Борис Чиндыков: «Хайлавсене суйланă чух чăннипех те ирĕклĕ пулнă»
«Вăрман ачисем» /Дети леса/... Чăваш çыравçи, драматургĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Борис Чиндыков пухса хатĕрленĕ, 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă çĕнĕ кăларăм ячĕ çавăн пек. Аннотацире палăртнă тăрăх - икĕ томпа кун çути курмалли «Чăваш калавĕ» ярăмăн пĕрремĕш томне XIX-XXI ĕмĕрсенчи чăваш писателĕсен наци менталитетне, этнос аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсене сăнлакан чи лайăх калавĕсене кĕртнĕ.
Асăрхарăр ĕнтĕ: кунта «чи» тени икĕ хутчен тĕл пулать. Çавăнпа Çеçпĕл Мишшин 1918 çулхи пуш уйăхĕнче Теччĕре çырнă «Вăрман ачисем» калавне тĕпе хурса ят панă кĕнеке чи лайăх кăларăмсен çÿлĕкĕ çине тăма тивĕçлине пĕрре те хирĕçлес килмест. Ыйтăвĕ вара чылай: «Чăннипех те вăрман ачисем-и эпир, чăвашсем?» е «Чăн ирĕклĕхе шыраса паянхи кун та унтан тухса тарма ăнтăлакансем-и?», е тата «Тĕнче асапĕсене курса вăрмана таврăнма ĕмĕтленекенсем-и?»...
Раççейри Литература çулталăкне халалланă кĕнекене мĕнле концепцие тĕпе хурса йĕркеленине пĕлес тĕллевпе ăна пухса хатĕрлекенпе, Борис Чиндыковпа, тĕл пулса калаçрăмăр.
- Борис Борисович, пысăк ĕçе вĕçлесен тĕрлĕрен туйăм пулать. Мĕн палăртнине йăлтах пурнăçланăран çÿл тÿпене çĕкленес çăмăллăх та, е чи кирлине туса çитереймен пек туйăннăран чуна пусаракан йывăрлăх та. Сирĕн кăмăл-туйăмăр мĕнле халĕ?
- Кĕнекепе ĕçленĕ чухнехи хавхалану сĕвĕрĕлсе пĕтмен-ха, кĕнекерен сивĕнсе çитмен. Кĕнекене самай кĕске вăхăтра хатĕрлемелле пулчĕ, çавăнпа çур çула яхăн, 7-8 уйăх, пусăрăнса ĕçлеме тиврĕ. Наци библиотекине ĕçе çÿренĕ пек кунсерен çÿрерĕм. Издательство çак ĕçе пуçăнма 2014 çулхи кĕркунне сĕнчĕ. Кĕнекене тематика планне кĕртнĕччĕ, концепцийĕ те, аннотацийĕ те хатĕрччĕ, ун çине таянса кăна ĕçлемеллеччĕ. Мĕншĕн килĕшрĕм-ха çак йывăр ĕçе пурнăçлама? Тахçан, иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен варринелле, Геннадий Айхи Америкăри пĕр çамрăк славист чăваш калавĕн антологине акăлчанла куçарса кăларас шухăшлине пĕлтернĕччĕ, мана çав антологине пухса хатĕрлеме ыйтнăччĕ. Ĕçĕ ун чухне калаçнинчен-ĕмĕтленнинчен мала каяймарĕ, анчах çавăнтанпа хама килĕшнĕ калавсене, уйрăмах вырăсла пичетленнисене, пухса пыма тытăнтăм. Кайран 2006-2007 çулсенче, chuvash.ru сайта хам йĕркелесе тытса тăма пуçласан, чăваш поэзийĕн тата чăваш калавĕн виртуаллă антологине йĕркеленĕччĕ. 2000 çулсен вĕçнелле, Мускавран Шупашкаралла таврăннă хыççăн, сайтпа ĕçлесси маншăн йывăрлансах пычĕ, вăл пĕтĕм вăя илет, çавăнпа сайта хупма тиврĕ. Унсăр пуçне тата тахçан маларахах, çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче, Юрий Артемьевпа лайăх чăваш калавĕсен шутне мĕн-мĕн кĕртме пулни пирки калаçнăччĕ пĕррехинче, ăна ун чухне шăпах чăваш калавĕн вырăсла пуххине пухса пама ыйтнăччĕ Мускаври «Современник» издательство. Вăл вăхăтра та нумай шухăшланă, шыранă, çав та таçта шала кĕрсе юлнă пулмалла. Шел, СССР текен тăван çĕршывăмăр арканчĕ, «Современник» та пĕтрĕ, Юрий Михайлович пухма пуçланă чăваш калавĕн кĕнеки те тухаймарĕ.
