Комментари хушас

12 Пуш, 2014

2013 çулхи тĕллевсем пурнăçланнă

«Çу уйăхĕнчи» указсем

Çĕр-шыв Президенчĕн Владимир Путинăн «çу уйăхĕнчи» указĕсене мĕнле пурнăçа кĕртнине Раççей Федерацийĕн Правительстви тĕплĕн сăнаса тăнине пурте пĕлетпĕр. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те тĕрĕслесех тăрать. РФ Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсене - бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен вăтам шалăвĕн шайне ÿстерессипе çыхăннисене - 2013 çулта мĕнлерех пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсене Михаил Игнатьев Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе юлашкинчен ирттернĕ канашлура пăхса тухнă. Чăваш Енре социаллă сфера тытăмĕсенче 2013 çул валли «çул-йĕр карттисемпе» çирĕплетнĕ тĕллевсене ĕçченсен пĕтĕм категорийĕ /РФ Президенчĕн указĕсенче палăртнисем/ тĕлĕшпе туса çитернĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ 2013 çулта республикăри патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине ÿстересси пирки тăватă хутчен йышăну тунă: 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те çавнашкалах йышăнусем тунă. Çакă çÿлерех асăннă çынсен категорийĕсен вăтам шалăвне ÿстерме май панă.

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ 20141,4 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 103,7%-пе танлашнă, 100% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /2012 çулхипе танлаштарсан 28,7% ÿснĕ/*

шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсен - 17756,1 тенкĕпе е пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăмри вăтам ĕç укçин 102,3%-пе, 100% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 72,8%/*

ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи /вĕрентÿ, культура тата спорт тытăмĕсенчи/ педагогика ĕçченĕсен - 16322,5 тенкĕпе е учительсен вăтам ĕç укçин 79,9%-пе, 75% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 55,6%/*

аслă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен преподавателĕсен - 22092,3 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 113,7%-пе, 110% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 44,8%/*

пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи производство вĕрентĕвĕн преподавателĕсемпе мастерĕсен - 18070,9 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 93%-пе, 75% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 23,9%/*

учрежденисен ăслăлăх сотрудникĕсен - 25554,8 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 131,6%-пе, 128% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 88,6%/*

культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен - 11888 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 61,2%-пе, 57,8% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 24,8%/*

социаллă ĕçченсен - 9579,8 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 49,3%-пе, 47,5% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 61,4%/*

медицина организацийĕсен ĕçченĕсемпе врачсен, медицина /фармацевтика/ е урăх аслă пĕлÿллисен, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекеннисен - 28430,5 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 146,4%-пе,129,7% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 21%/*

медицина /фармацевтика/ вăтам персоналĕн /медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли условисене туса хураканнисен/ - 16215,6 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 83,5%-пе, 75,6% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 20,1%/*

медицина кĕçĕн персоналĕн /медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли условисене туса хураканнисен/ - 10041,7 тенкĕпе е Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 51,7%-пе, 50,1% тĕллевлĕ пĕлтерĕшпе /ÿсĕм - 54,9%/.

Пĕтĕмĕшле илсен 2013 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене шалу тÿлеме уйăрнă укçа-тенкĕ ÿсĕмĕ 2012 çулхи шайпа танлаштарсан 18,6% /2212,1 млн тенкĕ/ пулнă, çак тĕллевпе пĕтĕмпе 14109,3 млн тенкĕ панă.

Финанс çулталăкне ăнăçлă вĕçленĕ

Пуш уйăхĕ организацисемшĕн пĕрлехи пулăмпа - çулталăк отчетне тунипе - асра юлать. Финанс тĕп документне - Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне - мĕнлерех пурнăçлани пирки Чăваш Республикин Правительстви те отчет тăратнă. Унпа килĕшÿллĕн республика 2013 çула бюджет тĕллевĕсен ÿсĕмĕн ырă динамикипе вĕçленĕ.

2013 çулта Чăваш Ен Правительстви хамăрăн тупăшсене ÿстерессипе, бюджета планлассин тата пурнăçлассин пахалăхне лайăхлатассипе, Чăваш Республикин патшалăх парăмне чакарассипе çыхăннă мерăсен комплексне ирттернĕ.

