Комментари хушас

14 Кăрлач, 2016

Вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă

Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннисен хушшинче пирĕн район çыннисем те пулнă. Вĕсенчен пĕри - манăн мăн асанне Екатерина Ефимовна Ефимова /Краснова/.

Екатерина Ефимовна 1885 çулта халĕ Елчĕк районне кĕрекен Ĕнел ялĕнче çуралнă. Пурнăçран вăл 1983 çулта уйрăлса кайнă. Ун çинчен эпĕ асаннерен, аттепе аннерен ыйтса пĕлтĕм.

Пурĕ çичĕ пĕртăван пулнă вĕсем. Екатерина Ефимовна - çемьери пĕрремĕш ача. Ун чухне кашни çемьене арçын шутне пăхса çĕр панă, çавăнпа та вĕсен çĕрĕ сахалрах пулнă. Выльăх усраса ал çавăрса пурăнма тивнĕ, чĕрчун тирĕнчен çĕлĕк çĕлесе пасарта сутă тунă. Çичĕ çула çитсен хĕрача Елчĕке вĕренме кайнă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн пĕлÿ илес ĕмĕчĕ пысăккине кура ăна вĕренме кĕме май тупса панă. Тăватă класс ăс пухнă хыççăн вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунине кура учитель Екатеринăна класри тепĕр ачапа, Сосипатор Андреевич Игнатьевпа, малалла вĕренме кайма сĕнÿ парать. Вунпĕр çулхи хĕрача Ÿун чухне Чĕмпĕр шкулне 11-18 çулхи ачасене илнĕŸ 1896-мĕш çулта Чĕмпĕре çуран тухса каять.

Пĕлÿ илес ĕмĕт çунатлантарнă ăна. Чĕмпĕрте ултă çул вĕренмелле пулнă. Шкулта вĕренекен хĕрсен хăйсен ятарлă тум пулнă: хура кĕпепе шурă саппун. Ытларах чăвашла вĕреннĕ, майĕпен вырăсла та хăнăхса пынă. 1892 çулта Иван Яковлевич Яковлев кăларнă «Первоначальный учебник русского языка для чуваш» чăваш ачисемшĕн тĕп кĕнеке пулнă. «Вырăс, славян чĕлхисене, арифметикăна, вырăс историне, географине «шĕкĕлчеттĕмĕр», таса çырма, ÿкерме вĕренеттĕмĕр, чиркÿ юррисене юрлаттăмăр», - амăшĕ каланă сăмахсене аса илетчĕ асанне. Чĕмпĕре вĕренме кайиччен кÿршĕ ялти чиркĕве юрлама çÿренĕ Екатерина.

Учительсене хатĕрлекен шкулта чи кирлĕ предмета Иван Яковлевич хăй вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра вырăс чĕлхи, истори, географи, арифметика, çутçанталăк предмечĕсемсĕр пуçне 1893 çултан пуçласа ялхуçалăх теорийĕпе практикине вĕрентессине тĕпе хунă.

«Чĕмпĕре çăпатапа çÿреттĕмĕр, урасене ыраттарасран ăшне хут, вĕлтĕрен хураттăмăр. Киле те час-часах килсе çÿреймен эпир. Хамăр вĕренекен çуртрах пурăнаттăмăр. Дежурнăйсем пÿлĕмсене пуçтаратчĕç, кухньăра çĕрулми шурататчĕç. Япаласене малтан пĕри çăватчĕ, унтан - тепри. Икĕ хутлă çуртăн çÿлти хутĕнче вĕренмелли, пĕрремĕшĕнче пурăнмалли тата апатланмалли пÿлĕмсемччĕ», - аса илнĕ Е.Ефимова.

Ват асаннен ĕмĕчĕсем пысăк пулнă, анчах та Чĕмпĕр чăваш шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕреннĕ чухне унăн ашшĕ йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çакă вĕренÿшĕн тÿлес ыйтура йывăрлăх кăларса тăратнă. Хĕрĕн ирĕксĕрех шкула пăрахма тивнĕ.

Екатерина Ефимовна вĕренсе пĕтерейменнишĕн мĕн виличчен ÿкĕнсе пурăннă. «Чĕмпĕртен пăрахса килсен питĕ намăс пекчĕ. Хама лайăх мар ĕç тунăн туяттăм. Пĕр уйăх ытла килтен урама тухмасăр пурăнтăм, çын куçĕ умне курăнма намăсчĕ», - çапла аса илнĕ вăл каярах.

Çĕлĕк çĕлес ĕçе пăрахман çемье. Екатерина Елчĕк пасарĕнче çĕлĕк сутнă. Унăн пулас мăшăрĕ - Каркалар ялĕнче çуралнă Тимофей Николаевич Краснов - Елчĕкри трактирта ĕçленĕ.

Тăхăр ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Мăн асаттепе асанне килĕштерсе пурăннă, вĕреннĕ çынсемпе çыхăну тытнă, хут ĕçне лайăх пĕлнĕ. Мăшăрĕ колхоз председателĕ пулнă. Екатерина Ефимовна вара нумай çул Каркаларти ача садĕнче заведующи пулса ĕçленĕ. «Вырăсла яка калаçатчĕ, хуть те мĕн çинчен сăмах пырсан та унăн пысăк пĕлĕвĕ палăратчĕ», - аса илетчĕ асанне.

Екатерина Ефимовна Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕрен вĕсем патне учительсемпе шкул ачисем час-часах çÿренĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле анне те пĕрре мар вĕсем патĕнче пулнă. «Уйрăмах Яковлевпа унăн мăшăрĕ çинчен нумай каласа паратчĕ. Пирĕншĕн Екатерина Ефимовна Владимир Ильич Ульянов-Ленинпа Надежда Константиновна Крупскаяна курни питĕ тĕлĕнмелле япала пек туйăнатчĕ», - тăтăшах аса илет анне.

Эпĕ манăн мăн асанне Екатерина Ефимовна Краснова ŸЕфимоваŸ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннипе питĕ мухтанатăп. Кунта чăваш литературин тĕнчипе паллă классикĕ Константин Васильевич Иванов, Федор Павлович Павлов, Тимофей Семенович Семенов, Тайăр Тимкки, Марфа Дмитриевна Трубина çыравçăсем вĕреннĕ.

Кристина ВАСИЛЬЕВА,

ЧППУ студентки.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.