- Хальхи кăларăма хатĕрленĕ чух кампа та пулсан ятарласа канашланă-и?
- Атнер Хусанкайпа, Зоя Романовăпа /Филипповăпа/ калаçнăччĕ, вĕсем мана вăл е ку автор е калав пирки усăллă сĕнÿсем панăччĕ. Сăмахран, Атнер Петрович кĕнекере Митта Петĕрĕн калавĕ пулмаллах тенĕччĕ, Зоя Васильевна Владимир Сатайăн вăйлăрах калавĕсене палăртнăччĕ, Трубина Мархвин лайăх калавсем пулмаллах тенĕччĕ. Авторсемпе никампа та калаçман, куçаруçăсемпе вара калаçнă, ĕçленĕ. Авторсенчен хăш калава кĕртер тесе ыйтма пуçласан вĕçĕ-хĕррине тупаймастăн. Хăв ăнланнă пек обћективлă, академиллĕ евĕр кăларăм хатĕрлес тетĕн пулсан - саншăн пур автор та тан пулмалла: вилнĕ-и вăл, чĕрĕ-и, пур-и унăн тĕрлĕ йышши хисеплĕ ятсем е пачах нимĕн те çук-и?.. «Вăрман ачисем» антологи мар, пĕр çын хăй курнă пек, хăй ăнланнă пек пухса хатĕрленĕ кĕнеке, çавăнпа унта кĕнĕ калавсене ятарлă ĕç ушкăнĕ, редакци коллегийĕн али витĕр алласа тасатман.
- Çапах кĕнеке презентацийĕнче Юрий Артемьев критик эсир калавсене суйланă чух пĕр-пĕр хайлава ахаль калаçура та ик-виç çын ырланине илтсен шута илнех тенĕ пек астăватăп...
- Чăнах та, литературоведсемпе канашланă эпĕ, хăйсемпе калаçура мар, кĕнекисем урлă вĕсен тĕпчевĕсемпе. Хайлавсене суйланă чух чăннипех те ирĕклĕ пулнă: ку антологи мар-çке - калавсен пуххи. Çапах, антив, кирек кам пекех, хама тем пек тăнлă тесе шутласан та, эпĕ те йăнăшма пултаратăп-çке. Ят-сумлă çынсен шухăшĕ питĕ кирлĕ ун пек чух. Литературоведсем ку тарана çитсе чăваш калавĕ çинчен мĕн тĕпченине пĕтĕмлетсе тата çак кăларăма мĕне тĕпе хурса хатĕрленине «Чăваш пурнăçĕн калейдоскопĕ» хыçсăмахра ăнлантарса пама тăрăшрăм. Чăваш прозине тишкернĕ чух ытларах мĕнле калавсене асăнаççĕ - çавсене те шута илнĕ. Совет саманинчи чи пĕлтерĕшлĕ критиксенчен Геннадий Хлебникова палăртатăп, хальхисенчен - Юрий Артемьева, Виталий Родионова тата Георгий Федорова, йывăр тăпри çăмăл пултăр. Маншăн Юрий Яковлев питĕ пĕлтерĕшлĕ критик, унăн сăмахĕ яланах интереслĕ. Пĕрре хăнăхнă калăпран тухма пĕлет вăл, шухăша вăратать. Паллах, Виталий Станьялăн «Чăваш калавĕ» монографине те, çак ятпа тухнă вĕренÿ пособине те питĕ тимлĕн пăхса тухрăм. Чăваш калавне хам мĕнлерех курнине асăннă тишкерÿçĕсен ĕçĕсемпе тĕрĕслерĕм, вĕсем мана кĕнекене ытлашши «хамлатса» ярасран хама тытса чарма, хăшпĕр калава суйласа илме пулăшрĕç. Сăмахран, виçĕ тишкерÿçĕ Юрий Артемьев, Виталий Родионов, Георгий Федоров Илле Тăхтин «Помидор» калавне шедевр тесе хаклаççĕ.
