Комментари хушас

17 Раштав, 2015

Çулталăкри чи мăнаçлă кун

Шупашкарти 47-мĕш шкулта кадет класĕсем йĕркелени - пирĕншĕн çĕнĕ ĕç. Ăна эпир пĕлтĕр çеç пуçларăмăр. Кăçал иккĕмĕш кадет класĕ те «пиçсе» çитрĕ. Ачасене питĕ хавхалантарать вăл. Унта лекнине телей тесех йышăнаççĕ вĕренекенсем. Тĕлĕнмелле те, ашшĕ-амăшĕ те савăнать кăна мар - шутсăр хавхаланть, вĕсен те яваплăхĕ ÿсет.

Кадет пулма чÿкĕн 28-мĕшĕнче тупа турĕç. Ăна сумлăн ирттерме тăрăшрăмăр эпир. Пирĕн пата хăнана Шупашкар аэроклубĕн пуçлăхĕ, сывлăш-десант çарĕсен запасри полковникĕ В.Г. Антонов, «Синева» çар-десант клубĕн председателĕ, депутатсен Шупашкар хулин канашĕн депутачĕ О.В. Ялугин, депутатсен Шупашкар хулин канашĕн депутачĕ В.А. Родин, Чăваш халăх писателĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Юхма Мишши, Зотик атте, хасаланисене тĕрĕслекен Федераллă службăри ŸУФСИНŸ техника уйрăмĕн пуçлăхĕ С.В. Михайлов майор, сывлăш-десант çарĕсен ветеранĕ А.А. Тридворнов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ЧНК президиумĕн членĕ, запасри аслă лейтенант Г.Л. Никифоров, Т.В. Дергучова çул хăрушсăрлăхĕн службин аслă инструкторĕ çитрĕç.

Пирĕн шкулти 5 «к» класс ачисемшĕн 2015 çулта чи асра юлнă кун - кадет пулма тупа туни. Çак мăнаç мероприятире хăйсем мĕн туйнине те çырса пачĕç вĕсем. «Тантăш» пулăшнипе республикăри тусĕсене те пĕлтерер вĕсен туйăмĕсене.

Максим Ларионов, кадетсен командирĕ:

- Кадет пулма тупа тунă кун пирĕнтен кашниех хумханчĕ. Виçĕ уйăха яхăн хатĕрленнĕ пулин те чăн-чăн яваплăха офицерсем умне тухса тăрсан тин туйса илтĕмĕр. Атте-анне пирĕн çине пăхса савăнчĕ. Вĕсен чунĕнче те хăпартлану туйăмĕ вылярĕ.

Тупа тунă хыççăн уяв малалла тăсăлчĕ. Уçă сывлăша, кÿлĕ хĕрринчи «Заимка» кану çуртне кайрăмăр эпир. Мана унта питĕ килĕшрĕ. Футболла, мечĕк пемелле, парне шыраса тупмалла вылярăмăр. Урхамахсемпе те паллашрăмăр.

Эпир - кадетсем. Пирĕн ыттисемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла. Çавăнпа эпир тăрăшса вĕренетпĕр, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыратпăр. Пур йывăрлăхсене те çĕнтерет пирĕн туслă класс. Мĕншĕн тесен эпир пысăк саспаллирен пуçланакан Кадетсем. Хамăр класпа эпир тивĕçлипех мухтанатпăр.

Андрей Прокопьев, класс старости:

- Çав кун шкула кайнă чухнех сывлăшра уяв евĕрлĕхĕ сисĕнсе тăратчĕ. Пĕрле вĕренекенсем те урăхларах пек курăнатчĕç. Мăнаçлă кун паян - тупа тăватпăр. Унăн сăмахĕсем чĕрене пырса тивеççĕ. Строй умне тухса тупа тунă чух питĕ хумхантăм. Пирĕн патра хисеплĕ хăнасем те пулчĕç, вĕсенчен чылайăшĕ çар тумĕпе. Куç тулли тăракан офицерсене курсан хамăн та оборона министрĕ пулас килсе кайрĕ. Ăнланатăп: малашлăхра пысăк тĕллевсене пурнăçласси шкултан тытăнать. Тăрăшса вĕренмелле, дисциплинăллă пулмалла, паянхи çитĕнÿсемпе çеç çырлахмалла мар - шав малалла талпăнмалла.

Эдуард Гаврилов:

- Ахăртнех, çулталăкри чи юратнă кун малашне маншăн - ноябрĕн 28-мĕшĕ. Çав кун кадет пулма тупа турăмăр. Мĕнлерех хумхантăмăр эпир! Акă пурнăçри мăнаçлă самант пуçланчĕ - йĕркеленсе, строй уттипе зала кĕтĕмĕр. Унта вара мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă. Пирĕн класс мĕнле хитре курăнса тăчĕ тата: пурте кăвак беретсем тăхăннă, шурă перчеткесемпе, аксельбантсемпе, пиçиххи тăххисем хĕвел пек çиçеççĕ. Мана та тупа тума черет çитрĕ. Эпĕ утса тухрăм, полковнике чыс патăм та тупа сăмахĕсене вулама пуçларăм. Тупа хыççăн строя таврăнма хушрĕç. Эпĕ чăн-чăн салтак пекех туйрăм хама, строй уттипе зала янраттарса пусса пытăм.

