Комментари хушас

11 Раштав, 2015

Эпир сирĕнпе мухтанатпăр!

 Раштав уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕ иртет. Ун умĕн Чăваш Ен ертÿçи ăмăрту кавирĕ çине тухма хатĕрленекен спортсменсемпе курнăçрĕ.

Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин, ЧР пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Ольга Смирнова хутшăнчĕç.

Камсем-ха вĕсем пирĕн маттур та пултаруллă пикесем? Раççей кубокĕнче хамăр республика чысне 8 спортсмен хÿтĕлĕ, 5-шĕ тĕнчери чи сумлă турнирсенче палăрнăскерсем: РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ Наталья Гольц, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионки, Пĕтĕм тĕнче Универсиадин бронза призерĕ Екатерина Краснова, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионачĕн тата тĕнче кубокĕн призерĕ Надежда Федорова, Раççей спорт мастерĕ, тĕнче ăмăртăвĕн призерĕ Мария Кузнецова, тĕнче кубокĕн кĕмĕл призерĕ Вероника Чумикова. Вĕсенех чĕнчĕç те ЧР Правительствин çуртне. Хĕрсем ăмăртăва мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕç, спортра тунă пĕрремĕш утăмĕсене аса илчĕç.

«Пĕтĕм тĕнче статусне илнĕ турнира спорт кĕрешĕвне аталантарас тата ăна çÿллĕ шая çĕклес тĕллевпе пуçарнă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăри 2700 ытла яшпа хĕр ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцийĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Вĕсен йышне ÿстерме вара пысăк ăмăртусем пулăшаççĕ. Раççей кубокĕн тĕп геройĕсем вара эсир! Пирĕн спорт мухтавĕ! Çамрăксемпе ачасем сирĕн çине пăхса спортпа туслашчăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пынин пĕлтерĕшне ăша хывччăр», - терĕ Михаил Игнатьев спортсменсене ăнăçу суннă май.

 

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.