- Кĕнекене пухса хатĕрленĕ Борис Чиндыков хăй мĕнле хаклать-ши ку хайлава?
- Питĕ интереслĕ калав. Тăхти çырнисене куçарма питĕ йывăр. Минимализмла проза тетчĕ Тăхти калавĕсем пирки Геннадий Айхи. Аристарх Дмитриев ятарласа куçарчĕ çак калава «Вăрман ачисем» валли, вырăсла вăл пĕрремĕш хут пичетленчĕ. Ун пеккисем, çак кĕнеке валли ятарласа тунă вырăсла куçарусем, тата тепĕр 14 калав, вĕсене кĕнеке содержанийĕнче çăлтăрпа палăртнă. Куçару - питĕ кăткăс ĕç. Чăвашла оригиналта сăмах мĕнле çул-йĕрпе пынине, тĕслĕхрен, Вяткăра пурăнакан вырăс вулаканĕ те тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантăр тесе куçармалла-çке, тата унăн чунне те хускатмалла.
- Шăпах çак ыйтăва та хускатасшăнччĕ хамăр калаçура... Пытармастăп, кĕнекене чăваш куçĕпе мар, вырăс пек вулама тăрăшрăм та - иккĕмĕш калавĕнчех, Çеçпĕл Мишшин «Дети леса» текеннинче, самаях тăрăнакан «шăрпăкпа» тĕл пулма тÿр килчĕ. «Вырдах» сăмаха чăвашла пĕлмен çыннăн мĕнле ăнланмалла-ха? Ожегов словарĕнче те тупаймăн-çке-ха ку сăмаха! Контекст тăрăх тĕшмĕртсен кăна. Хам та тÿрех ăнкарайманнипе Çеçпĕл Мишшин 1989 çулта тухнă «Çырнисен пуххине» алла тытрăм. Çак калав унта чăвашла пичетленнĕ-çке. Вăртахсем иккен вĕсем - Микурпа Сÿхепи... Пĕлетĕр-и: халь сирĕнтен каçару ыйтма та вăхăт çитрĕ... Мĕншĕн тетĕр-и? Çак çула çитсе те академиллĕ кăларăмсемпе тĕрĕс усă курма вĕренсе çитеймен иккен эпĕ: кĕнеке вĕçнелле 482-483-мĕш страницăсенче вырнаçтарнă «Об<яснение чувашских слов и реалий» ярăма тÿрех асăрхайман... Унта вăртах, майра, юмăç, шăрттан тата ытти нумай-нумай сăмаха ăнлантарни те пур. Хыçаларах авторсемпе куçаруçăсем çинчен кĕскен çырнисене те тупма пулать. Мĕнех калăн - чăн-чăн академилле кăларăм!
- Кăлтăксăрах пулмарĕ çав. Кĕнекене «Калейдоскоп чувашской жизни» умсăмахран пуçласшăнччĕ, унта кĕнеке тытăмне те, ытти чылай япалана та ăнлантарса пама тăрăшнă, ун пек пулнă пулсан эсир, кĕнекене «вырăс куçĕпе» вулаканскер, «вырдах» сăмах пĕлтерĕшне ăçта шырамаллине малтанах пĕлнĕ пулăттăр. Анчах умсăмах ытла та наука статйи евĕр пулнăран, кĕнеке умсăмахĕнчех питĕ нумай асăрхаттару куçа тăрăнасран, çапла майпа хăшпĕр вулакан тÿрех хăраса ÿксе, кĕнекерен сивĕнесрен, çав вăхăтрах ку асăрхаттарусем студентсене, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кирлĕ пулма пултарасса пĕлсе вĕсене упраса хăварас тĕллевпе умсăмахран хыçсăмах тума тиврĕ. Ку вара, чăн та, кĕнекепе усă курассине пĕртак йывăрлатать. Çавăнпа, халĕ шутлатăп та, тен, статья вырăнне улăштармалла та марччĕ. Шел, хăшпĕр вак кăлтăк татах та юлнă çав кĕнекере, эпĕ вĕсене кайран тин, кĕнекене алла илсен, асăрхарăм.
