Комментари хушас

18 Раштав, 2015

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ

Куç курми çил-тăман вĕçтерет. Ăшă пÿлĕмре канса ларас вырăнне Юрий Мясников каллех çула тухрĕ.

- Тырă хранилищи тăватпăр-ха, - кĕскен ăнлантарчĕ Елчĕк районĕнчи «Рассвет» хуçалăх ертÿçи Юрий Вячеславович. - Çуркуннеччен, ака-суха пуçланиччен, ĕçе вĕçлесшĕн.

Пулас хранилищĕн кăшкарĕ хатĕр ĕнтĕ. Строительсем хуçалăхранах иккен. Асар-писер çанталăка пăхмасăр ĕçе кÿлĕнчĕç. «Çил-тăманран та хăрасан кăмака çинчен анмалла мар», - шÿтлерĕç вĕсем.

Хуçалăхăн тырă хранилищи пур-ха, анчах çулран çул ÿссе пыракан тухăçа вырнаçтарма йывăртарах. Кăçал та 610 гектартан 22 пин центнер пуçтарса кĕртнĕ, гектар пуçне 36,2 центнер тухнă.

- 2,2 пин тоннине Апат-çимĕç фондне сутрăмăр ĕнтĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - 1 центнер тырă хăйхаклăхĕ 300 тенке яхăн, эпир ăна 729 тенкĕпе сутнă. Ыттине управа хывнă. Выльăх-чĕрлĕхе те самай кирлĕ вăл, ытлашшине çуркунне сутăпăр. Тырă хаклансах пырать, 1 килограмĕ - вунă тенкĕ, - пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Хуçалăхра тырă, выльăх валли ытти ÿсен-тăран çитĕнтереççĕ. Унччен çĕрулми те туса илнĕ, анчах юлашки вăхăтра тăкаклă пулнипе алă сулнă. «Комбайн çуккипе пуçтарса кĕртме кансĕр. Тен, хаксем ÿссен çĕрулми те лартса хăварăпăр», - ăнлантарчĕ Юрий Мясников.

Кантура таврăннă май ĕне фермине те çаврăнса тухрăмăр. Выльăх пăхакансем ĕçĕсене вĕçлесе килĕсене саланнăччĕ ĕнтĕ. Сергей Афанасьев кăна машинипе витене выльăх апачĕ турттарать.

- Ĕне усрани тупăшлă, кассăна «чĕрĕ» укçа кĕрет, кулленхи тăкаксене саплаштарма пулăшать. Фермăри ĕçе-хĕле май пур таран механизациленĕ, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Хальлĕхе 520 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 170. Нина Иванова, Маргарита Сергеева, Зоя Афанасьева, Зинаида Иванова дояркăсем маттур пирĕн, сăвăма ÿстерсех пыраççĕ. Шел, ĕçе-хĕле лайăхлатсан та фермăна вырнаçас текенсем сахалрах, - терĕ ертÿçĕ.

Чĕртаварăн ытларах пайне сутаççĕ. Паха сĕтĕн пĕр литрĕ 21 тенкĕ. Уйăхра «шурă ылтăн» хуçалăх енчĕкне 1,5 млн тенкĕлĕх пуянлатать. Кĕтĕве ÿстерме те ĕмĕтленет ертÿçĕ. Çĕнĕ витесĕр ăна пурнăçа кĕртме йывăртарах. Сысна та 420 пуç. Аш хакĕ иртнĕ çулхи шайрах тăни пăшăрхантарать ĕçченсене. «Чĕрĕ виçи ?1кг% 100 тенкĕ ытларах, кулăшла мар-им?», - палăртаççĕ специалистсем.

Хуçалăхăн тупăшĕ кăна мар, тăкакĕ те ÿсет. Юлашки вăхăтра хаксем виçесĕр хăпарни уйрăмах сисĕнет. Предприятин уйăхри тăкакĕ ?шалу, кредит, тĕрлĕ тÿлев% 2 млн тенкĕ ытла. Сĕт, аш-какай, тырă сутса тунă укçан пысăк пайĕ тăкака саплаштарма каять. Кредит машина-трактор паркне çĕнетме ытларах илнĕ. Юлашки çулсенче кăна хуçалăха икĕ çĕнĕ «Агрос» тĕш-тырă комбайнĕ, ГАЗ-САС машинăсем, ытти техника хушăннă. Çакă уй-хир тăкакне чакарма, ĕç пахалăхне ÿстерме, çамрăксене ĕçе явăçтарма пулăшать.

- Çăмăллăхлă кредитăн процентне те хуçалăхăн туллин тÿлемелле. Ăна валли субсиди çийĕнчех куçманнипе çĕклем йывăрланать. Ыйтăва банкпа патшалăхăн хăйсен хушшинче, хресчен çине тиемесĕр татса памалла. Тăкак ахаль те ÿссех пырать. Пĕр гектар çĕр сухаласа акма хуçалăха 300 тенке яхăн субсиди тивет. Эпир вара пĕр гектара 100 кг удобрени хыватпăр. Унсăр пуçне гербицид, ГСМ ытти тăкак? Ют çĕршывра пĕр гектар пуçне 40 пин евро уйăрнине шута илсен пире тивекен пулăшу тинĕсри тумлам кăна. Çитменнине, удобрени, ГСМ, химикат туяннăшăн та субсиди памаççĕ, - канăç паман ыйтăва хускатрĕ Юрий Мясников. - Сĕте те çулталăкĕпех пĕр пек хакпа йышăнасси пирки калаçни те кăлăхах пулчĕ. Чĕртавара тирпейлекен предприятисем уйрăм çынсен аллинче, вĕсен вара хăйсен саккунĕ. Хака вĕсем палăртаççĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк, çавна май утă-улăм, сенаж-силос çителĕклех янтăланă. Витесене юсаса çĕнетнĕ, шуратса дезинфекциленĕ. «Ÿсен-тăран отрасльне те кÿрентерместпĕр. Унран та тупăш самай кĕрет. Хура çĕр çинче те тырăран пысăк тухăç илмесен намăс», - терĕ вăл.

