Комментари хушас

Çемьере кĕтнĕ ача çурални яланах савăнăç кÿрет, ашшĕ-амăшне телей парнелет. Куç хупман каç тăтăшах пулсан та пепке йăл кулма тытăнни, шăлĕ тухни, вăл утма-калаçма хăнăхни кăмăла çĕклеççĕ - ача ÿсет-çке, мăн çын пулать. Мăшăр пĕр харăсах икĕ ачана алла тытни тăтăшах тĕл пулать, анчах хĕрарăм кăкăр айĕнче виçĕреш йăтса çÿрени - тахçан пĕрре çеç. Вăрмарта пурăнакан Ольгăпа Александр Васильевсем çут тĕнчене пĕрле килнĕ виçĕ хĕре воспитани параççĕ. Света, Катя, Таня халĕ - 4 çулта. Вĕсем ача садне çÿреççĕ.

Кил хуçи арăмĕ пăшăрханнă

2009 çул. Ольга Васильева çие юлни 12 эрне çитсен УЗИ витĕр тухма пĕрремĕш хут кайнă. Тухтăр тĕрĕсленĕ май унăн варĕнче виçĕ чун тĕвĕленни пирки каланă. 24 çулти Ольга сехĕрленнипе çĕр тĕпне чутах анса кайман: мĕнле çуратмалла, епле пăхса ÿстермелле? Çамрăк хĕрарăма амăшĕ лăплантарнă: “Ан пăшăрхан: йĕркеллех пулĕ, хам та пулăшăп”.

Кил хуçи арăмĕ çăмăлланма вăхăт çитсен Республикăри Президент Перинаталь центрне çул тытнă. Ун чухне вăл кăкăрĕ айĕнче арçын ачасене е хĕр ачасене йăтса çÿренине пĕлмен - пĕр УЗИре те çакна каламан.

- Виçĕ хĕр çуратсан никамран ытла упăшкам савăнчĕ. Вăл мăшăрлансанах пирвайхи ача хĕр кирли пирки калатчĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Ольга.

- Виçĕреш çуралнине Александр паллă тунă-и? - ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.

- Уявланă пулĕ. Эпĕ хĕрĕмсем пĕчĕк виçеллĕ çуралнăран пĕр уйăх çурă больницăра выртрăм та вăхăчĕ самаях пулнă, - шÿтлерĕ çамрăк арăм.

Васильевсем пепкисене Милена, Ангелина йышши ятсем паман, халăхра анлă сарăлнисене суйланă. Мĕншĕн?

- Ку хăй пĕр истори. Эпĕ хĕр ачасен ячĕсене асăнатăп - вăл килĕшнисене палăртать, вăл калать - эпĕ кăмăлăма каяканнисене суйлатăп. Çапла пĕр шухăш патне килсе тухрăмăр, - вăрттăнлăха уçрĕ кил ăшшин управçи.

 

Пĕр вăхăтрах чирленĕ

Пĕр ачана ÿстерекен ашшĕ-амăшĕ те канăçа çухатать. Ача йĕрмĕшет - мĕн тумалла? Палăртнă вăхăтра шăлĕ тухмасть, утма тытăнмасть - ăçта чупмалла? Виçĕреше пăхма вара тата йывăр ĕнтĕ.

- Малтанах кашни куна шутлаттăм. “Хăйсем тĕллĕн мĕн те пулин тума хăçан вĕренĕç-ши?” - теттĕм. Аслисенчен пĕччен чухне ачасене урама пĕрре те илсе тухман. Анне килетчĕ те уçăлса çÿреттĕмĕр, - каласа кăтартрĕ Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче сутуçăра ĕçлекенскер. - Шăлĕсем пĕр вăхăтра тухмастчĕç пулин те харăсах чирлетчĕç. Пĕррехинче больницăра пĕр палатăна хамăр - эпĕ, упăшка тата виçĕ хĕрĕмĕр - йышăнтăмăр вĕт, çавăнпа пĕри чирлесе ÿксенех виççĕшне пĕрле сиплеттĕм.

