Комментари хушас

15 Кăрлач, 2016

«Шавлă» ĕçсен вăрттăнлăхĕсем

Паян, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, РФ Следстви комитетне туса хунăранпа 5 çул çитрĕ. Çĕнĕ çак тытăм тĕпчекенисен шутĕнче - Уголовлă кодексăн 160 ытла статйипе пăхнă преступленисем. Ĕç калăпăшĕ пысăкки куçкĕрет. Эпир комитетăн республикăри Следстви управленийĕ йĕркеленнĕренпе тĕпченĕ чи «шавлă» ĕçсене аса илес терĕмĕр. Унашкаллисем - пайтах.

Шелсĕр «риэлторсем»

Суд 2011 çулта приговор палăртнă уголовлă ĕçрен пуçлар. Ун чухне «хура риэлторсен» каварлашнă ушкăнĕ суд тенкелĕ çине ларнăччĕ. 23-41 çулсенчи Андрей Дмитриев, Андрей Баюк, Дмитрий Субботин, Эдуард Павлов, Иван Шишкин, Елена Халитова, Григорий Окайкин, Лариса Гладилина... Следствин çак ĕçпе 150 ытла свидетеле допрос тума тивнĕ.

Дмитриев ертсе пыракан çак ушкăн ĕçкĕпе иртĕхекен, сахал тупăшлă, хваттер тÿлевĕ тĕлĕшпе пысăк парăма кĕрсе кайнă граждансен хваттерĕсемпе ултавлă ĕçсем тунă. Пĕтĕмпе 7 хваттере ярса илнĕ. Кăмăлĕ тата та пысăкрах пулнă та - ытти хваттер тĕлĕшпе вĕсен саккунсăр тĕллевĕ тÿрре тухайман. Ансат ĕçленĕ: çынсене парăма татма пулăшатпăр тесе хваттерĕсене хăйсене пама ÿкĕте кĕртнĕ, вĕсене лаптăкĕпе пĕчĕкрех хваттерсем туянса пама, укçа тÿлеме шантарнă. Дмитриев çын прависене хÿтĕлекен комиссин /чăннипе унашкал тытăм пулман/ коррупципе кĕрешекен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕн удостоверенийĕпе те усă курнă.

Пĕтĕмпе вара вĕсем 32 çынна шар кăтартнă. Тивĕçлипе явап тытрĕç: ушкăн йĕркелÿçи 12 çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлчĕ.

Вĕсем хывнă сукмака тепĕр ушкăн та такăрлатнă. Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕсем Дмитрий Сорокин, Андрей Куличков, Валерий Рыжов, Айрат Хайруллин, Сергей Прокопьев, Максим Назаров тата Елена Куликова. Вĕсем те ĕçке ернĕ, парăмлă çынсене куç хывнă.

Пилĕк пÿлĕмпе хваттере ярса илнĕ. Сценарийĕ - çÿлерех асăннă йышшиех. Сăмахпа каланине итлемесен хваттерсен хуçисене «хистеме» те именмен. Пĕррехинче икĕ арçынна вăрласа та кайнă. Вĕсене темиçе уйăх хупса усранă, лешсен тивĕçлĕ документсене ирĕксĕрех алă пусма тивнĕ. Арçынсем тыткăнран тарма пултарнă-ха, анчах преступниксем вĕсене каллех тытнă, «читлĕхе» тавăрнă. Хваттерсĕр юлнă çынсенчен пĕри вара хăйĕн çине алă хунă - унăн виллине Мари Элти пĕр ялти çуртра тупнă. Тепĕр арçынна хăйĕн хваттерĕнчен кăлармасăр усранă. Çак тапхăрта ăна пĕр чарăнми эрехпе шăварнă. Хваттерне сутмалли килĕшĕве алă пуссан та кăларман, юлашкинчен вăл чĕре чирĕпе аптраса унтах вилнĕ.

Унсăр пуçне Сорокинпа Куликов Етĕрне районĕнчи Никольский ялĕнчи саунăра проституткăсен ĕçне йĕркеленĕ. М-7 автоçул юнашарах - клиентсем йышлă, ĕçле те ĕçле! Çак тăрăхрах пурăнакан хĕрсене ĕçе явăçтарнă. Тупăшăн çуррине хăйсен кĕсйине чикнĕ.

