслĕх илмелли те пур. Акă Тутарстан, Саха, Пушкăрт, Мари республикисем ырă пуçарусемпе тĕлĕнтереççĕ. Вĕсен кинопа ĕçлекен патшалăх тытăмĕсем пур, пĕчĕккĕн пулин те хăйсен кинорежиссерĕсене пулăшса пыраççĕ. Ятарлă тытăм пурри бюджетран укçа илсе тăмалла тенине пĕлтермест. Ман шухăшпа - кинопрокат хăй бюджета укçа пама пултарать. "Чăвашкино” чи йывăр вăхăтра та, 90-мĕш çулсенче те тупăш парса тăнă.

И.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн - чăваш киновĕн ашшĕпе амăшĕ. Вĕсем питĕ йывăр вăхăтра - Чăваш Республики тин йĕркеленнĕ, экономика аталанман, киносăр пуçнех республикăра татса паман çивĕч ыйту нумай пулнă - "Чăвашкино” туса хунă. Совет Союзĕнче унпа танлашма пултараканни сахал пулнă. Эпир, чăвашсем, çав вăхăтрах çĕршывра кино енĕпе чи малти ретре утса пыракансем шутланнă. Шел, тав сăмахĕ калас вырăнне вĕсене нумай хĕн-хур кăтартнă: Çĕпĕре ăсатнă, тĕрмене хупнă, ĕçĕсене çунтарса янă. Çак çынсен умĕнче пирĕн парăм пур-и? Пур, паллах. Пархатарлă ăру пулмалла пирĕн.

 

Сăмах май

Раççейри кинематографие социаллă пулăшу тата экономика пулăшăвĕ паракан фонд пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республики çĕршыври 100 пинрен сахалрах çын пурăнакан ял-хулари кинотеатрсене пулăшма укçа уйăрас тĕлĕшпе и рттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Конкурса Раççей Федерацийĕнчи 79 субћектран 655 заявка йышăннă. Экспертиза ирттерсе наци фильмĕсене кăтартмашкăн услови туса хума нухрат илекенсен шутне палăртнă. Çапла вара федерацин 51 регионĕнчи /125 ял-хула/ 143 кинозала юсаса çĕнетме тата цифра оборудованийĕ вырнаçтарма 705 млн тенкĕ уйăрмашкăн палăртнă.

Федераци укçи-тенкине тивĕçнĕ организацисен йышĕнче - Улатăр хулинчи «Вива» ООО, Канаш хулинчи культура керменĕ тата Çĕмĕрлери «Восход» культура керменĕ.

Кĕçех Тани Юн çуралнăранпа 115 çул, И.Максимов-Кошкинскин 125 çулхи юбилейĕ çитет. Анчах Шупашкарта Тани Юн урамĕ халĕ те çук. Вăл пурăннă çурт çине Астăвăм хăми те çирĕплетмен. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе юнашар йывăçсем ÿсекен вырăн пур. Унта Тани Юнпа И.Максимов-Кошкинский скверĕ тума сĕнтĕмĕр. Унта палăкĕсене лартсан - питех те аван пулĕччĕ. Вĕсем тата - чăваш театрĕпе питĕ çыхăннă çынсем. Çакна та шута илмелле.

- Кино ÿкерекен йышлă терĕр. Лайăххисенчен лайăххисене камсене палăртма пултаратăр?

- 2014 çулта "Нарспи” фильм /режиссерĕ - Андрей Васильев/ VII Шупашкар кинофестивалĕн ятарлă парнине çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр «Хорло» фильм «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире гран-прие тивĕçрĕ. Марат Никитин режиссер - хăй тĕллĕн вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист. Ăна çак ĕçе тума никам та хистемен, хăй тĕллĕн тăрăшнă, хăйĕн шухăшĕпе çакăн пек тĕлĕнмелле вăйлă ĕç тунă вăл. «Хорло» - тĕнче шайĕнчи фильм. Вăл техника енĕпе те, художник енĕпе те, режиссура енĕпе те аван пулса тухнă. Юрий Спиридонов пиçсе çитнĕ, Раççей шайĕнчи ĕçсем кăларать.

Юлашки вăхăтра лайăх фильм чылай тухрĕ. Акă «Ветки» /режиссерĕ Владимир Синяев/ - наркомание хирĕçле çÿллĕ шайра ÿкернĕ ĕç. «История великого народа» документлă фильм та /режиссерĕ - Юрий Сергеев/ пурнăç таппипе пĕр тан пыракан ĕç. Вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ. Пирĕн республикăра пултарулăхпа хăват питĕ пысăк. Пĕтĕмпех уçса парайман-ха. Пире, чăвашсене, кино ÿкерме питĕ çăмăл. Ăçта пусан - унта çĕнĕ тема çăлкуçĕ тапса тухать. Хăть те хăш чăваш писателĕн романĕ тăрăх кино ÿкерме пулать. «Нарспи» поэмăпа кăна миçе тĕрлĕ ĕç тунă. Детектив ÿкерес тесессĕн - тархасшăн, «Юманлăхра çапла пулнă». Вăрçă çинчен - «Партизан Мурат», «Илемлĕ ир». Пирĕн пур енĕпе те хатĕр хайлавсем пур. Ку тĕлĕшпе, паллах, ĕçлеме çăмăл. Анчах укçа-тенкĕ çитмест, тивĕçлĕ аппаратура çук, патшалăх тимлесех çитерейменни ура хурать. Çапах та патшалăх витĕмĕ сюжет енчен те, дисциплина енчен те çирĕплетет, шая çĕклет.

