Сала-и, ял-и?..
Патша влаçĕн çулĕсенче хресченсем тĕпленнĕ йывăç çуртсемлĕ вырăнсене ял статусне панă, чиркÿллисем, шкуллисем, лавккаллисем, мастерской-предприяти пуррисем вара сала шутланнă. Пурнăç çĕнелнĕ май лару-тăру та улшăнать: пĕрремĕшĕсем аталанаççĕ, иккĕмĕшĕсем малтанхи сумне çухатса пыраççĕ.
Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнчи Кĕтне Пасарне /Корезино/ илер-ха: XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче çак вырăнта патшалăх монополийĕн эрех заводне хута янă. Ăна тумашкăн хутшăннă хресченсем ял никĕслесе унта пурăнма юлнă. Энциклопедире палăртнă тăрăх, асăннă предприяти çулталăкра 42 пин витре /кашнине 10 литр кĕрет/ эрех кăларнă. Чиркÿ ĕçленĕ, шкул, фельдшер пункчĕ уçнă. 1914 çулта меценатсем библиотека туса лартнă, каярахпа вăл халăх çурчĕ пулса тăнă. Пасар шавланă кăна: суту-илÿ тумашкăн Чулхула тата Вятка кĕпĕрнисенчен те купсасем çÿренĕ.
Халĕ Кĕтне Пасарĕнче вăтăр хуçалăх ытларах кăна, чиркÿ те, пасар та, шкул та çук. Эрех завочĕн йĕрĕ те юлман. Апла пулин те вăл - сала. Юнашар Асанкасси, тăватçĕр киллĕскер, аталану çулне такăрлатнине пăхмасăр, ял шутланать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче эпĕ пысăк ялсене - хамăр тăрăхри Асанкасси, Урмаел, Çĕнĕ Мăрат пеккисене - сала статусĕ парассипе çыхăннă ыйтăва хускатнăччĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн представителĕ кун пирки çапла хуравланăччĕ: халăхăн аслă пухăвĕ çак ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тусан республика шайĕнче татса пама май килет.
Акă, Урмаелте çичçĕр ытла кил хуçалăхĕ. Икĕ шкул, мечĕтсем уçнă, уйрăм çын предприятийĕсем ĕçлеççĕ - аякран пăхсан пĕчĕк хула пек курăнать, кунта Париж урамĕ те пур. Йĕркипех - икĕ хутлă капмар çуртсем - ял теме май çук.
Ман шухăшпа, унашкаллисене сала шутне кĕртмеллех.
Ревокат МОИСЕЕВ,
общество корреспонденчĕ.
Комсомольски районĕ.