- Кăлтăк шыраса мар, пĕлессишĕн ыйтатăп-ха. Эсир пухса кăларнă кĕнекере Çеçпĕл Мишши калавне вырăсла пĕрремĕш хут пичетленет тесе çăлтăрпа палăртнă. Сандр Савгильда куçарăвĕ малтанхи хут кун çути курать тени ĕнтĕ ку. Тĕрĕссипе, «Вăрман ачисене» вырăсла Николай Данилов куçарнине 1989 çултах Çеçпĕлĕн çырнисен пуххинче пичетленĕ. Сăмах май, унта Николай Федорович вăртаха «сват» тенĕ. Малтанхи вариант тивĕçтерменренех çĕнĕ кăларăма урăх куçарăва кĕртес терĕр-и?
- Николай Данилов куçарăвĕ маларах та, 1959 çулта, Çеçпĕлĕн пĕрремĕш çырнисен пуххинче пичетленнĕ. Анчах мана вăл куçарура куçару илемĕ кăштах çитмен пек туйăнчĕ. Çеçпĕлĕн вĕт кашни йĕрки, кашни сăмахçаврăнăшĕ хăйĕн ритмикипе, шалти кĕввипе çатăрласа илет вулакана. Данилов куçарăвĕ шăпах оригинала калькăласа куçарнă пекрех, «буквальный перевод» е тата хăш чухне «подстрочник» теççĕ ун пеккине, академилле кăларăм валли шăпах çавнашкал куçару кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Анчах çав вăхăтрах Çеçпĕл калавĕн вырăсла куçарăвĕнче шалти янрав, ритм çитмен пек туйăнчĕ мана, çавăнпа Мускавра пурăнакан Сандр Савгильда куçаруçа калава çĕнĕрен куçарса пăхма ыйтрăм. Ман шутпа, Сандр куçарăвĕ илемлĕрех, янравлăрах.
- Иккĕленÿ çук, хайлав урăх чĕлхепе мĕнлерех вуланасси куçаруçăран питĕ нумай килет. Тĕслĕхрен, Хумма Çеменĕн «Станцăра» калавне вулама пуçăнсанах ăна хĕрарăм куçарнине туятăн. Мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех шалти темĕнле ачаш кĕвве тытса пырать куçаруçă... Вуласа пĕтерсен пăхрăм та - Ирина Митта иккен. Мĕнле шухăшлатăр: арçын куçаруçăпа хĕрарăм куçаруçă хушшинче уйрăмлăх пур-и?
- Кун пирки нихăçан та шухăшламан. Хĕрарăм-и, арçын-и, ман шутпа, чи кирли - ăсталăх. Акă, сăмахран, Зоя Романова Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Хветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче» романĕсене вырăсла çĕнĕрен, оригиналтан куçарчĕ. Паллах, çакăн сăлтавĕ – малтанхи куçарусем тивĕçтерменни, вĕсем унччен темиçе хутчен те, çав шутра Мускавра та, пичетленсе тухнă пулин те. Малтанхи куçарусемпе Зоя Васильевнăн куçарăвĕсен хушшинче – калама çук пысăк уйрăмлăх. Сăмах май, «Вăрман ачисем» кĕнекене май пур таран оригиналтан куçарнă калавсене кĕртме тăрăшнă. Хĕрарăм-арçын куçарăвĕсем патне таврăнсан, чăн та, юлашки вăхăтра пур çĕрте те гендр ыйтăвне мала кăларма пуçларĕç. Паллах, куçаруçă хĕрарăм е арçын пулни вăл е ку майпа сисĕнетех, куçарăва та витĕм кÿретех пулĕ, çапах ăсталăх пирки калаçнă чух, ман шутпа, гендр ыйтăвĕ тĕпре мар.
- Борис Борисович, эсир кунта хăвăра хăвăр хирĕçлеместĕр-и? Хыçсăмахăрта, 476-мĕш страницăра, кĕнекене кĕртме май килмен хăшпĕр автора ятранах асăнатăр пулсан, хĕр-хĕрарăма вара «новые чувашские феминистки» каларăш калăпне хупса хуратăр... Мĕншĕн кавычкăна илнĕ-ха тата ку сăмахсене?
