Комментари хушас

14 Кăрлач, 2016

Мĕн хурчĕ-ши?

Тислĕк купине салатнă чухне пÿрне хулăнăш сарăрах шурă, мăнтăркка хуртсем нумай тухрĕç. Çак хуртсем сар нăрă /майский жук/ хурчĕсем мар-ши? Пĕлĕшĕм сар нăрă личинки терĕ. Вĕсене епле пĕтермелле?

Павел ЗАХАРОВ.

Çĕрпÿ хули.

Тислĕк е компост купи çинче ытларах тислĕк нăрри /жук навозник/ хурчĕсем пулаççĕ. Вĕсем сар нăрă хурчĕсемпе пĕрешкелех. Ахаль çын уйăрса та илеймĕ. Сар нăрă сиенлисен шутĕнче пулсан тислĕк нăрри çутçанталăкшăн усăллисен йышĕнче. Тислĕк нăрри чĕрĕ каяша çĕртме, тăпрана пахалатма пулăшать, çутçанталăк «санитарĕ» шутланать.

Сар нăрă сиенлĕ. Унăн аталану тапхăрĕ 4-6 çул тăсăлать. Çу уйăхĕнче сар нăрă çĕре шăтарса тухать те хăйне валли мăшăр шырать. Кам илтмен пулĕ сар нăрă нăрласа вĕçнине? Çу уйăхĕн вĕçĕнче çĕр çине ÿксе пĕтеççĕ вĕсем. Малтан сар нăрă аçисем тухаççĕ, пĕр эрнерен - амисем. Темиçе кунран пĕтĕленнĕ ама тăпрана 30-40 см тарăнăш чавса каялла кĕрет те 70 яхăн çăмарта хурать, хăй вилет. Нăрă аçисем те пĕр уйăхран ытла пурăнмаççĕ. Çăмартаран пĕр уйăхран вĕтĕ хурт тухать. Вĕсем пĕрремĕш çул тăпрари çĕрĕшнĕ çÿп-çап çинипе çырлахаççĕ, иккĕмĕш çулхине çамрăк ÿсен-тăран тымарне кăшлаççĕ. Çитĕннĕçемĕн пысăкрах тымарсене те сивлемеççĕ. Çамрăк хурăн айĕнче сар нăрă хурчĕ нумай пулсан ăна хăртма та пултарать. 4-5 çултан хурт самăрăлса ÿссе çитет. Шăпах çак вăхăтра вĕсем тислĕк нăррин хурчĕпе пĕрешкел курăнаççĕ. Çулла пысăк хурт кипкеленет те /куколка/ кĕркунне тĕлне çитĕнсе çитнĕ сар нăрă пулса тăрать. Вĕсем тăпраран тухмасăр хĕл каçаççĕ те çу уйăхĕнче çут тĕнче кураççĕ. Пĕр уйăха яхăн çĕр çийĕн сĕрлесе вĕçессишĕн 4-6 çул тăпрара аталанаççĕ.

Тислĕк хурчĕ хăвăртрах аталанать. Çăмартаран хурт, нăрă пулас тапхăр - 2-3 çул. Тислĕк нăрри ытларах выльăх-чĕрлĕх пурăнакан вырăнсенче тĕл пулать. Тĕрĕссипе çак нăрăн чылай тĕсĕ /вид/ пур: çĕрĕк йывăçпа, вилĕпе: каяшпа тăранса пурăнакансем. Хура, тĕксĕм кăвак, хура кăвак, симĕс хура, пăхăр тĕслисем тĕл пулаççĕ. Çурăмĕ йăлтăркка, сарлака, кĕлетки патвар вĕсен. Тĕрлĕ ăратне кура 1-7 см вăрăмăшшисем пур. Пирĕн тăрăхра 1,5-4 сантиметр вăрăмăшшисем ытларах. Тислĕк нăрри çăмартана тислĕк ăшне хурать, унтан хуртсем тухаççĕ, вĕсем тислĕкри апат юлашкисемпе хăвăрт çитĕнеççĕ, унтах пысăкланса кипкеленеççĕ те хĕл каçаççĕ, çуркунне нăрă пулса тĕрлĕ вăхăтра тухаççĕ.

Тислĕк купинчи мăнтăр шурă хуртсем шăпах тислĕк хурчĕсем пулма пултараççĕ те. Çуркуннесерен сар нăрă йышлă тухнине асăрхаман пулсан пушшех те асăннă шухăша çирĕплетме пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.