Пурте тивĕçлипе явап тытрĕç. Сорокин 10 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлчĕ. Куликовăн кăна - условнăй айăплав.

 

 2015 çулта Чăваш Енре 15,6 пин ытла преступление регистрациленĕ, çакă 2014 çулхинчен 13,7: нумайрах. Следстви управленийĕн органĕсем 1585 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем - 706.

Следовательсем уголовлă ĕçсене тĕпченĕ май палăртнă сиенĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ - 492 млн ытла тенкĕлĕх. Çак виçен пысăкрах пайне - 317 млн ытла тенке - саплаштарма май килнĕ. Унсăр пуçне сиене саплаштармашкăн уголовлă ĕçсен фигуранчĕсен 44 млн ытла тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ. 

Тупăшлă проституци

Сăмах май, преступниксен ушкăнĕсем услам тумашкăн шăпах проституцие «çăварлăхланă» тĕслĕх çак çулсенче республикăра чылай пулни тĕлĕнтерет те. Чăвашшăн сăпайлăх тени кăтартуллă та - кунашкалли пулмалла мар пек. Йăнăшатпăр иккен...

   2015 çулта çын вĕлернĕ тата вĕлерме тăнă 101 тĕслĕхе шута илнĕ /2014 ç. - 93, 2013 ç. - 94, 2012 ç. - 82, 2011 ç. - 99/. СК следователĕсем ШĔМĕн оперативлă службисемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май çын вĕлернĕ тĕслĕхсен 94: уçса палăртма пултарнă. 

Çакнашкаллишĕн Шупашкар милицийĕн 4-мĕш пайĕн уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ пулнă çын та явап тытрĕ вĕт. 34-ри Андрей Какорлатов тĕп хулара пĕр хĕрарăм притон тытса тăнине тупса палăртнă та - ăна «сума» тытăннă: хĕрарăмран вĕçĕмсĕр укçа илнĕ. Тÿлемесен саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарать вĕт. Укçа кăна тивĕçтермен, пакунлă çын тепĕр чухне хайхи хĕрарăм «çуначĕ» айĕнчи хĕрсен интимлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курма та именмен.

ЧР Аслă сучĕ Какорлатова 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварчĕ, 10 пин тенкĕлĕх штрафларĕ. Çавăн пекех вăл милици майорĕн званийĕсĕр юлчĕ.

Шупашкарти 41 çулти Елена Бронникова тĕлĕшпе вара суд проституци ĕçне йĕркеленĕшĕн кăна мар, çынсене сутнăшăн, чурасен ĕçĕпе усă курнăшăн та приговор палăртрĕ. МИХсенче, Интернетра пĕлтерÿсем парсах клиентсене хăйĕн притонне илĕртнĕ. Ун патĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 25 хĕрпе хĕрарăмран кая мар ĕçленĕ. Клиентсене притонсенче те йышăннă, хăна çурчĕсемпе саунăсене те çÿренĕ. Ĕçе чăннипех çÿллĕ шайра йĕркеленĕ: пĕчĕк айăпшăнах проституткăсене штрафлассине те çирĕплетнĕ. Хĕрсенчен хăшĕсене Мускава та ăсатнă - унта та ĕçленĕ.

Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май Бронникова хăйĕн айăпне туллин йышăннă, çавна май айăплав та «çемçе» пулчĕ темелле - Елена 8 çуллăх условнăй айăплавпах хăтăлчĕ.

Ачасене шел

Çĕнĕ Шупашкарти 41 çулти Андрей Иванов хăйĕн компьютер салонĕнче секспа çыхăннă намăс ĕçсем тунă - 3 арçын ачапа пĕр хĕрачана, салона компьютерпа выляма килнĕскерсене, шар кăтартнă. Хăйĕн киревсĕр кăмăлне тивĕçтерсен вĕсене компьютерпа тÿлевсĕрех выляма ирĕк панă. Вĕсене хăйĕн машинипе килĕсене леçме шантарса улах вырăнсене те илсе кайнă, машина алăкĕсене питĕрсе унтах намăс ĕçсем тунă. Следстви çакнашкал преступленисен 31 самантне тăрă шыв çине кăларнă та - Иванова суд 13 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварчĕ.

