Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Тивĕçлĕ канăва тухсан нумайăшĕ канлĕ те лăпкă пурăнма ĕмĕтленет. Йывăç лартнă, çурт-йĕр çавăрнă, ачи-пăчине ура çине тăратнă... Хăй пирки шухăшлама, канма та вăхăт темелле. Красноармейски районĕнчи Тусайри Николай Аркадьев вара пенси çывхарнă май фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Суту-илÿпе аппаланаканскер çĕр ĕçне кÿлĕннĕ.

Çиччĕ виç те...

- Ватлăхра нушаланма кирлехчĕ-ши? - ыйтатăп унран.

- Пенсионер тесе çемçе вырăн çинче хăяккăн выртас-им? Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет тенĕ. Ура утнă, алă тытнă чухне ĕçлемелле, канма кайран та ĕлкĕрĕпĕр-ха, - терĕ вăл.

Чăн та, яштака та вăр-вар, яка та типтерлĕ тумланнă çынна ултă теçеткене çывхарать теме чĕлхем çаврăнмасть. Питне те пĕркеленчĕк хуплайман-ха.

Фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăх пулăшăвĕ пани арçынна татăклă утăм тума хавхалантарнă. Аркадьевсем Красноармейски салинчи хăтлă хваттерĕнчен яла пурăнма куçнă. Ашшĕ-амăшĕн çурт-йĕрне юсаса çĕнетнĕ те унтах тымар янă. Ялта çуртсем пушанса пыни те хăратман вĕсене.

Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕн ĕçе тытăниччен çывăх çыннисемпе, фермерсемпе канашланă вăл. «Сурăх тупăшлă, хăвăрт ĕрчет, пăхма çăмăл», - сĕннĕ хăшĕ-пĕри. Ялта ĕçлекенсем тупма кансĕррипе вĕсемпе килĕшнĕ фермер. Çапах хуçалăхра пулăшакан кирлех.

- Виçĕ çул каялла 15 пуç «романовски» ăрат туянтăм. Унтанпа йыш самай ÿсрĕ, 120-рен иртрĕ. Фермер хуçалăхне аталантарма грант илме конкурса хутшăнтăм. Шел, уйрăм пайтаçă пулнипе грант памарĕç. Пĕр кÿлĕннĕ лава туртмаллах. Анчах патшалăх пулăшăвне илме программăна лекейменни ĕç-хĕле урăхларах йĕркелеме хистет. Ăратлă сурăх ĕрчетекен хуçалăхран татах туянма палăртнăччĕ. Халĕ шухăша улăштартăм, ĕне те усраса пăхасшăн. Самăртма çамрăк вăкăрсем туянтăм. «Фермер хуçалăхĕ уçрăм та ĕçлесе кайрăм», - теме çук. Çынсем Мускава, Хусана сурăх какайне ăсатнине, тупăш илнине калаççĕ. Тин ĕçе пуçăнакансене рынока кĕме йывăр, уйрăмах пĕчĕк калăпăшлă продукципе. Выльăх йышлă усракансем пĕр уйăхра 15-16 сурăх ăсатаççĕ. Эпир вара 1-2 пуç çеç сутатпăр. Пысăк калăпăшпа ĕçлеме пирĕн вăй-хăват сахал.

Çĕнĕ ăрат

- Чăн та, сурăх хăвăрт ĕрчет, уйрăмах «романовски» ăрат. Анчах тупăш пирки калаçма иртерех. Сыснана 100-150 кг çитерме пулать. Сурăха тепле тăрантарсан та хăй виçинчен иртмест. Унăн хакĕ юлашки 5-6 çулта пĕр пек тăрать. Ишек пасарĕнче ашĕ ?1кг% 280-300 тенкĕ. Тупăш илес тесен ăна 500-600 пуçран кая мар ĕрчетмелле, - ăнлантарать фермер.

Тирне те илекен çук-мĕн. Канашра 1 кг таптарнă çăм – 18 тенкĕ. Анчах Николай Аркадьев пĕлĕшĕсене ахалех парать. Çăмне çийĕнчех вырнаçтармасан кĕве çиме пултарать. Ку ăратăн çăмĕ мамăк пек, çавăнпа вырăнти сурăхсеннипе хутăштарса таптармалла.

«Романовски» харăсах 3-4 путек пăранланипе пăхма кансĕр. Пĕчĕкскерсене ĕмкĕчрен çитермелле.

- Вăрнар районĕнчи Сăнарти пĕр пĕлĕшĕм «курдюк» така туяннă та «романовски» ăратпа пĕтĕçтернĕ. Халĕ сурăхĕсем шултра, 2-3 путекрен ытла пăранламаççĕ. Ашĕн шăрши çук, çăвĕ шăнмасть. Мана та çапла тума сĕнчĕç. Элĕк районĕнче «курдюк» ăратлă такасем туянтăм. Вĕсем ÿсрĕç ĕнтĕ. Кĕçех манăн та çĕнĕ ăрат пулĕ, - пĕлтерчĕ вăл.

Сурăх какайне общество апатлану предприятийĕсене вырнаçтарать. Çуркунне, уявсем умĕн, çынсем те туянаççĕ. Хаклă тесе калаймăн, пĕри 4-5 пин тенке ?чĕрĕ виçепе% каять. Хушма хуçалăхсенче сурăх юлманпа пĕрех. Ĕне те сахалланса пырать.

- Çамрăксем Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Вĕсене выльăх-чĕрлĕх кирлĕ мар, укçа пулсан лавккара йăлтах пур, - терĕ Николай Васильевич. - Фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен çын тупма йывăр. «Досаево» хуçалăхра механизаторсем çитменнипе ертÿçĕпе тăванĕ хăйсем трактор çине ларса уй-хир сухаларĕç. Вырма вăхăтĕнче çынсем тырă типĕтме те тухмарĕç. Ял хуçалăхĕ никама та кирлĕ мар тейĕн.

Николай Аркадьев пушă выртакан çĕре арендăна илсе тĕш тырă çитĕнтернĕ. Организацин юхăннă ферминчен çуллахи лагерь йĕркеленĕ. Витесем «утрав» çинче вырнаçнă май выльăхсене çулла тытма уйрăмах меллĕ. Ара, юнашарах пĕве, улăх сарăлса выртать. Çуллахи лагерьте хура кĕрчченех тăраççĕ вĕсем. Выльăхсене хĕл каçма хăтлă та ăшă витесене куçарнă. Фермер вĕсене те предприятирен 15 çула арендăна илсе юсаса çĕнетнĕ, шыв, çутă кĕртнĕ. Халĕ унта ĕне тытмалăх та вырăн пур.

Çĕр çителĕксĕррипе выльăх-чĕрлĕх йышне ытлашши ÿстерме тăхтаса тăрать. Ун валли апата вĕçĕм туянаймăн. «Ял тăрăхĕнчен 10 çула çĕр арендăна илесшĕнччĕ. Капла унăн пулăхне ÿстерме, хăрамасăрах укçа хывма май пур. Анчах килĕшĕве пĕр çула кăна тунипе тăкакланмарăм, курăк кăна çулса илтĕм», - каласа парать фермер.

Çĕр ыйтăвне татса парсан ĕне туянасшăн арçын. «Вăл тупăшлăрах, унран продукци те ытларах илетĕн, - ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Николай Васильевич. - Хальлĕхе мĕн пуррипех çырлахмалла. Çапах майĕпен малаллах талпăнатпăр, пуçа усса ларман».

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.