Налук хурас тытăма тата налуксемпе пухусене лайăхлатассипе çыхăннă мерпориятисене йĕркеленĕрен хăш-пĕр кăтартăва ырă еннелле улăштарма май килнĕ. Акă туса ирттернĕ ĕçе шута илсе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2013 çулта тупăшсем енчен 43079,2 млн тенкĕлĕх е çулталăкри планăн 100,0% чухлĕ пурнăçланнă, 2012 çул тĕлĕшпе ÿсĕм 2963,2 млн тенкĕлĕх, ку 7,4% пулать.

Чăваш Республикин бюджечĕ 2013 çулта Раççей Федерацийĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсемпе палăртнă приоритетлă тĕллевсемпе йĕркеленнĕ. Асăннă бюджетри хамăр тупăшсем /налуксемпе тата налук маррисемпе çыхăннисем/ 27921,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2012 çул тĕлĕшпе ÿсĕм 2346,3 млн тенкĕлĕх, ку 9,2% пулать. Танлаштарма: Раççейре хамăр тупăшсен ÿсĕмĕ 3,2% пулнă, федерацин Атăлçи округĕнче /ФАО/ - 5,1%. Чăваш Ен ФАО субъекчĕсен хушшинче 4-мĕш вырăнта.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн хамăр тупăшсен тытăмне тишкерес тĕк налук тупăшĕсем 90,0% танлашнă, налукпа çыхăнманнисем - 10,0%. Налук тупăшĕсен тĕп пайĕ организацисен тата уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хунă налуксене пырса тивет, вĕсен тÿпи пĕтĕм налуксен 61,2% пулать. 2013 çулта организацисен тупăшĕсем çине хунă налукран илнĕ тупăш 5234,4 млн тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2012 çулхи шайран 0,4 процентлă пункт сахалрах. Çапах çакнашкал туртăм пĕтĕм регионра палăрать. Раççейре ку кăтарту 13,1 процентлă пункт чухлĕ пĕчĕкленнĕ, ФАОра - 9,5 процентлă пункт. Чăваш Ен ФАО субъекчĕсен хушшинче 2-мĕш кăтартупа палăрнă.

Уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налуксем тĕлĕшпе ÿсĕм пулнă. Вĕсен сумми 10134,8 млн тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2012 çулхи шайран 9,7% нумайрах. Раççейре те ÿсĕм палăрать: çĕр-шыври вăтам кăтарту - 10,5%, ФАОра - 11,4%. 2013 çулта республика бюджет тивĕçтерĕвне тикĕслемешкĕн 7037,9 млн тенкĕлĕх дотаци илнĕ, ку вăл 2012 çулхинчен 1636,0 млн тенкĕ /30,3%/ нумайрах.

Чăваш Ен бюджечĕн тăкакĕсем патне куçнă май вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2013 çулта тăкаксен тĕлĕшпе 44456,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, ку 2012 çулхи бюджетран 2235,1 млн тенкĕ /5,3%/ нумайрах.

Владимир Путин хăйĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсенче регионсене социаллă политика, сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, ăслăлăх тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх валли ытларах укçа уйăрма чĕнсе калани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн социаллă пурнăçпа культура сфери çине кайнă тăкакĕсем пысăкланнă та 31155,2 млн тенкĕпе танлашнă, ку расхутсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 70,1%, 2012 çулхипе танлаштарсан 1352 млн тенкĕ е 4,5% нумайрах.

Çакна палăртмалла: социаллă тăкаксем пысăкланнă май Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчи шайпа танлаштарсан 381,6 млн тенкĕ /3,7%/ чакнă, 9827,1 млн тенкĕ пулнă, ку вăл планланă шайран 935,4 млн тенкĕ /8,7%/ сахалрах.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: 2013 çул пĕтĕмĕшле илсен республикăшăн ăнăçлă пулнă, ЧР Правительстви хăйĕн бюджет обязательствисене тĕрĕс те вăхăтлă пурнăçлани ăна 2014 çулта та шанчăклă старт илме май панă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.