Çĕрпÿ çынни те, 39 çултискер, çакнашкаллишĕнех судпа айăпланчĕ. Следстви управленийĕ çавăн пекех унпа туслă 25 çулти хĕрарăм айăпне те çирĕплетнĕ. Арçын 9-12 çулсенчи хĕрачасемпе арçын ачасем тĕлĕшпе намăс ĕçсем тунă. Икĕ тĕслĕхре путсĕр савăшăва хайхи 25-ри хĕре те явăçтарнă. Ачасене 500-шер тенкĕ укçа тÿленĕ, хăшпĕр преступление видеокамерăпа ÿкерсе киревсĕр картинăсене Интернет урлă сарнă.

Хăйĕн арăмĕ те пулнă - арçынна тем çитмен... Следствирен упăшки çавнашкал киревсĕр ĕçпе аппаланнине пĕлсен мăшăрĕ тÿсеймен - пăрахса кайнă. Сăмах май, йĕркелĕх хуралçисем хăйĕн йĕрĕ çине ÿкнине туйсан арçын видеоматериалсен пĕр пайне тĕп тунă, ют паспортпа Мускава тухса тарнă, унта темиçе уйăх пурăннă, апла пулин те сыщиксем ăна тупнă-тупнах.

Айăплав - айăпне кура. Путсĕре суд 18 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăнчĕ. Çак вăхăтăн пĕр пайне, 5 çул, вăл тĕрмере ирттерĕ. Унăн хĕр тусĕ те яваплăхран хăтăлаймарĕ: 12,5 çул пĕтĕмĕшле режимлă колонире пулĕ. Çийĕнчен ачасене «юратакан» арçыннăн пĕчĕкскерсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштармалла - 1,25 млн тенкĕлĕх.

Хăрушсăрлăх - тарама...

2011 çултах суд тенкелĕ çине «Энергоприбор» НПП тата «Электромир» суту-илÿ çурчĕн директорĕсем Дмитрий тата Татьяна Прокопьевсем ларчĕç. Вĕсем те ултав çулĕ çине тăнă.

Упăшкипе арăмĕ кивĕ детальсенчен хăрушсăрлăха тивĕçтермен релесем тăвакан тата сутакан фирмăсем йĕркеленĕ. Шупашкарти электроаппарат завочĕн тавар паллипе саккуна пăсса усă курнă. Çак релесемпе энергооб±ектсенче /вĕсене Оборона министерствин çар чаçĕсене те тивĕçтернĕ/ усă курни пысăк хăрушлăхпа çыхăннине мăшăр питĕ лайăх пĕлнĕ. Калăпăр, Челябинск хулинче çавнашкал релене троллейбус çине вырнаçтарнă та - авари пулнă. Анчах усламшăн çунаканскерсем çакăн çине алă сулнă.

Ку тĕслĕхре те следствин пысăк ĕç пурнăçлама тивнĕ. Уголовлă ĕç калăпăшĕ - 44 том. Айăплав пĕтĕмлетĕвĕ кăна - 5,5 пине яхăн страница. Следстви ĕçĕсене федерацин 7 субъекчĕн территорийĕнче пурнăçланă. Суд Прокопьевсене 3,5 тата 2,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварчĕ. Çийĕнчен - самай пысăк штраф.

 

 Коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн 2015 çулта должноçри 15 çынна тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутатне суд тенкелĕ çине лартнă. Çав шутра - муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр право хуралĕн органĕсен 12 представительне коррупцишĕн айăпланă: ШĔМ органĕсен - 5, Суд приставĕсен службин - 3, Айăплава пурнăçлакан службăн 3 сотрудникне.

Коррупци тенĕрен, 2015 çулта службăри ултавшăн - 77, взятка илнĕшĕн - 47, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн - 39, служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн - 34, взятка панăшăн 25 уголовлă ĕç пуçарнă. 

