Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Сăпса - çутçанталăк ачи

Çуркунне лаç кĕтессинче сăпса йăва çавăрнăччĕ. Ăна тĕкĕнмерĕм. Малтан пĕчĕкчĕ вăл, майĕпен йăвана пысăклатсах пычĕç. Сăпсасем те йышланчĕç. Вĕсем çинчен ытларах пĕлес килет. Хăшĕ-пĕри сăпса, сăвăслан сиенлĕ тет, тĕрĕсех-ши?

Е.КАПИТОНОВ.

Шăмăршă районĕ.

Сăпса вĕлле хурчĕ евĕрлĕ чĕрчун. Вăл вĕлле хуртĕнчен пысăкрах, унăн хырăмĕнчи сарă, хура йăрăмсем уççăн палăрса тăраççĕ. Сăпса евĕр тепĕр кăпшанкă - сăвăслан /шершень/. Кĕлеткипе сăпсаран та шултрарах. 3-3,5 см тата пысăкраххисем те пулаççĕ. Сăпса та, сăвăслан та нектар пуçтарса пыл тумасть, вĕсен апачĕ - тĕрлĕрен.

Çитĕнсе çитнĕ вĕçекен сăпсасем нектар, пулса çитнĕ улма-çырлана кăмăллаççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна пуçтараççĕ. Сăпса, сăвăслан хурчĕсем /личинкисем/ вара хурт-кăпшанкăпа çеç тăранса çитĕнеççĕ. Сирĕн пахчара тĕпленнĕ сăпсасен вăтам çемйи çу каçипе 1 кг ытла сиенлĕ хурт-кăпшанкă пуçтарать. Ку енĕпе сăпсапа сăвăслана ырламалла çеç.

Сăпса йăви кĕркунне пушанса юлать. Ăçта çухалаççĕ хуçисем? Кĕркунне тĕлне тухнă çамрăк ама сăпса пĕтĕленет те хăйне валли хĕл каçмалăх вырăн шырама вĕçсе каять. Сăпсан хĕллехи «çурчĕ» çĕрĕшнĕ тунката, тÿннĕ хăрăк йывăç, типĕ çулçă купи пулма пултарать. Сивĕсем килеспе ама сăпса организмĕнче антифриз евĕрлĕ вещество пуçтарăнать. Вăл клеткăсене шăнса пĕтесрен упрать. Меллĕ вырăн тупса вырнаçтарнă хыççăн сăпса ыйха путать. Хĕлле çанталăк пĕр пек тăни сăпсана лайăх хĕл каçма май парать. Чылай сăпса ами çуркунне вĕçсе тухаймасть. Хăшĕ çанталăк вылявне тÿсеймесĕр, хăшĕ кайăк-кĕшĕк апачĕ пулса пĕтет. Çуркуннеччен тĕрĕс-тĕкел упранма пÿрнĕ сăпса вара çу уйăхĕнче хĕл ыйхинчен вăранса тухать те тÿрех ĕçлеме пуçлать. Хăй тĕллĕнех йывăç хуппине кăшласа хырса пĕчĕкçĕ йăва тăвать, унта 10-15 çăмарта хурать те вĕсене пăхма пуçлать. Сăпса хурчĕсем амăшĕ тытса килсе чăмласа панă кăпшанкăна çисе ÿсеççĕ те 15-18 кунран çунат сарса тухаççĕ. Малтан, çуркунне тухакан сăпсасем пурте йăх тăсма пултарайман ама сăпсасем. Вĕсем тухнă хыççăн амăшĕ майра-патшана çаврăнать. Малашне унăн ĕçĕ - çăмарта хурасси çеç. Çамрăк сăпсасем хунă çăмартасене, личинкăсене пăхаççĕ, çурта аслăлатаççĕ. Кĕркунне тĕлне сăпса çемйи самаях пысăкланать - 1000 яхăн. Кĕркунне çитеспе çеç пĕртен-пĕр ама-патша сăпса йăх тăсма пултаракан çăмартасем хывать. Вĕсенчен аçа тата ама сăпсасем тухаççĕ. Пĕтĕленнĕ амасем хĕл каçма хатĕрленме вĕçсе каяççĕ. Юлнă йăх тăсайман сăпсасем, аçа сăпсасем, патша-сăпса килĕнчен саланаççĕ. Сивĕсем çитсессĕн вĕсен организмĕ шăннине хирĕçлекен япала кăлараймасть: хĕл каçаймаççĕ.

Сăпсасем çынсемпе кÿршĕллех пурăнсассăн та сăхни сайра тĕл пулать. Ытларах чухне вĕсем хăйсен йăвине хÿтĕлесе тапăнаççĕ. Çапах та сăпсана хамăр пурăнакан вырăнта йăва çавăрма памасан аванрах. Вăл - çиллес кÿршĕ. Ăнсăртран сăхсассăн ÿт хытă ыратать, шыçать. Çавăнпа пÿрт çывăхĕнчи йăвасене сăпсасем саланнă хыççăн пуçтарса илмелле, тепĕр çулхине çав вырăна каллех йăва тăвасран сăнаса тăмалла.

Сăпса сиенĕ пирки тĕрлĕрен калама пулать. Хурт-кăпшанкăна пуçтарать терĕмĕр. Çын хатĕрленĕ апат-çимĕçе те тапăнать. Уйрăмах сăпсапа сăвăслана пыл хурчĕ тытакансем юратмаççĕ. Çакскерсем вĕлле хурчĕсене тапăнаççĕ. Кунне пĕр сăпса 30 яхăн вĕлле хуртне тытса пĕтерет, сăвăслан 40 ытла вĕлле хуртне тытса хăйĕн ачисем валли сĕтĕрет. Сăпсасен пĕр çемйи вĕлле хурчĕн пĕр çемйине 2-3 эрнере хавшатса хăварать. Çавăнпа утарçăсем сăпса-сăвăслана юратмаççĕ, вĕсене пĕтермелли майсем шыраççĕ.

Пĕтĕмлетсе калас-тăк, çак кăпшанкăсен çутçанталăкра хăйсен тÿпи. Вĕсем этем пулăшăвĕсĕрех пурăнаççĕ, тĕнчере хăйсен вырăнĕшĕн кĕрешеççĕ. Çу каçиччен пурăнассишĕн, йăха тăсассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.