Комментари хушас

29 Кăрлач, 2016

Экономикăна аталантарма майсем çителĕклĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна пирĕн республикăри паллă çынсем, тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем мĕнле хаклаççĕ-ха?

Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:

- Çырура эпир республикăн социаллă пурнăçпа экономика тăрăмне об<ективлă хак панине куртăмăр. Çакă Чăваш Ен ертÿлĕхĕн унăн малашлăх аталанăвĕн тĕплĕ стратегийĕ пуррине çирĕплетет. Ку вара, паллах, парламентарисене Çырăва программа докуменчĕ пек пурнăçа кĕртме хистет.

Çырура палăртнă шухăша - экономика кризисне йывăрлăхсен çăлкуçĕ пек çеç мар, аталанăвăн çĕнĕ шайне куçмалли май пек те йышăнмалли çинчен каланине - ырлатăп. Чăваш Республикин экономика тĕлĕшĕнчен ÿсме вăй-хăват çителĕклĕ. Республикăн импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе тата агропромышленноç комплексĕнче малашлăхĕ пысăк. Регион Пуçлăхĕ 2020 çул тĕлне Раççейĕн шалти рынокне хамăр çĕршывра туса кăларнă апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Республикăна агропарк - унта продукцие упрама, тирпейлеме тата сутлăха хатĕрлеме май килтĕр - кирлине те палăртрĕ.

Михаил Игнатьев бизнес валли ырă условисем тумаллине, республикăн инвестици климатне лайăхлатмаллине те асăнчĕ. Эпир унăн сĕнĕвне ырлатпăр, çывăх вăхăтрах норма право акчĕсен пакетне йышăнма хатĕр. Документра аслă ăрушăн, уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемшĕн, тăрăшни лайăх сисĕнет. Унта сĕннĕ пекех эпир малашне те суйлавçăсене май килнĕ таран пулăшăпăр, çынсемпе тачă çыхăну тытăпăр.

Владимир ДОБРОХОТОВ, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ:

- Регион Ертÿçи çулсеренех çул-йĕрпе транспорт отрасльне ытларах та ытларах тимлĕх уйăрать: сăмах вĕççĕн çеç мар, чăн ĕçпе те. Правительство тăрăшнипех 2016 çулта Çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле тăкакĕсем 2,7 млрд тенкĕпе танлашĕç. Ялсенчи çул-йĕр ĕçĕсем валли те сахал мар укçа-тенкĕ уйăрĕç. Ку енĕпе эпир пĕрремĕш, çапах пĕлтĕр хастар утăмсем турăмăр - ун чухне чылай ялта тахçантанпах кĕтнĕ çулсен строительстви пуçланчĕ.

Чăваш Енри халăх хăтлăхра пурăнтăр тесен çулсем çеç мар, тирпей-илем кĕртнĕ картишсем те кирлĕ. 2016 çулта эпир картишсене тата вĕсем патне пымалли çулсене юсамалли программăна малалла тăсăпăр. Ĕçсен пахалăхне май килнĕ таран тĕрĕслесех тăрăпăр.

Транспорт комплексне çеç мар, Чăваш Ене пĕтĕмĕшле витĕм кÿрекен ăнăçлă проект - пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан" магистралĕн строительстви. Республикăри предприятисен ăна пурнăçа кĕртес енĕпе интерес пурри те пĕлтерĕшлĕ.

Валерий ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ:

- Çырупа паллашнисен пурин те хăйсен шанăçĕ. Предприниматель экономика прогнозĕсем тата бизнеса пулăшмалли мерăсем çинчен пĕлесшĕн ахăртнех, учительшĕн вĕрентÿ аталанăвĕпе тата модернизацийĕпе çыхăннă тема пĕлтерĕшлĕ. Документра кашниех хăйĕншĕн пĕлтерĕшлине тупать.

Йăлана кĕнĕ пекех Çыру комплекслă та системăллă, çакă 2016 çулта РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем иртессипе çеç мар, паянхи кун республика умĕнче кăткăс тĕллевсем тăнипе те çыхăннă. Сăмах чи малтан çĕршыври экономика лару-тăрăвне пула тухса тăнă йывăрлăхсем çинчен пырать. Михаил Игнатьев парламентарисен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, республикăри çынсен - тăнăçлă аталанакан регионта ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленекенсен - çывăх вăхăтри тĕллевĕсене палăртрĕ. Вĕсем - экономика аталанăвĕн, граждансен социаллă хÿтлĕхĕн, бюджет шайлашулăхĕн, наци апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсем. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене пулăшмалли мерăсене, сахал тупăшлă граждансем валли социаллă гарантисене сыхласа хăварни пĕлтерĕшлĕ.