- Мĕншĕн тесен пирĕн критикăпа литературоведенире, тен, журналистикăра та юлашки 15-20 çулта тăван литературăна вирхĕнсе кĕнĕ «хĕрарăм сывлăшне» ун пек ятарласа каланине эпĕ курман, çавăнпа хамран кăларнă сăмахçаврăнăшне, шÿтлесерех темелле-ши, кавычкăна илтĕм. Чылай чухне амазонкăсем теççĕ-ха, Чăваш çĕрĕн брэнчĕ те тăваççĕ ав халь «Амазонирен», анчах ку айванланса вăйă выляни кăна. Анчах çав вăхăтрах паянхи чăваш литературин лавне çине тăрса, тăрăшса туртакан кĕçĕн ăрăва, йăмăксен ăрăвне, ытарласа «çĕнĕ чăваш феминисткисем» темелле пуль.
- Камсене кĕртетĕр вара вăл йыша?
- Чи малтанах, паллах, феминизм шульăшĕпе тапса тăракан «кĕмĕл тумлă çар» пуçне Марина Карягинăна, Елен Нарпине, Альбина Юратуна Ÿе Юратăва темелле-ши?J... Ытти хĕрарăм çыравçăран хăшне-пĕрне…
- Чĕмпĕрте пурăнакан Елена Мустаева юлашки çулсенче «Тăван Атăлта» питĕ нумай пичетленме пуçларĕ. Ăна камсен йышне кĕртетĕр?
- Феминизм шухăш-кăмăлĕ пур-и унăн хайлавĕсенче, çук-и - калаймастăп, мĕншĕн тесен ытлашши вуламан эп ăна. Анчах 2014 çулта Кашкăр Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери калав конкурсĕн чăваш тапхăрĕн жюри членĕ пулнă май кам çырнине пĕлмесĕр эпĕ Еленăн конкурса тăратнă икĕ калавне те «4» паллăпа хакланăччĕ /чи пысăк паллă «5» лартма юратчĕ/, пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн вăл 2-мĕш вырăн йышăннине пĕлтĕм. «Çĕнĕ чăваш феминисткисем» патне таврăнас пулсан, ку литература пурнăçĕнчи пулăма ытарлăн палăртни кăна. Нарспине те идея, сăнар шайĕнче литературăра сăнланнă пĕрремĕш чăваш феминистки теме пулать. Кĕнеке патне куçас пулсан вара - унта çав абзацра палăртнă кашни çыравçăн пĕрер калавне тупса кĕртмеллеччĕ те кĕнекене... Никифор Мранька та çук кĕнекере. Лаврентий Таллеровăн «Пысăк тĕнчери пĕр пĕчĕк чун» калавне питĕ кĕртесшĕнччĕ кĕнекене – анчах, шел, «Дружба» альманахра шыраса тупнă вырăсла куçарăвĕ тивĕçлĕ шайра пек туйăнмарĕ. Çĕнĕрен куçарттарма вăхăчĕ те, куçаруçи те тупăнмарĕ.
- Çĕр-çĕр калавран хăшне суйлани пирки те сăмах пуçарас килет. Влас Пайменăн «Тăван чĕлхе» калавĕ тĕлĕнтерсех ячĕ, ăна кашни çынна вулаттарас килсе кайрĕ...
- Влас Паймен çырнисене шырама питĕ йывăр пулчĕ. Çак калава тупсан савăнсах кайрăм. Шÿт те пур унта, чăваш хĕрарăмĕн характерне, психологине тарăннăн кăтартни те... Алексей Медведев калавне те, Николай Мартыновăнне те палăртас килет. Тĕрĕссипе, пуринне те – Людмила Сачковăнне те, Любовь Мартьяновăнне те, Надежда Ильинанне те...
- Ку е вăл авторăн хăш калавне суйласа илни, паллах, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Акă Ева Лисинан «Хĕле кĕрес умĕн» калавнех илер. Маншăн ку хайлав чăваш литературинчи чи пысăк тĕлĕнтермĕшсенчен пĕри. Куççуль кăлармасăр вулама çук ăна...
- Калавсене автор ăсталăхне кура кăна мар, кĕнеке вулаканшăн интереслĕ пултăр тесе вĕсен тематика анлăшне те шута илтĕм. Мĕншĕн хамăнне нихăшне те мар, «Кĕлчечексем» калава суйларăм-ха? Театр çинчен пулнине асра тытса. Чăваш менталитетне халăх кун-çулĕнчи хĕрхÿ тапхăрсем тăрăх кăна мар, тĕрлĕ сферăра кăтартса парас тесе.
