Комментари хушас

14 Кăрлач, 2016

Аммиак хутaшĕпе

Аптекăра сутакан нашатырь спирчĕ - 10% аммиак концентрачĕ - çынна сывлăх ăнсăртран япăхсан пулăшмалли препарат. Ăна кил-тĕрĕшре ытти тĕллевсемпе те ăнăçлă усă курма пулать.

  •  Нашатырь спирчĕ ăнсăртран сывлăш пÿлĕнсен, тăн çухатсан сывлава уçса яма пулăшать.
  •  Хăш-пĕр япалапа, тĕслĕхрен - алкогольпе, наркăмăшлансан нашатырь спиртне шывпа хутăштарса ĕçни çынна хăсса ăша тасатма пулăшать: 100 г шыва /çур стакан/ 5 тумлам нашатырь спирчĕ ярса наркăмăшланнă çынна ĕçтермелле.
  •  Невралгипе нушаланнă чухне ыратакан тĕле аммиаклă хутăшпа сăтăрни ыратнине ирттерет.
  •  Вăйлă антисептик, дезинфекцилекен япала.
  •  Вăрăм туна, ытти кăпшанкă çыртнипе кĕçĕтекен вырăна аммиакпа йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрмалла - кĕçĕтни часах иртет.

Кил-тĕрĕшре нашатырь спирчĕпе çак тĕллевсемпе усă кураççĕ:

1. Чÿрече çăватпăр. Пĕр литр шыва пĕр апат кашăкĕ аммиак хушатпăр та чÿрече çăватпăр, шăлса типĕтетпĕр. Чÿрече йăлтăртатса тăрать. Пĕрĕхмелли савăтпа /распылитель/ усă курма пулать.

2. Япала шурататпăр. 1 апат кашăкĕ нашатырь спирчĕ, 2 апат кашăкĕ водород перекиçĕ, 6-7 литр вĕри /70 градус/ шыв. Çунă япалана вĕри шывлă савăта хуратпăр та 15-17 минут лартатпăр, унтан таса шывпа лайăх чÿхесе типĕтетпĕр.

3. Замш япалана тасататпăр. 1 чей кашăкĕ нашатырь спирчĕ, 4 чей кашăкĕ шыв илетпĕр. Мамăка хутăшпа йĕпетсе замш япалана сăтăратпăр. Мамăк вараланнăçемĕн тасипе улăштаратпăр.

4. Утюг тĕпĕ çунса варалансан. Пĕр пай нашатырь спирчĕпе 1 пай шыва хутăштарса çемçе пусмана йĕпететпĕр те утюг тĕпне сăтăратпăр.

5. Шăна хăваракан йĕрсенчен. Чÿрече е шкап çине хăварнă йĕрсене 1 апат кашăкĕ аммиака пĕр стакан шывпа хутăштармалла, пусма таткине йĕпетсе тасатса илмелле.

6. Кавире тата çемçе сĕтел-пукана тасататпăр. 3 апат кашăкĕ нашатырь спиртне пĕр литр шыва яратпăр. Çак хутăшпа губкăна йĕпетсе сĕтел-пукана сăтăратпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.