Çакнашкал тĕллевсенчен пĕри - 2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса кăларнă апат-çимĕçпе туллин тивĕçтересси. Ку енĕпе Чăвашпотребсоюзăн предприяти-организацийĕсем хастар ĕçлеççĕ: çăкăр-булка, кăлпасси изделийĕсем, çурма фабрикатсем, алкогольсĕр напитоксем кăлараççĕ.

Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме хăшпĕр тĕслĕхре пĕр çулталăк çеç мар кирлĕ, çапах çак йывăрлăхсене пĕрле татса памаллах.

Александр ИЛЮТКИН, Патăрьел районĕнчи "Исток" агрофирма” ООО директорĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура региона аталантармалли чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене палăртать. Хуçалăх ертÿçи пулнă май хальхинче мана агропарксем тăвассипе çыхăннă шухăш ытларах хавхалантарчĕ. Эпир пысăк тухăçлă тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерме вĕренсе çитрĕмĕр темелле. Анчах ăна кирлĕ пек упрасси тата вырнаçтарасси - чăнласах та пысăк йывăрлăх. Юлашки çулсенче пирĕн районта та хăшпĕр фермер пахчаçимĕç, çĕрулми управĕсем туса инвестици ресурсĕсене явăçтарма тăрăшать. Çакă, паллах, ял хуçалăхне аталантармалли çулсенчен пĕри пулса тăрать. Вырăнсенче агропарк туни вара республикăшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни пире кăçал тата тăрăшарах, ăнăçлăрах ĕçлеме хистет. Экономикăри йывăрлăхсем Чăваш Ене те, Патăрьел районне те ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарма чăрмантармасса шанас килет.

Антонина Александрова, Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ:

- Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче культура ыйтăвĕсене те тимлĕхсĕр хăварман. Акă унти пĕр самант пирки чарăнса тăрам. Михаил Васильевич федерацин яла аталантармалли программи шайĕнче республикăра нумай функциллĕ виçĕ центр тума тытăнасса пĕлтерчĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах пирĕн районти Тускел ялĕнче çĕкленсе ларĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ унăн проектне хатĕрлесе çитернĕ. Малтанхи тапхăрти ĕçсем валли 3 млн тенкĕ куçарса панă.

Мĕншĕн шăпах Тускеле суйласа илнĕ-ха? Пилĕк çул каялла кунти кивĕ, авариллĕ лару-тăрури йывăç клуба хупма тиврĕ, анчах çакă ял халăхĕн культурăпа, пултарулăхпа çыхăннă кăмăл-туйăмне, хастарлăхне пĕтермерĕ. Вениамин Игнатьев ертсе пыракан «Шуçăм» ушкăн хăйĕн ĕçне бригада çуртĕнче, урамри лапамсенче малалла тăсрĕ, ял халăхне тата та ытларах чăмăртарĕ. Коллектив район, республика шайĕнчи мероприятисенче те палăрчĕ. Халĕ культура ĕçченĕсемпе Тускел çыннисем çĕнĕ йышши клуба тума пуçласса тата ăна савăнăçлă лару-тăрура уçасса тем пекех кĕтеççĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул - Кино çулталăкĕ. Чăваш Енре çак çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Совет тата Раççей киноклассикĕсен фильмĕсене, çĕршыв историйĕ, тĕнчери пулăмсем çинчен хамăр çĕршывра ÿкернĕ фильмсене районти тĕслĕх шайри сакăр клубри тата 23 библиотекăри çĕнĕ технологисемпе усă курса кăтартăпăр. Çавăнпа пĕрлех вырăнти киноматериалсемпе те усă курăпăр. Унсăр пуçне эпир Ĕç çыннине халалланă çулталăкра районăн тĕрлĕ тытăмĕнчи маттур та пултаруллă çынсене ÿкерсе документлă фильм хатĕрлесшĕн.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА, Н.СМИРНОВА ыйтса пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.