“Йĕкĕреш сăнĕпе пĕрешкел пулсан та кăмăлĕпе тĕрлĕрен”, - теççĕ. Виçĕреш мĕнлерех-ши?

- Пĕрешкел мар. Светăпа Таня - ташлама, юрлама кăмăллаççĕ, Катя вара ăслăрах, çаврăнăçуллăрах пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл тăрăшуллă та. Выляма ларать те пазлсене тĕплĕн пуçтарать. Кăмăлĕсем те тĕрлĕрен, çавăнпах харкашса каяççĕ, - калаçăва тăсрĕ Ольга.

Хĕр пĕрчисем садике çÿреме çав тери кăмăллаççĕ иккен. Хăш чухне ирхине амăшне хăйсемех вăратаççĕ. Тумланнă чухне вара: “Анне, часрах каяр-ха, пăтă сивĕнет”, - теççĕ.

 

Йăлтах - хĕр пĕрчисемшĕн

Васильевсем Вăрмарта 1 миллион тенкĕпе çурт туяннă. Амăшĕн капиталне ăна туяннă чухне расхутланă. Малтанах, ачасем пĕчĕк чухне, çуртра шыв та пулман. Халĕ пысăк çуртра хăтлăх хуçаланать. Хĕр ачасен - уйрăм пÿлĕм. Мунча та, сарай-вите те купаланă. Паллă ĕнтĕ: хамăр тăрăхра ĕçлесе пысăк укçа тăваймăн. Кил хуçин ирĕксĕрех юратнă мăшăрĕпе куç тулли илем кÿрекен чиперккисене хăварса Мускава çÿреме тивет. Унтан вăхăтлăха таврăнсан та çемье пуçĕ çуртра юсав ĕçĕсем ирттерет. Амăшне виçĕ ачапа пĕччен ăшталанма йывăр мар-ши?

- Мĕн тăвăн? Пурнăç çапла ыйтать. Ачасене ура çине тăратмалла, вĕсене ÿсмешкĕн кирлĕ условисене укçасăр туса параймăн, - чунне уçрĕ Ольга Васильева.

Вăл ача чухне руль умне ларасси пирки нихăçан та шухăшламан, каярахпа та хĕрарăм пуçăн автомашина хăвалама палăртман. Анчах пурнăç хăех ăна тормоз, газ пускăчĕсем ăçта вырнаçнине пĕлме хистенĕ.

- Эпир чукун çулăн тепĕр енче пурăнатпăр, садик, ĕç вырăнĕ - аякра, çавăнпах права илмешкĕн çул-йĕр правилисене вĕренме тиврĕ, - сăмах вакларĕ виçĕреш амăшĕ.

Мĕн пур яваплăх Ольга çинче пулин те Александр Мускавран таврăнсанах, килти ĕçсене вĕçлесенех пепкисемпе чун каниччен алхасать. Хайхискерсем пĕчĕк чухне те вăл мăшăрне сахал мар пулăшнă, çĕрлесерен тăрса ачасене утьăкка сиктерме ÿркенмен. Çавăнпах ĕнтĕ ашшĕ аякка тухса кайсан тĕпренчĕкĕсем тунсăхлаççĕ, кашни каç унпа телефонпа калаçаççĕ... пĕр-пĕринпе тупăшсах, çыхăну хатĕрне туртса илсех.

Арçынсенчен чылайăшĕ ывăлшăн касăхать - вăл ăрăва тăсаканĕ-çке. Александр мăшăрĕпе кун пирки сăмах тапратман-ши?

- Хĕр пĕрчисем кăшт ÿссен, хăйсем тĕллĕн шкула çÿреме тытăнсан йыша мĕншĕн хушас мар? - ыйтуллăн хуравларĕ ырă кăмăллă çамрăк хĕрарăм.

Вăл узист тĕрĕслев вăхăтĕнче варта йĕкĕреш е виçĕреш тĕвĕленнине пĕлтерсен хĕрарăмсене пăшăрханса ÿкмелле марри çинчен асăрхаттарчĕ. Ачасене ÿстернĕ чухне йывăрлăхĕ-хуйхи сахал мар пулин те вĕсем пурăна киле йăлтах манăçнине палăртрĕ вăл.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.