Комментари хушас

24 Раштав, 2015

Хастар хĕрача

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Кармал ялĕнче кĕрешÿ енĕпе спортсменсем хатĕрлеме пуçланă. Чи малтанах кунта самбо, каярах ирĕклĕ майпа кĕрешесси аталанса пынă.

Çак шкултан вĕренсе тухнисенчен халĕ чылайăшĕ Раççей спорт маçтăрĕ, спорт маçтăрĕн кандидачĕ пулса тăнă. Раççейри паллă спортсменсем те чылай çуралса ÿснĕ ку ялта. Вĕсенчен хальхи ÿсĕмри ачасем тĕслĕх илеççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси вăй илсе пырать. Арçын ачасемпе пĕрле хĕрачасем те ăмăртмалла кĕрешеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕ те пысăк шайра. Анчах та шел, Кармалти тулли мар вăтам шкула хупаççĕ. Ачасен малашне кÿршĕ яла ăс-тăн пухма, тренировкăна та пĕр сиктерми çÿреме тивет.

Тăрăшни - куç умĕнче. Пултаруллă ачасен çитĕнĕвĕпе тивĕçлипех мухтанма пулать. Вĕсенчен пĕри - Анастасия Лапшина. Вăл çиччĕмĕш класра вĕренет. Унра вăй вĕресе кăна тăрать. Пĕчĕкренех ирĕклĕ майпа кĕрешме юратать вăл, спортра - малтисен ретĕнче. Арçын ача е хĕрача - кĕрешÿре тиркемест. Унăн хушăран хăйĕнчен йывăртарах ачасемпе те кĕрешме тивет.

Авăн уйăхĕнче Атăлçи федераллă округĕнче иртнĕ ăмăртура вăл виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Чÿк уйăхĕнче Рязань облаçĕн уçă ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн Настя Раççей шайĕнчи ăмăртăва хатĕр-ленет. Елчĕк тăрăхĕнчи пĕр ăмăртуран та юлмасть вăл. Çамрăк кĕрешÿçĕ, çĕнтерÿçĕ пулнă май унăн Хисеп хучĕ, медаль, кубок шучĕ питĕ нумай. Физкультура вĕрентекен Иван Васильевич Егоровăн тÿпи те пысăк кунта. Вăл хăйĕн вĕренекенне кĕрешме хатĕрлет, вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, яланах хавхалантарать.

Эпир çитес кунсенче пулса иртекен ăмăртусенче те Настя çĕнтерессе шансах тăратпăр. Ăнăçу, телей сунатпăр. «Шаннă кайăк йăвара çук», - текен ваттисен сăмахне аяккалла сиретпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.