Акă Максимов-Кошкинский вăхăтĕнче те малтан патшалăх укçа уйăрса панă, киностуди никĕсленĕ. «АСАМ» кинофестивале «Киремет карти» фильм кăтартнинчен пуçларăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ÿкернĕ ĕç вăл. Тулли зал пĕр сăмах чĕнмесĕр пăхса ларчĕ. Кино пĕтрĕ те - пурте шак хытса кайнă. Çынсем «Киремет карти» çинчен илтнĕ, анчах пĕри те ку таранччен ăна курман. Вăт мĕнлерех çÿллĕ шайри ĕç! Ăна кăтартнăшăн халĕ пурте тав тăваççĕ. Районсенче кăтартма та ыйтаççĕ.

- Астăватăп-ха, ача чухне ялти клубра кино кăтартатчĕç. Мĕнле шутлатăр - çав вăхăтсем каялла таврăнĕç-ши?

- Паллах. Çак ыйтăва хуравлас тесен Якутири лару-тăрăва аса илмелле. Унта - хăйне евĕрлĕ парадокс. Тĕнче шайĕнчи фильмсене илсе килеççĕ - çынсем кинотеатрсене çÿремеççĕ. Хăйсен чĕлхипе ÿкернисене кăтартаççĕ - лăк тулли халăх пухăнать. Мускавран килнĕ кинорежиссерсем тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Профессионал куçĕпе пăхсан тÿрех паллă: ним курмалли те çук унта - ансат сюжет, начар ÿкернĕ. Халăх вара килĕштерет, мĕншĕн тесен хăйĕнне, хăйне çывăххине курасшăн вăл. Чăвашла киносем пулсан, ман шутпа, ялти çынсем те клубсене çÿреме тытăнчĕç.

Ырă çак йăлана çĕнĕрен чĕртсе тăратма укçа та нумай кирлĕ мар. Чи малтан патшалăх тытăмне туса хумалла. Унта малтанлăха икĕ-виçĕ çын ĕçлесен те çитет, вĕсен тивĕçлĕ полномочи, функцисем пулччăр. Халĕ эпир, сăмахран, Чăваш кино кунĕсем ирттересси пирки районсемпе калаçатпăр. «Аха, аха» теççĕ те пирĕн çинчен манса каяççĕ. Эпир кам? Эпир - Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн çыннисем. Патшалăх енчен никам та мар. Пирĕн сăмах никама та нимĕн тума та хистеймест.

Калăпăр, патшалăх шайĕнче кино тăвас, прокат енĕпе ĕçлекен çын Иван Иванович Иванов пырсан пачах урăхла ÿкерчĕк пулать. Мĕншĕн тесен «ун хыçĕнче» - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, парламент, Культура министерстви, пĕтĕм влаç. Ăна панă полномочисене пула вăл пысăк укçа хумасăрах хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пултарать.

- 2016 çул Раççейре - Кино çулталăкĕ - ырă ĕçсемпе палăрса юлĕ-ши? Тематика çулталĕкĕнчен мĕн кĕтетĕр?

- Палăрса юлатех. Мĕншĕн тесен çут тĕнчере миçе çул пурăнса та ку таранччен те кино ĕçне çакăн пек хисеп туман. Халĕ акă вăхăт параççĕ, уйрăм указсем кăлараççĕ. Раççей шайĕнче Кино çулталăкне ахальтен мар тунă. Патшалăха ертсе пыракансем те, общество та туяççĕ: кино ĕçĕнче тем çитмест. Хамăрăн пурнăçа кăтартакан хамăрăн кино кирлĕ. Пĕр çулталăка ячĕшĕн кăна ирттерсе ямалла ан пултăрччĕ. Юлашки çулсенче тĕнчере кино питĕ вăйлă аталанать. Пĕр вăхăтра «телевизор, Интернет пур, ниçта та каймалла мар, килтех тем те курма пулать» тесе калатчĕç. Кино пĕтесси çинчен калаçатчĕç. Пурнăç таппи урăхла кăтартса пачĕ: кино аталансах пырать. Çынсем кинотеатрсене çÿреççĕ, прокатран вун-вун, çĕр-çĕр миллиард тупăш илеççĕ.

Чăваш кинематографисчĕсене пухăнма, ыйтусене сÿтсе явма пÿлĕм пулсан аванччĕ. Хутсене, документсене /ĕç планĕсене, тĕрлĕ сценарисене/ ăçта та пулсан упрамалла-çке. Хальхи вăхăтра «урамра» çÿретпĕр. Кун пирки ним пытармасăр каламалла. Юрать, Наци библиотеки пур. Унта пире яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Темĕн пысăкăш лаптăк ыйтмастпăр эпир. Патшалăх Кино çулталăкĕнче çак ыйтăва татса парсан аванччĕ.

- Палăртни пурнăçлантăр, ĕмĕтленни çиттĕр!

Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.