- Куçа курăнман тепĕр туйăм та пур - сисĕмлĕх, халăха мĕн килĕшнине тĕшмĕртме пултарни. Ку тĕлĕшпе Геннадий Максимовăн «Ачаллă хĕрарăм» калавĕ пирки пĕр-ик сăмах калас килет. Нумаях пулмасть радиопа: «Чăваш литератури çав тери пуян, суйламалăх пур», - тенĕччĕ эп. Пĕр пĕлĕш çавна илтнĕ те манпа тавлашма тытăнчĕ: «Мĕн пуянни, суйламалăх çук вĕт», - тет. «Камшăн пур, камшăн çук. Тĕслĕхрен, Геннадий Максимовăн «Çĕрлехи ташă» калавĕ чуна çатăрласах тытать. Режиссер пулсан кино ÿкерĕттĕм ун тăрăх...» Хайхискер каллех хирĕçлерĕ, анчах лайăх енĕпе: «Мана ытларах «Ачаллă хĕрарăм» калавĕ килĕшет», - терĕ. Хĕпĕртемелле кăна пек, эсир те ак калавсен пуххине шăпах çак хайлава кĕртнĕ...
- Калавне Геннадий Максимов 2001 çулта çырнă. «Вăрман ачисем» çак хайлавпа вĕçленет. Мĕншĕн çак калава суйласа илтĕм-ха? Каларăм ĕнтĕ, кĕнеке кăсăклă пултăр тесен пурнăçăн тĕрлĕ енне кăтартмалла. Максимов калавĕнчи ĕç-пуç хулара пулса иртет, паянхи пурнăçăн типтерлех мар, хăрушă енне – наркомание, вăл мĕн патне илсе пынине пĕчĕк ача шăпи урлă кăтартать çыравçă. Калав калуçи – журналист, вырăн-вырăн вăл кăштах социологилле очерка та асилтерет, вырăс литературинчи Короленкăпа Успенский тапхăрне… Тата кунта çакна та палăртмалла: юлашки вăхăтра «таса», «илемлĕ» литература факт литературипе, документлă публицистикăпа е прозăпа пĕтĕçсе-хутăшса пырать, ахăртнех, çапла пулма вăхăт, самана ыйтать. Сăмахран, иртнĕ çул литературăри Нобель премине вырăсла çыракан Светлана Алексеевича пачĕç, унăн прози шăпах – литературăпа журналистика шăранчăкĕ... Тепĕр самант – калавăн вырăсла куçарăвĕ лайăх, илемлĕ вуланать, ăна Николай Максимов писатель, журналист оригиналтан куçарнă.
- Хăйне хăех тепĕр ыйту сиксе тухать. «Вăрман ачисем» кĕнекене хатĕрленĕ май пирĕн литературăн пĕтĕмĕшле юхăмне тĕпрен улăштарас ĕмĕт-тĕллев тытман-и эсир?
- Çук, ун пек тĕллевсем пулман. Тĕп тĕллевĕм - чуна витерекен лайăх чăваш калавĕсене пĕр хуплашка айне пухса алла тытма кăмăллă, вулас та вулас килекен, пурнăç пирки, чăваш шăпи пирки шухăша яракан, вуласа тухсан кăшт вăхăт иртсен каллех каялла хăй патне чĕнекен кĕнеке пухса хатĕрлесси пулнă.
- Ыйтусене тĕплĕ хуравланăшăн пысăк тав. Апла пулин те ку интервью хăшĕ-пĕрне çивĕч калаçу пуçламăшĕ пек кăна туйăнма пултарĕ. Чăваш литературине чунтан кăмăллакансемшĕн ыйтăвĕсем татах та сиксе тухĕç, ку е вăл пултаруллă авторăн çав-çав калавне мĕншĕн кĕртмен-ши текенни таранах... Çакăн йышши пăлханусен хуравне вара «Вăрман ачисем» кĕнекерех, ăна пухса хатĕрлекенĕ çырнă хыçсăмахра, тупма пулать.
Римма ПРОКОПЬЕВА
Кирлĕ-и пире çапла кисретсе илни?
