Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Айпипи тухтăр пурне те пулăштăр!

«Сывлăха упрамалла. Сивĕ шыв ан ĕç, юр ан çи, урамран кĕрсен аллуна çу», - ăс параççĕ аслисем кĕçĕннисене кулленех. Анчах тăррăс-тăррăс сиккелесе, тĕпĕр-тĕпĕр чупса çÿренĕ чухне япăххи çинчен кам шухăшлать? Шурă юрне те астивсе пăхас килет, ăш хыппи çăлри шывах ĕçме хистет, хырăм выççи вара эпир алла çуманнине пăхмасăрах çăкăр чĕлли тăсса парать. Ăçтан тÿссе тăрăн-ха?

Асăрхаттару сăмахĕсем ачапчан пĕр хăлхинчен кĕреççĕ те тепринчен шик! шăхăрса тухса каяççĕ. Чир-чĕр çакна çеç кĕтет - вăшт кăна çулăхать. Унран хăпса пĕтме ай ытла та хĕн. Юрать-ха, çут тĕнчере ăста тухтăрсем пур. Вĕсенчен пĕринпе çывăхрах паллаштарар-ха сире. Тĕрĕссипе, эсир ăна пĕлетĕр ĕнтĕ. Ахăртнех, «Айболит» юмаха пĕрре мар вуланă, мультфильмне те курнă. Халĕ сире пысăк вăрттăнлăх уçса паратăп: пирĕн ырă тухтăр чăвашла та калаçать...

Хĕллехи çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Корней Чуковскийĕн «Айболит. Айпипи тухтăр» кĕнеки кун çути курчĕ. Паллă вырăс çыравçин хайлавне чăвашла куçараканĕ - Николай Теветкел, редакторĕ - Валерий Алексеев, ÿнерçи - Светлана Бритвина. Кăларăм хăйне евĕрлĕхне тÿрех палăртас килет: ăна каллĕ-маллĕ çавăрса вуламалла. Вырăсла текстпа паллашрăр тăк чăвашлине шĕкĕлчес тесен кĕнекене кутăнла кăна çавăрăр. Унашкал кăларăмсене вырăсла «книги-перевертыши» теççĕ.

Ачасен юратнă юмахçи - Корней Иванович Чуковский - 1882 çулта Санкт-Петербург хулинче çуралнă. Вăл ачасем валли чылай кĕнеке çырса хăварнă: «Бармалей», «Шăна мыскари», «Телефон» тата ытти те. Корней Иванович нумай çул хушши «Чукоккала» альманах кăларса тăнă. Николай Некрасов, Федор Достоевский, Антон Чехов тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тĕпченĕ, ют çĕршывра тухнă кĕнекесене вырăсла куçарнă.

Светлана Бритвина Чуковский сăнарĕсене питĕ чĕрĕ те илемлĕ кăтартса пама пултарнă. Куççульленнĕ кашкăра, сăпса сăхнипе асапланакан тилле, йĕрекен мулкач çурипе бегемотсене курсан епле пăшăрханмăн-ха. Юр çине лап! ÿкнĕ тухтăр вăйран кайни тÿрех паллă. Чир-чĕртен сывалнă чĕрчунсен савăнăçĕпе хаваслăхĕ те куçкĕрет. Светлана Бритвина ÿкерчĕкĕсене пăхса тухсан вулама пĕлмен шăпăрлан та кĕнекере мĕн çинчен сăмах пынине çăмăллăнах каласа парĕ. Ÿкерчĕксем кĕнекен икĕ пайĕнче те пĕрешкел, хуплашкисем çеç уйрăлса тăраççĕ.

Куçару чĕлхи сăнарлă, вырăсла текста çывăх. Сăмахран:

Ак тата таçтан-муртан

Лашапа тăпăртатса

Сикрĕ тухрĕ ăнсăртран

Пĕр шакал тем янрашса:

«Гиппопотам сас парать,

Телеграмма вăл ярать».

 

Вдруг откуда-то шакал

На кобыле прискакал:

«Вот вам телеграмма

От Гиппопотама!»

Ырă кăмăллă тухтăр хуйхăллă чĕрчунсене сиплеме яланах хатĕр. Çавăнпа аякри Африкăна кайма та туххăмрах пуçтарăнать вăл. «Юрĕ, юрĕ. Пулăшас, Хăвăртрах тухса чупас», - тет.

Анчах çулĕ çывăх мар, парăнтарма çăмăл мар. Чирлисем кĕтеççĕ, куççульпе йĕреççĕ. Йывăрлăхра мĕн тăвас? Ăçта çăлăнăç шырас? Айпипи чупать, васкать: Лимпопо-çке йыхăрать. Ватă ырă тухтăра пулăшаççĕ кашкăрсем. Утлансан пысăк кита хăратмаççĕ тек хумсем. Çÿллĕ ту та хăруш мар - ăмăрткайăк юнашар. Хамăр та ак ăнсăртран пăрăнтăмăр прозăран. Таврăнар-и каялла? Мĕн пулĕ-ши малалла?

Чирлĕ чĕр чунсен асапланăвĕ çинчен хумханмасăр вулаймăн. Лару-тăрăва сăнласа пама куçаруçă тĕлĕнмелле вырăнлă сăмахсем суйласа илет.

Инçех те мар, куратăр-и?

Хырăмĕсем ыратнипе

Тем чухлĕ бегемот çури

Выртать çĕрсе-йĕрсе.

Айпипи тухтăр историйĕ мĕнпе вĕçленнине астăватăр пулĕ. Çук тăк кĕнеке сирĕн ыйтăвăрсене хуравлĕ. Çапах та юмахра темĕнле вăрттăнлăх пурах. Автор ăна 1929 çултах çырнă. Вăл вара шăпăрлансене халĕ те кăсăклантарма пăрахмасть.

Чăн-чăн ача-пăча литератури шутне мĕнле хайлавсем кĕме тивĕçлине критиксем мар, вăхăт тата ачасем хăйсем палăртаççĕ. «Айпипи тухтăр» ку тĕрĕслев витĕр тахçанах тухнă ĕнтĕ. Хĕр пĕрчисемпе арçын ачасен кичемлĕхне пĕрре мар сирсе янă вăл. Эппин, малашне те Айпипи тухтăр пурне те пулăштăр!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.