Сăнÿкерчĕкри телей
«Эх, кам-ши вăл, ман шăпам? Аппан куçĕ вăн епле телейпе тулнă. Кам мана çавăн чухлĕ ăшăлăх парнелĕ?» - кивĕ сăнÿкерчĕкрен савăнăçпа çиçсе тинкерекен икĕ мăшăр куç ирĕксĕрех çакнашкал шухăшсем çурататчĕç. - Акă мĕнле иккен вăл телей тени». Анчах сăнÿкерчĕкре - телей, пурнăçра вара...
«Çак хĕрарăма качча илмеллеччĕ-и-ха манăн? Çакна курма çуратнă-ши вара мана?» - ятлаçа-ятлаçа арăмне кил еннелле туртать Вова. Ÿсĕр хĕрарăм упăшкинчен вĕçерĕнесшĕн тапаçланать, пылчăк-и, пылчăк мар-и - лач-лач таплаттарать ял тăрăх вăл. Çакнашкал ÿкерчĕк çивĕч чĕлхеллисене те тахçанах кăсăклантармасть ĕнтĕ. Альбинăн ÿсĕр сассине кашниех уйăрса илет. Вова ял халăхĕ умĕнче аванмарланать, анчах та ывăлĕн амăшне улшăнма хистеймест. Ним тăвайман енне хăш-пĕр чухне хăй те пĕр-икĕ черкке çавăрса хурать вара.
Кÿршисем умĕнче намăсланнăран хулари хваттерне сутса çуралнă тăрăха куçрĕ çемье. Ял хĕрринче пурăнакансен килĕнче мĕн пулса иртнине никамах та курмасть терĕ пулас арçын. Çук, Альбина кĕске вăхăтрах пĕлтерчĕ хăй пирки. Хăй тăрăшнипе хăтлăх кĕртнĕ çуртне таврăнасшăн та мар арçын. Темиçе уйăхлăха шапашкăна тухса каять вара. Ывăлĕ пулас мар тăк ĕни те кĕтĕве каяймасăр картишĕнче тăрса юлĕччĕ.
Çамрăк чухнехи харсăрлăхĕ пурăна киле, эрех витĕмĕпе-тĕр, усаллăха çаврăнма пултарасса кам пĕлнĕ? Ун чухне Вова 18 çулти пикен арçынла хăтланăвĕсене шăпи йывăр килнипе тÿрре кăларчĕ. Альбинăн тăлăхсен çуртĕнче çитĕнме тивнĕ. Çавăнта лекнĕшĕн чи малтанах амăшне вăрçрĕ хĕр. Пурнăç панă çыннине «симĕс çĕлен» витĕмĕнчен хăтăлма вăй-хăват çитерейменшĕн аслăрах классенче курайми те пулнă вăл.
Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне туйса курманскере аслисем ачисене алăран çавăтса утни те вĕчĕрхентеретчĕ. Çав самантра ăна ăнсăртран кăшт сĕртĕнсенех шăрчĕ тăрса каятчĕ унăн.
Интернат хыççăн строительство училищине алăран тытса тенĕ пек илсе кайрĕ ушкăн ертÿçи Альбинăна. Кунта та харсăрлăхĕпе палăрчĕ вăл. Çапах штукатур-маляр ĕçне алла илчĕ.
Училищĕпе сывпуллашнă каç хĕрĕн пурнăç кустăрмине пач кĕтмен еннелле пăрса ячĕ. Хĕр тантăшĕсем савнийĕсемпе Шупашкар тăрăх уçăлса çÿреме кăмăл турĕç. Альбина вара общежити еннелле каякан юлашки троллейбуса чупса çитсе вырнаçрĕ.
Хулан пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитиччен пике тĕлĕрсе те кайрĕ. Ун çумне ÿсĕр каччă пырса ларнине те сисмен. Çĕрĕк сухан шăрши сăмсана пырса çапсан Альбина куçне чалт уçса ячĕ. Каччă çып-çывăхах иккен, ыталасшăн кармашать тата. Çавăнтах ыйхи вĕçсе кайрĕ пикен. Пĕтĕм вăйран тĕксе ячĕ хайхискерне Альбина. Лач! кайса ларчĕ лешĕ. Тарăхса кайнăскер хĕре çÿçĕнчен лăскама тытăнчĕ.
Водитель хушша-хуппа кĕмен-тĕк мĕнпе вĕçленĕччĕ харкашу - паллă мар. Альбина кĕсйинчен хуçлатмалли çĕççе те кăларма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Ÿсĕрскер лăпланма-и унта, çакна курсан пушшех хĕрсе кайрĕ кăна. Хĕр хутне кĕнĕ водителе пăвма пуçласан Альбина текех чăтса тăраймарĕ, йĕксĕке çĕççипе пĕççинчен чашлаттарчĕ...
«Васкавлă пулăшу» часах çитрĕ, вĕсемпе пĕрлех - йĕрке хуралçисем те. Пурне те милици участокне илсе кайрĕç. Хÿтĕленме тивнине ĕнентерме пултарчĕç Альбинăпа водитель, çĕрлех киле ячĕç вĕсене.
Çапла паллашрĕç вĕсем - Вовăпа Альбина. Çав каç йĕкĕт хĕре общежитие çитиех ăсатса ячĕ. Тепĕр кун Вова яланхи пекех руль умне ларчĕ, анчах та инçех те каяймарĕ - милици машини çула пÿлчĕ. Çĕрлехи пăтăрмаха уçăмлатиччен тесе ăна рейсранах лартса кайрĕç.