Ева ЛИСИНА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çыравçă, куçаруçă, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ:
- Борис Чиндыков «Чувашский рассказ» кĕнеке кăларма хатĕрленнине илтсен питĕ савăнтăм. Лайăх калавпа пушă хайлава витĕр куракан тата хăюллă, суеçтермест - чăваш калавĕ мĕнле çул хывса пынине лайăх пĕлсе тăрать. Чăнах ĕнтĕ, Борис Борисович хăй çине калама çук йывăр ĕç тиенĕ - шыраса туп-ха капанри ылтăн пĕрчĕсене... Тÿрех калас, халь ĕнтĕ пирĕн алăра ытарайми кĕнеке.
Кĕнекере маншăн малти вырăнта - Çеçпĕл Мишши калавĕ. Мĕнех калăн - генин генилле калавĕ. Музыка сăмахĕпе усă курас пулсан вăл пĕтĕм кĕнекене тĕрĕслесе тăракан камертон пек, ирĕксĕрех ытти калава та Çеçпĕл Мишши хăвачĕпе виçме, танлаштарма хистет, хушать... Питĕ кирлĕ вăл, пире çапла кисретсе илни.
Юрий АРТЕМЬЕВ, литература критикĕ, профессор, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ:
- Чăваш калавĕн «пĕчĕк» антологине, Борис Чиндыков тăрăшнипе кун çути курнăскере, хальчченхи кăларăмсемпе танлаштарса-шайлаштарса пăхам тени кăлăхах пулчĕ, ÿстермесĕр калатăп - çĕрпе пĕлĕт пек уйрăмлăх. Туллилĕх, куçарусен шайĕ, эстетикăпа илемлĕх туйăмĕ, çирĕп алăпа хăюлăх /тен, теветкеллĕх те!/, ăслăлăх шайĕ /литература тĕпчевçисемшĕн паха тĕслĕх/... Вырăсла куçарса кăларнă калавсенчен ытларахăшĕ тăван çырулăхăн ылтăн çÿпçине тивĕçлипе кĕрсе вырнаçнăччĕ, эпĕ вĕсен илемĕ-пахалăхĕпе куçарăвĕсен ăсталăхĕнчен ытларах пĕр самант çинче чарăнса тăрасшăн.
Пирĕн анне çуратнă чухнех туяннă «турпаллине» аса илтерекен пĕр хамăра евĕрлĕх пур: пăртак хамăр тĕллĕн шухăшлама, тĕнче çине харпăр куçăмăрпа пăхма хăнăхса пынă май хамăрчченех вăйра тăнă хаклăх-пахалăх виçисем пире çырлахтарманнине ăнкарса илетпĕр. Анчах ăнкараканни /Çеçпĕл пеккисем шутлă/ ăнкарать, ытларахăшĕ канлĕ те тутă пурнăçпа лăпкăлăха кăмăллать. Çав суя виçе, ашшĕн парăмĕ ывăлне куçнă пек, ăруран ăрăва пырать, çамрăксен тăн-пуçне минретет, чăнлăх тарăнăшне кĕртмест. Пултарулăхăн е ăслăлăхăн кирек мĕнле ĕçне хакланă чух та сисĕнет çав курăнман «эрешмен картин» чăрмавĕ: чăн хакпа /Гамбург виçи-шучĕпе/ хаклас вырăнне хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ ăстасен /«самодеятельность»/ виçипе çырлахатпăр.
Çак «икĕ хак» тытăмĕ хăçан вăя кĕнине /чăн тата суя «аршăнсем»/ ятарласа тĕпчес пулать. Унăн пуçламăшĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех. Кăна талантлă çыравçăсемпе витĕр шухăш-туйăмлă тĕпчевçĕсен шăпипе кун-çулĕ яланах инкеклĕ /е синкер!/ те чăрмавлă пулни витĕмлĕ ĕнентерет. Пăхса тухăр 20-мĕш çулсенчен пуçласа икĕ ĕмĕр чикки таран - вĕсен ячĕ-шывĕпе ĕç-хĕлĕ мишавай юписен речĕ пек тăсăлать: К.Иванов, Çеçпĕл, Юман, Тăхти, Павлов, Рсай, Митта, Эллиев, Хусанкай, Уяр, Скворцов. Е тĕпчевçĕсене илер: Ашмарин, Никольский, Вантер, Тимухха Хветĕрĕ, М.Петров, Милли, Хлебников таранах. /«Суя «авторитетсен» те хăйсен речĕ пур/. Сайра тĕл пулакан тÿрĕ чунлă Г.Хлебников тухтăр диссертацине хÿтĕлеменнине те этем конформизма сивленинчен килчĕ ахăр. Асăннă пулăмăн хăрушлăхĕ - чăн хаклăх-виçелĕхе шанчăксăрлăх читлĕхне хупса усрама май-мел туса пани.