Хăрушсăрлăха уяманнипе çы­­­хăннă тепĕр инкек вара пĕтĕм республикăна кисретрĕ темелле. Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче 58 çулти Михаил Алексеев ăшă ан çухалтăр тесе хăйĕн хваттерĕнчи вентиляци каналĕсене хупласа хунă, газопровода пÿлекен пăкка кăларса шланга хăй тĕллĕнех çыхăнтарнă. Газ сăрхăнса тăнă май вентиляци урлă сĕвĕрĕлеймен, арçын пирус чĕртме тăрсан взрыв пулнă. Алексеевăн хăйĕн мăшăрĕ, аяларах хутри хваттерти 16 çулти çамрăк вилнĕ. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт сиенленнĕ. Следстви сиен калăпăшĕ 32,5 млн тенкĕлĕх пулнине палăртнă. Кайран çак çурта пăсса ун вырăнне çĕннине тума тивнĕ. Суд Алексеева айăпласа 3 çул та 2 уйăхлăха колони-поселение ăсатма йышăнни халĕ те асра.

Хăрушсăрлăх çине алă сулни мĕнешкел инкекпе çаврăнса тухнине çирĕплетекен тĕслĕх иртнĕ çул та пулчĕ. Чÿк уйăхĕнче Шупашкарта чаплă йышши ром этикеткиллĕ савăтсене тултарнă шĕвекпе наркăмăшланса 20 çулти хĕрпе 30-ти хĕрарăм тата 22-ри каччă вилчĕç. Ютран кÿнĕ контрафакт алкогольпе наркăмăшланнă. Çак тĕслĕхе тĕпченĕ май Шупашкарта тата Улатăрта суя шурă эрехпе ромăн, вискипе коньякăн 2 пин ытла курупкине туртса илнĕ, суя акциз маркисем тупнă. Следстви вĕçленмен-ха. Ку ĕçпе 4 çынна тытса чарнă. Шăпах вĕсем ютран контрафакт алкоголь кÿрсе ăна кунта сутассине йĕркеленĕ.

Тискерлĕх - виçесĕр!

Хăшпĕр преступление аса иле­тĕн те - тискерлĕхпе путсĕрлĕх виçесĕрри чуна çÿçентерет.

46 çулти Зуфар Сайфутдинов юрисконсульт 69 çулти арçынпа Чулхулана унăн газ компанийĕн акцийĕсене сутма кайнă. Преступление маларахах палăртса хунă Зуфар хăйĕн пĕлĕшне Михаил Чумерина та çак ĕçе явăçтарнă. Укçа илнĕ хыççăн каялла таврăннă чух Етĕрне районĕнче пенсионера вĕлернĕ, унăн 1 млн тенкĕ ытла укçине вăрланă. Вилле вăрманта чавса чикнĕ.

Çын çухални çинчен право хуралĕн органĕсене тăванĕсем пĕлтернĕ. Шырав вăраха кайнă пулин те следстви темиçе çул тăсăлнă тĕпчев хыççăн ĕç-пуçа уçăмлатнă, айăплисене те, вилле те тупнă. Сайфутдинова 16 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатрĕç.

2013 çул вĕçĕнче пулнă преступлени те манăçман-ха. Ун чухне икĕ çулти хĕрача пурнăçĕ татăлнăччĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ăна хĕр пĕрчин хреснамăшне пăхма парса хăварнă. Лешĕ вара, 37 çулти Шупашкар хĕрарăмĕ, пепкен аллисене колготкипе çыхнă, çăварне скотчпа çыпăçтарнă та атă-пушмак курупкине чиксе хунă. Ан тухайтăр тесе курупкана та çиелтен çыхнă. Хăй хваттертен тухса кайнă. Таврăннă та - ача сывламасть! Тăршшĕ - 40, сарлакăшĕпе çÿллĕшĕ 25 сантиметрпа кăна танлашакан курупкара эмбрион позинче вăрах выртнăскер çавăнтах вилнĕ. Ку тĕслĕхре хĕрарăм 12,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.