Комментари хушас

14 Пуш, 2014

Аслă тип, вăхăтĕнче мăшăрлансан

Эпир упăшкапа 35 çул каялла Аслă типĕ вăхăтĕнче мăшăрланнă. Çак вăхăтра туй тума, çемье çавăрма юраманнине халĕ пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ун чухне вара никам та çакăн çинчен шухăшламан, иккĕленмен те. Мĕншĕн тесен пурте хăйне атеист тесе шутланă. Халĕ нумай шухăшăмăр улшăнчĕ, венчете тăрас тетпĕр. Анчах иккĕленÿ пур, çапла тума юрать-и.

Кошелевсен çемйи.

Çĕрпÿ районĕ.

Венчете тăрса эсир чылай çул каялла тунă йăнăша - Аслă типĕ вăхăтĕнче мăшăрланнине - тÿрлететĕр. Малтан чиркÿре пачăшкă патĕнче пулăр, вăл хăçан венчете тăмалли вăхăта палăртать. Паллах, венчет умĕн чиркÿре çылăх каçарттармалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.