Комментари хушас

21 Кăрлач, 2016

Тухaç аванах пулĕ

Вăрлăх валли уйăрнă улма тĕпсакайĕнче упранать. Тĕрĕслерĕм те хăшĕ-пĕрин куçĕсем шăтма пуçланине асăрхарăм. Чылайăшĕ аванах выртать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Тухнă калчана татса пăрахсан унран тухăç илме пулать-и?

Людмила ПАШИНА.

Ульяновск облаçĕ,

Тереньга районĕ.

Тĕпсакайĕнчи вăрлăхра улман тĕрлĕ сорчĕсене уйăрмасăрах хунă пулас эсир. Тĕрлĕ вăхăтра пулакан улман тĕлĕрес вăхăчĕ те тĕрлĕрен. Ир пулакан /ирхи улма теççĕ ăна халăхра/ çĕрулми вăрлăхĕ маларах калчаланма пуçлать, кĕрхи сортсен вăрлăхĕ çуркуннечченех тĕлĕрет - калчаланмасть.

Улма епле упранасси тĕпсакайĕнчи /нÿхрепри/ температурăран, сывлăш нÿрĕклĕхĕнчен те килет. Нÿрĕклĕх пысăк пулсан, +2... +4 градусран ăшăрах пулсан çĕрулми хăвăртрах калчаланать. Вăрлăх улма выртакан çĕрте пĕр пек температура тăрсан, сывлăш нÿрĕклĕхĕ 80-90% пулсан лайăх.

Пĕтĕм вăрлăха хумхатмалла ан пултăр тесен сортсене уйрăмшар хума тăрăшăр. Халĕ вăрлăха йăлтах суйлăр, калчаланнине уйăрăр.

Вăрлăх улман калчине татса пăрахăр. Вĕсен тĕп куçĕсем йăлтах вăранса çитмен-ха, тухăç та йĕркеллех памалла. Ку йышши улмана çуркунне иртерех лартма тăрăшăр.

Николай МАЛОВ, агроном.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.