Кайран атте-аннесемпе пĕрле çутçанталăк ытамне кайни те питĕ килĕшрĕ. Кану çуртĕнче вăйăсем вылярăмăр. Лаша витинче те экскурсире пултăмăр. Тĕрлĕ ăратлă урхамахсене куртăмăр. Шашлăкпа хăналантăмăр, кукăльпе техĕмлĕ чей ĕçрĕмĕр. Вăхăт мĕнле иртсе кайрĕ, сисмерĕмĕр те - кун тĕттĕмленчĕ. Эпир киле пуçтарăнтăмăр.

Влада Афанасьева:

- Мĕнле мăнаçлă, савăнăçлă, янăравлă кун пулчĕ вăл! Эпир класĕпе кадет пулма тупа турăмăр. Малтан пурте питĕ хумхантăмăр, майĕпен лăплантăмăр. Тупа тунă хыççăн кашнине кадет карточкине тата кĕнекине тыттарчĕç. Ура! Эпир - кадетсен туслă çемйинче!

Кайран «Заимка» кану çуртĕнче хамăр класпа хаваслăн канма мĕнле лайăх пулчĕ - пĕлесчĕ сирĕн. Çавăн чухнехи пек тутлă шашлăкпа, улма-çырлапа халиччен хăналанса курман эпир. Çапларах иртрĕ пурнăçри чи мăнаçлă кун!

Илья Пегасов:

- Тинех çитрĕ эпир тахçантанпах кĕтнĕ кун. Шкула хисепелĕ хăнасем килчĕç. Атте-анне те кунтах. Сывлăшра уяв мăнаçĕ туйăнса тăрать. Тупа тунă ятпа хăнасем пире саламларĕç, парнесем пачĕç. Пачăшкă та пире пиллерĕ, кĕлĕ вуларĕ. Кайран вара эпир кану çуртне кайрăмăр. Унта та пурте килĕшрĕ

Никита Чобан:

- Тупа тумашкăн эпĕ питĕ хатĕрлентĕм. Пытармастăп: кадет класĕнче вĕренме тÿр килнĕшĕн мухтанатăп. Ахаль вĕренекен мар текех - эпĕ кадет. Унăн яваплăхĕ вара пысăк. Кадет ятне ÿкерме юрамасть, кашни ĕçе чунтан тăрăшса тумалла. Тăван çĕршыв пире юратать те шанать. Тупа тунă чухне савăнтăм та, мăнаçлантăм та, ытларах вара хумхантăм.

Тупа тунă хыççăн класĕпех, атте-аннепе пĕрле кантăмăр.

Валерия Успенская:

- Кадет пулма тупа тунă кун хамăр кăна мар, атте-анне те питĕ хумханчĕ. Пирĕн пата хăнасем те нумай килчĕç. Офицерсем те чылайччĕ. Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши пирĕн шкула хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

Уява паллă тума «Заимка» кану çурт-не кайни те «юмах» малалла тăсăлни вырăннех пулчĕ. Эпир каннă-вылянă хушăра атте-анне уяв сĕтелĕ хатĕр-лерĕ. Кун пек тутлă апат çисе курман та темелле. Кайран вара тĕнчери чи хитре янаварсем патне хăнана кайрăмăр - урхамахсемпе паллашрăмăр. Лашасене сахăрпа хăналама ирĕк пачĕç пире. Пирĕн савăк кăмăла урхамахсем те лайăх туйрĕç, мĕнле ăслă чĕрчунсем! Ун хыççăн каллех вăйăсем пуçланчĕç. Сисмерĕмĕр те киле кайма вăхăт çитрĕ.

Андрей Алексеев:

- Тупа тăвасси çавнашкал яваплă та хумхануллă тесе шутламан та малтан. Пирĕн класс мăнаç маршĕпе зала утса кĕрсен хамăра тĕнче уçлăхне тухнă пекех туйрăмăр. Зал та темĕн пысăкăш курăнчĕ. Мĕн чухлĕ çын пуçтарăннă! Çар тумĕ тăхăннă хăнасем речĕпе тăрса тухнă! Тупа тусан лăплантăм. Хăнасем саламлани кăна мар, аслăрах класра вĕренекен кадетсем вальс ташласа чыслани те кăмăла хускатрĕ. Тен, тепĕр çул хамăр та çĕнĕ кадетсене çапла хавхалантарăпăр?

Çак мăнаç куна паллă тума хула çывăхĕнчи кану çуртне кайни те асра юлчĕ. Атте-аннепе савăннă хыççăн географи вĕрентекенĕ пире тĕлĕнмелле вăйă сĕнчĕ - икĕ ушкăна пайланмалла та пытарса хунă мул-тупрана тупмалла. Сĕре хаклă пуянлăх шыраса тупрăмăр эпир: 1-мĕш ушкăна лимонад, 2-мĕш ушкăна минераллă шыв кĕленчисем лекрĕç. Çак ансат мул-тупра мĕн чухлĕ савăнăç илсе килчĕ, пирĕншĕн ылтăнран та хаклă пулчĕç вĕсем.

Аслисемпе футболла та вылярăмăр. Пĕрремĕш таймра пĕр команда, иккĕмĕшĕнче тепĕр ушкăн выляса илчĕ. Пĕтĕмĕшле вара - туслăх çĕнтерчĕ. Пирĕн класри пур ача та Çĕнĕ çулта та кану çуртне каяс кăмăллă.

Çакăн пек хакларĕç 5 «к» класра вĕренекенсем çулталăкра чи асра юлнă куна.

Алевтина ФЕДОРОВА.

Шупашкар,

47-мĕш шкул.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.