Комментари хушас

12 Пуш, 2014

Вăрман – çĕр чăмăрĕн ÿпки

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрман кунне палăртаççĕ. Ăна 2013 çултанпа уявлаççĕ. Çакăн пирки 2012 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн тĕп Ассамблейи резолюци йышăннă.

Вăрмана тата унăн пуянлăхне упрасси – кашнин тивĕçĕ. Çĕр планетăра унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ юлашки вăхăтра 38 млн тăваткал километрпа танлашать (тип çĕрĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ). Вĕсенчен 13 проценчĕ çут çанталăкăн сыхлăх территорине кĕрет. Вăрман – пирĕн планетăн ÿпки. Вăл пире уçă сывлăшпа, кăмпа-çырлапа, тĕрлĕ эмел курăкĕпе тивĕçтерет. Чĕр чун тĕнчишĕн тăван кĕтес шутланать. Çавăн пекех тăпра та çĕр пичĕн пахалăхĕсене упрать. Шел, тĕнчери вăрман лаптăкĕ кунсеренех чакать. Кашни çеккунтра çĕр çинчен 1,5 гектар çухалать. Çакă чи малтан халăх йышĕ ÿснипе çыхăннă. Унăн ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе йывăçа касма тивет. Экспертсем палăртнă тăрăх – юлашки 10 пин çулта этем 26 млн тăваткал километр вăрман пĕтернĕ. Унсăр пуçне ăна çулсерен пушар, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр сиенлетет. Çакă çын пурнăçĕшĕн те, çут çанталăкшăн та япăх пулăм.

Уявăн тĕп тĕллевĕ – вăрмана упрасси, аталантарасси, кун пирки çынсене ăнлантарасси. Ахальтен мар асăннă кун кашни çĕр-шывра йывăç-тĕме сыхлас тĕлĕшпе акцисемпе мероприятисем, конкурссемпе куравсем йĕркелеççĕ. Обществăпа экологи организацийĕсен мероприятийĕсене ирттерме влаç органĕсен представителĕсем пулăшаççĕ. Хăш-пĕр çĕр-шывра Вăрман кунĕ Йывăç кунĕпе пĕр килет. Çавна май садсемпе парксем çĕнĕ хунавсемпе пуянланаççĕ.

Уява пирĕн çĕр-шывра та хастар хутшăнаççĕ. Вăрман – Раççей пуянлăхĕ. Чăваш Енре те анлăн палăртаççĕ ун кунне. Пĕлтĕрхи пекех шкулсенче кăçал та ятарлă уроксем ирттерĕç. Вăл «Вăрман урокĕ» ятлă. ЧР Çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелĕç. Хăшĕ-пĕри вара çунатлă туссем валли шăнкăрч вĕлли ăсталĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.