Комментари хушас

14 Кăрлач, 2016

Çăлтăр витĕр çул курăнать

Елчĕк районĕнчи Шăмалак ачисем ытти тăрăхри çамрăксем пекех пур çĕрте те маттуррине эпир те çирĕплетсех калатпăр. Кирек епле ăмăртура, уявра хăйсен пултарулăхĕпе чăнласах палăрма тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çул чăвашсен чи чаплă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ пулнине те тĕпе хучĕç вĕсем. Çавна пула ăна халалласа кашни уйăхрах мероприяти ирттерчĕç.

Чăваш писателĕсемпе поэчĕсен хайлавĕ-сăввисене чунтан килĕштернĕрен эпир те алă усса ларман, «Поэзи çăлкуçĕ» электрон проект хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне вилĕмсĕр поэтăмăра халалласа чуна тыткăнлакан курав та уçнă. Вулаканшăн çакă калама çук савăнăçлă пулăм шутланнă.

Çапах та чи кăсăкли - «Эсир "Нарспи" поэмăна вуланă-и?» ятлă викторина ачасемшĕн кăсăклă та витĕмлĕ пулнă. Ара, пĕри тепринчен тавçăруллине кăтартма пĕрре те çăмăл пулман. Библиотекарь хатĕрленĕ ыйтусене кашниех туллин хуравланă.

Çĕнĕ çула кĕрес умĕн, Литература çулталăкĕ вĕçленес вăхăтра, каллех библиотекăра хăйне евĕр уяв иртрĕ. «Асамат» литература кружокĕн членĕсем «Нарспи» поэмăн сыпăкĕсене куракан умĕнче хумхантармалла вуларĕç. Чăваш тумĕллĕ ачасем çине пурте кăмăлпа пăхрĕç. Çак кĕпесене амăшĕсемпе асламăшĕсем, кукамăшĕсем çĕлесе пани те хавхалантарнă çамрăк сăвăçсене.

Çав самантрах Зоя Даниловна Кулакова хастарсем валли «Шăмалак пикисем» ятлă сăвă йĕркисем шăрçаланă. Амăшĕсемпе кукамăшĕсене, асламăшĕсене чунтан тав туса ырă сăмахсем каланă.

- Çамрăк ăру - пирĕн пуласлăх. Вĕсенче чăваш юнĕ чупать. Апла пулсан малашне те аслисем кĕçĕннисене ăс парса, хавхалантарса пырасса шансах тăратпăр, - терĕ уявпа хăпартланнăскер.

Валентина Лазеровна Лисовăпа Зоя Алексеевна Чернова библиотекăри таврапĕлÿ кĕтесĕ валли парне тунă. Вĕсен алли витĕр тухнă чăваш тĕрриллĕ тумсем кашни пыран-каяна хăпартлантарасса шансах тăраççĕ Шăмалаксем.

- Чăваш çăлтăр витĕр çул курăнать тесе юрă юрланă. Апла пулсан çăлтăр - ĕмĕт, пуласси. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн çăлтăрĕ пур: çуралнă чухне çиçсе тухать те пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе çутатать иккен. Шел, Константин Васильевичăн çăлтăрĕ ытла ир сÿннĕ. Апла пулин те ăна эпир нихăçан та манас çук, унăн сăввисем - пирĕншĕн чи лайăххисем çеç пулса юласса чĕрепе туятпăр, - терĕç уяв вĕçленес умĕн пухăннисем.

Венера УСАНОВА,

библиотекарь.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.