Комментари хушас

22 Чÿк, 2013

Психолог çемйинче те харкашу пулать

Паян - Раççейри психолог кунĕ. Официаллă майпа йышăннă уяв мар пулин те ăна çак енпе вăй хуракансем 2000 çултанпа паллă тăваççĕ. Çакă психологи пурнăçри чылай тытăма витĕм кÿнине, унсăрăн çивĕч ыйтусене татса пама йывăррине çирĕплетет. Чăн-чăн психологăн епле пулмалла? Уншăн мĕн хаклă? Çак тата ытти ыйтăва Шупашкарти «Çемье» центрта ĕçлекен Галина МИЛЛИНА хуравларĕ. Унăн шухăшĕпе - юлашки 5 çулта çынсем психологипе ытларах кăсăкланаççĕ, специалистсемпе çыхăнаççĕ, ятарлă литературăпа хăйсем тĕллĕн паллашма тăрăшаççĕ.

- Раççейре психологсен кунĕ «çуралнăранпа» вăхăт нумаях иртмерĕ-ха. Галина Николаевна, сире уяв ячĕпе çывăх çыннăрсем, ĕçтешĕрсем, саламлама манмаççĕ-и?

- Çук, манмаççĕ. Ăшă сăмах калакансем те, парнепе савăнтаракансем те пулаççĕ. Çав куна çемьепе пĕрле паллă тăватпăр, мĕншĕн тесен хĕрĕм те психолога вĕренсе тухрĕ. Профессипе вăй хумасть пулин те вĕренни ăна ĕçре кирлĕ.

- Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, психолог çынна итлеме, ăна мĕн пăшăрхантарни çинчен çеç калаçма пултарать. Пациента канăçсăрлантаракан çивĕч ыйтăва татса параймасть.

- Психологăн çынна унăн вăйлă енĕсене кăтартмалла, вăл йывăрлăхран тухма пултарайнине ăнлантармалла. Çавăн хыççăн пациентăн хăйĕнех тĕрĕс утăм тума тăрăшмалла.

- Пирĕн çĕр-шывра çулсеренех 60 пине яхăн çын хăйĕн çине алă хурса çут тĕнчерен уйрăлать. Психологпа вăхăтра канашланă тăк миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май килĕччĕ?

- Чылайăшĕ специалистпа чуна уçса калаçнă хыççăн йывăрлăха парăнтарма талпăнать. Анчах унпа куллен хутшăнакан çынсем пулăшма тăрăшмасан лару-тăру лайăх енне улшăнасси иккĕленÿллĕ. Психологпа канашласан 60 пин çынран кам та пулин пурăнма вăй-хал тупатчех, çавăнпа специалист патне кайнăшăн çывăх çын сăмахласран хăрамалла мар.

- Нумайăшĕшĕн хуйха-суйха ирттермелли, япăх кăмăла пусăрăнтармалли меслетсенчен чи малти ретре эрех тăрать. Теприсем юрă-кĕвĕ тĕнчине путаççĕ те таврарине курмăш пулаççĕ. Эсир стреса ирттерме мĕн сĕнетĕр?

- Чи лайăх мел - пĕр-пĕр енпе пултарулăха аталантарни. Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ виртуаллă «тĕнчере» кун кунлать, чăн пурнăçра унашкаллисене çынпа хутшăнма йывăр. Çак тĕнче çинчен манса кунĕн-çĕрĕн юрă-кĕвĕ янăраттаракансемех музыка çинчен калаçаймаççĕ. Шел те, чухăн чун-чĕреллĕ вĕсем.

- Эсир чылай çынна пулăшатăр, сирĕн çемйĕрте пĕтĕмпех йĕркеллĕ-и?

- Кирек камăн çемйинче те ăнланманлăх, харкашу пулаять. «Атăсăр атăçă» тенешкел, психологсен те çавнашкалах. Ку - йĕркеллĕ пулăм. Чи кирли - çын çивĕч ыйтăва тĕплĕн татса парайни. Тавах турра, пирĕн йăвара килĕшÿ хуçаланать. Çемьери тăнăçлăха, юратăва упрама, тытса тăма пĕрре те çăмăл мар.

- Илтнĕ шÿт тăрăх, пĕр психолог ĕçтешĕ пациентсенчен вĕсем мĕн çини çинчен мĕншĕн ыйтнипе кăсăкланать. Лешĕ çакна пулăшу ыйтма пынисенчен мĕн чухлĕ укçа илмешкĕн пĕлме кирлипе сăлтавлать. Сире шалу тивĕçтерет-и?

- Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ пысăк мар. Пирĕн центрта, манăн шухăшпа, хăйсен ĕçне юратакансем, йывăрлăха лекнĕ çынна чунран пулăшма тăрăшакансем çеç ĕçлеççĕ. Пирĕншĕн чуна ăшăтакан чи пысăк парне - пациент çутă малашлăха ăнтăлни, палăртнине пурнăçлани.

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.