- Çĕр çинче ĕçлесе пуйма пулать-и хальхи вăхăтра?

- Çĕр çинче ĕçлекен пуйман, анчах выçă та ларман. Кăçалхи 9 уйăхра кăна 11 млн тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Услам кассăра выртнине пĕлтермест, вăл йăлтах çаврăнăшра, хуçалăха аталантарма кайса пырать.

- Вăйлă хуçалăх ял шăпине татса парать тенĕ...

- Çапла, хуçалăх пулсан ял аталанать, хупăнмасть. Халăха шывпа тивĕçтересси, хĕлле çулсене юртан тасатасси... - йăлтах «Рассвет» çинче. Акă, ял уявне Шупашкартан хуçалăх шучĕпе артистсене чĕнсе илтĕмĕр. Пирĕн предприятире 53 çын вăй хурать, çемйине тăрантарать. Уйăхри вăтам шалу - 14 пин тенкĕ. Хĕрÿ тапхăрта вăл самай пысăк. Унсăр пуçне çынсем тырă, утă-улăм илеççĕ. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăни обществăлла çурт-йĕре те хупăнма памасть: почта, клуб, банк филиалĕ, шкул... Çакă çынсем ытлă-çитлĕ пурăннине кăтартмасть-им? Вырăнта ĕç пулмасан çамрăксем тытăнса тăмаççĕ, ял пушанать, çурт-йĕр хупăнать.

- Ватăраххисем йывăрлăхран хăрамаççĕ, пысăк укçа шыраса аякка çÿремеççĕ. Хальхи яш-кĕрĕм çĕр çинче тар тăкĕ-ши?

- Çĕр çинче ĕçлесе çитĕннĕ çын нихăçан та унран пăрăнмĕ. Зина Иванова, Мария Иванова, Наталия Яковлева, Виктор Цыганов, Вячеслав Мясников тата ытти çамрăксем хуçалăхра тăрăшаççĕ. Яшсем техника паркĕнче ытларах. Виççĕшне ĕçленĕ хушăрах механизатора вĕренме ятăмăр, çĕнĕ техника шанса патăмăр. Икĕ ывăлăм та тăван енрех юлчĕç, çĕр çинче ĕçлеççĕ.

Ертÿçĕ аслă пĕлÿллĕ ывăлĕсене ыттисемпе танах ака-сухана хутшăнтарни тĕлĕнтерчĕ.

- Чимĕр-ха, пуçлăх ачисене яланах пысăк должноç шанса параканччĕ, эсир вара руль тыттарнă?

- Эпĕ хам та ертÿçе лариччен сахал мар çĕр çинче тар тăкнă. Карьерăна рабочирен пуçлани, ĕçе-хĕле шалтан курса-пĕлсе тăни хăйсемшĕн усăллă. Вячеславпа Владимир аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хуçалăхра вăй хунă.

Çирĕп кăмăллă, пуçаруллă, ĕçчен ашшĕ ывăлĕсемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх. Пуçлăх пуканĕ мар, ĕç çынна хисепе кăларнине аван ăнланать вăл. Юрий Вячеславович кăвак шуçăмпах ура çинче. Ĕçе çитиччен мăшăрĕпе Алена Петровнăпа картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхать. Унтан хăнăхнă йăлапа фермăна, ирхи сăвăма çул тытать. «Ĕçре тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухать, капла шанчăклăрах», - терĕ Юрий Мясников. Лав мĕнле каясси ертÿçĕрен нумай килет çав. Пысăк яваплăх ăна лăпкăн ларма памасть.

Ертÿçĕ сăмах вакланă май пĕрле вăй хуракансене çине-çинех ăшшăн аса илчĕ. Вырмара ырми-канми вăй хунă Михаил Петров, Дмитрий Егоров, Валерий Сергеев комбайнерсемпе Алексей Чернов, Анатолий Багадеров, Сергей Афанасьев, Вячеслав Мясников водительсем чăннипех ырă сăмаха тивĕçлĕ. Сăмах май, вĕсем тăрăшнипех хуçалăх виççĕмĕш çул районта куçса çÿрекен хĕрлĕ ялава алăран вĕçертмест. Çĕрпе тухăçлă усă курассипе те район кубокĕ «Рассвет» хуçалăхра иккĕмĕш çул упранать. Ирина Тимофеева, Михаил Петров, Валерий Сергеев, Зоя Алексеева, Галина Трофимова, Георгий Старостин, Вячеслав Егоров, Ольга Григорьева, Надежда Афанасьева, Алевтина Мясникова, Федосия Красильникова, Николай Енедеров, Николай Тимофеев, Елена Сергеева, Валерий Иванов, Анатолий Григорьев тата ыттисем тăрăшнипе аталану çулĕпе çирĕп утать хуçалăх. «Халăх сурать – кÿлĕ пулать», - тесе ахальтен каламан çав.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.