Çакна шута илсен Б.Чиндыковăн пархатарлă ĕçне хакласа /Гамбург виçи/ пĕтерме те йывăр. Ан тив, пĕччен сас пултăр, вырма пуçланă каçалăкăн пирвайхи кĕлти ку. Тата шанчăк çуратать.
Сергей ПАВЛОВ, Чăваш халăх писателĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертÿçи:
- Ку кĕнекене кăларма пирĕн союз сĕнчĕ. Манăн ăна антологи пек тăвас килетчĕ, коллеги йĕркелесе, анчах кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ хăйĕн концепцине пăхăнса ĕçлес терĕ пулас. Кĕнеке тухни паха, мĕншĕн тесен кун пекки чылайранпа пулманччĕ. Юлашки вăхăтра Мускавра ятарласа пухăнса Раççей Писательсен союзĕн пленарлă ларăвĕнче Раççей халăхĕсен литературине куçарас ыйтусене пăхса тухнăччĕ, Ĕпхÿре те калаçнăччĕ кун пирки. Çĕршыв саланса кайрĕ те - халăхсен литературине вырăсла куçарма çĕнĕ майсене шырамалли палăрчĕ. Хăшпĕр регион ку тĕлĕшпе лайăх утăмсемех тăвать. Шел, пирĕн куçаруçă сахал. Çукпа пĕрех темелле.
Çапах кĕнекене мĕншĕн антологи пек курасшăнччĕ эп? Вырăсла вулакансене паянхи чăваш литературине анлăрах кăтартас килетчĕ...
Атнер ХУСАНКАЙ, литература критикĕ, профессор:
- Юлашки вăтăр çулта пирĕн чăваш калавĕсем вырăсла уйрăм кĕнекен пачах та пичетленмен. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулма пултарнă. Куçару ĕçĕ хăйĕн хисепне çухатни, куçаруçăсем çукки, илемлĕ литература хайлавĕсене пичетлесе кăларма сиксе тухакан йывăрлăхсем...
Анчах пирĕн алăра вĕр çĕнĕ кĕнеке. Пĕтĕмпе унта 39 авторăн хайлавĕ кĕнĕ. Унта классиксем те пур: Иван Юркин, чăваш прозин никĕсне хываканĕ, Çеçпĕл, Хумма Çеменĕ, Элкер, Илле Тăхти, Мĕтри Юман, Илпек Микулайĕ, Хветĕр Уяр, Александр Артемьев. Вĕсем хыççăнхи ăру: Анатолий Емельянов, Юрий Скворцов, Василий Игнатьев, Ева Лисина, Хветĕр Агивер. Çамрăкраххисем: Любовь Мартьянова, Арсений Тарасов, Василий Эктел, Владимир Степанов, Надежда Ильина, Геннадий Максимов тата ыттисем те.
Калавсене суйланă чух Б.Чиндыков хăйĕн суб<ективлă шухăш-кăмăлне тата илемлĕ литература хайлавĕн пахалăхне тĕпе хунă. Çав вăхăтрах вăл пирĕн сумлă литература тĕпчевçисен /Г.И.Федоров, В.Г.Родионов, Ю.М.Артемьев/ хаклавне шута илме тăрăшнă. Суйлавĕ пирки тавлашма та пулать пек, пухса хатĕрлекенĕ ăна хăй те ăнланать /унăн «Калейдоскоп чувашской жизни» хыçсăмахне пăхăр/.
Çак кĕнеке валли ятарласа çĕнĕ куçарусем те тунă /пĕтĕмпе 15 калав/, чи тухăçлă ĕçлекенни - З.Романова. Çапах куçару ĕçĕн малашлăхĕ пирки пирĕн шухăшламаллах... Совет тапхăрĕнче ун пек-и, кун пек-и - чăваш нацийĕн сăн-сăпачĕ, менталитечĕ ытти халăх умне вырăс чĕлхи урлă тухнă, çырăвçăсем те чăваш кĕтессинче анчах мар, анлăрах уçлăхсенче ят илнĕ.