Малашне мĕн пуласса шухăшлама та пултарайман Вова. Суд... Ĕçлесе юсанмалли колони...
Çуралнă тăрăхĕнче Вовăна шыракан та çук. Ватă кукамăшне пăхакан çукран ваттисен çуртне вырнаçтарнă. Пĕлĕшĕсем кам - çарта, кам - заводра. Ахаль те хутран-ситрен çеç тĕл пулаканскерсен иккĕленÿ те çуралман.
Оля çеç канăçне çухатнă. Çыру хыççăн çыру шăрçаларĕ вăл. Анчах хурав пулмарĕ. Унччен пушă вăхăт тупăнсанах Вова хĕр патне çыру çыраканччĕ. Ольăран хурав иличченех хăйĕн туйăмĕсем пирки тепĕр çыру та хатĕрччĕ унăн. Халĕ вара 1...2...3 уйăх та иртсе кайнă ĕнтĕ - анчах халĕ те пĕр сас-хура та çук унран. Тĕрлĕ шухăш явăнчĕ пике пуçĕнче. Тĕрлĕ сăлтавпа тÿрре кăларма тăрăшрĕ хĕр каччăна: чирленĕ-ши е ĕçĕ нумай-ши ĕнтĕ...
Хăйĕн вара юлашки тĕл пулăвне аса илсе ирсерен те, çывăрма выртсан та куçĕ шывланчĕ...
Лайăх паллăсемпе кăна вĕренекен Оля Хусанти пĕр института вĕренме кĕрсен хăйне чи телейлĕ çын пек туйрĕ. Тăван Шупашкартан инçетре пурăнасси те хăратмарĕ ăна. Ют çĕрте савнийĕнчен инçетре пулни кăна кăмăлне хуçрĕ. Хытах тунсăхланине Вова та пытармарĕ.
Анчах тĕл пулсанах Ольăн куçĕ шывланчĕ. Юратнă çыннин ытамĕнче те чунĕ вăркарĕ хĕрĕн. Сывпуллашас самант хăратрĕ ăна. Çак кунран пуçласа унăн Вовăпа пурнăç çулĕпе алăран тытăнса утас килчĕ. Анчах сăпайлă пике шухăшĕсене хăйĕнче тытрĕ...
Чĕрĕк ĕмĕр тултарнă сăнÿкерчĕк çав тĕлпулури пекех тăварлă тумламсем кăларать: «Мĕншĕн ун чухне алăран тытсах пĕрле илсе каймарăм-ши ăна? Водительсем пур çĕрте те кирлĕ. Хусанта та ĕçе вырнаçтарчĕ вăл. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер çĕнĕ çĕре часах хăнăхĕччĕ».
Часах каяймарĕ Оля кукамăшĕ патне. Хĕллехи каникул пуçлансан тин ачалăхне тата çамрăклăхне ирттернĕ тăрăхалла çитме май пулчĕ унăн. Стипендийĕпе, пĕр пус юлмичченех, парне илсе тултарчĕ. Вова валли çыхнă перчеткене те хитре чĕркеме хучĕ. Ташă каçне чăтăмсăррăн кĕтрĕ Оля, чĕри, Вовăна курассишĕн, кăлт-кăлт тапрĕ. «Чи малтанах мĕн çинчен ыйтас-ши?» - шухăшсемпе пырса кĕчĕ вăл клуба. Анчах ниçта та асăрхамарĕ Вовăна.
«Савнине кĕтетĕн пулĕ-ха? - сăмах тапратрĕ Вова кÿрши. - Мана ан кÿрен те çак хыпаршăн - Вова авланнă та Çурçĕре куçса кайнă теççĕ ялта». Ку сăмахсем хыççăн чупсах тухрĕ клубран Оля, ыттисене куççульне кăтартасшăн пулмарĕ.
«Эсĕ тĕрмере пулнине пĕлнĕ тĕк шыраса тупăттăм сана, кĕтсе илĕттĕм - халĕ те эсĕ-çке чун-чĕремре», - пăшăлтататать Ольăн тути чĕрĕк ĕмĕр каяллахи сăнÿкерчĕке сăнанă май. Шырарĕ Оля Вовăна. Кÿрши «Çурçĕр» тенĕрен унта направлени пама ыйтрĕ диплом илнĕ хыççăн.
Вун-вун çул иртсен тин пĕлчĕç ялта Вова пĕр хушă мĕнле «Çурçĕрте» пулнине. Хĕр хÿттине кĕнĕ кăна темелле, анчах та çав ÿсĕр каччă «пысăк» пуçлăх ывăлĕ пулнă иккен...
Çавăнтах Альбинăпа хут уйăрттарса пĕрлешнĕ вĕсем. Апат-çимĕç тата кирлĕ ытти япала илсе çÿрекен Альбина çав йывăр тапхăрта Вовăшăн чи çывăх çын пулса тăнă ĕнтĕ.
Пурнăç тăршшĕпе тăсăлнă шырав çапла вĕçленнĕ. Акă вăл - Вова, анчах ăнах шыранă-ши?.. Вова, анчах Вова та мар. Чун-чĕри те шăпăрт. Çав кăн-кăвак куçах, анчах вăл тарăн-тарăн «шурлăхра» - тунсăхра. Оля вара савнийĕн куçĕнче ун чухнехи юрату хĕлхемне курасси пирки иккĕленмесĕр вун-вун çул шырарĕ, шанчĕ, кĕтрĕ...
Н.Маринова.